Поиск
Шырав ĕçĕ:
Шалишь! илсе яр та унашкаллине качча, кайран ӗнсе ҫинчен те анасшӑн пулмӗ, атя, но-о, пахха тесе, чӑпӑрккапа ӗнтсе пырӗ.Не-ет, шалишь! женись вот на такой, ух, она тебя запряжет, и будет погонять, погонять…
3 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Ҫырма хӗрринчи кукшаланнӑ сӑрт ҫамкисенче ҫеҫ хӗвел ӗнтсе янӑ ҫерем лаптӑкӗсем палӑркалаҫҫӗ.Лишь на облысевших отрогах видны выгоревшие на солнце небольшие лужайки.
VI. Тӑван ҫуртран аякра // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Кӗсйинче укҫа пур чух (вӑл ӑна кунне миҫе хут шутласа пӑхать!) пӗр-пӗр тырӑ лайӑх пулакан ҫӗрте ҫич-сакӑр ана ҫӗр те туянӗ, анисене тӗрлӗ хирте суйлӗ вӑл: пӑр ҫапса пӑр пӗтереймӗ, шӑрӑх ӗнтсе ҫӗнтерейме; тырри пулӗ унӑн, ҫӗр ҫынни епле тырӑсӑр пурӑнтӑр?
XXII. Амӑшӗ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Хӗвел ҫӗр питне ӗнтсе илес пек хӗртет.
VIII. Кӗрекеҫра // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Вӑл эпӗ ун ҫине ыйӑхлӑ куҫпа тӗлӗнсе пӑхнине курчӗ те: — Вутпуҫҫипе полушубкӑна ӗнтсе ятӑм, — терӗ.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Фиш Г.С. Кимас-кӳлли ялӗ парӑнни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 140 с.
Вӑл ҫӳлӗ, типшӗм ҫын, тӗксӗм кӑвак тӗслӗ лутӑрканчӑк уссин вӗҫӗсене хӑрӑм тӗтӗрекен «шӑши куҫӗпе» ӗнтсе янӑ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Упӑшки вӑрҫӑра вилнӗ хыҫҫӑн, вӑл пилӗк ачапа тӑлӑх тарса юлсан, ӑна хуйхӑ ӗнтсе ячӗ.После того как на фронте погиб муж, оставив ее вдовой с пятью детьми, горе словно опалило женщину.
3. Вӗрен-кантра // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Вӑл имшерленсе кайнӑ, тӑррине ҫӗрлехи тӑм ӗнтсе илнӗ, пурпӗр каҫ пулас умӗн унӑн ӑшӗнче шӑрчӑксем чӑрлатаҫҫӗ.Она стала тоньше, верхушки ее уже сожжены ночным инеем, а все же под вечер и в ней трещат кузнечики.
II // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.
Хӗвел ӗнтсе ярасла хӗртет.
XVII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Унӑн хӗвел ӗнтсе янӑ куҫ хӑрпӑкӗсем ҫеҫ ҫил вӑркӑнтарнӑ пек чӗтренкелесе илчӗҫ, унтан тата гимнастерка кӑкӑрӗ ҫинчи катӑк тӳмене темшӗн тӳмелеме тӑнӑ сулахай алӑ пӳрнисем хуллен сиккелесе хускалчӗҫ.
XV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Унӑн малтанхи тӑм тивсе ӗнтсе янӑ ҫулҫисем, сӳнме пуҫланӑ кӑвайтри ҫӳхе-ҫӳхе кӗл сийӗ витсе илнӗ шӗл-кӑвар пек, йӑмӑх хӗрлӗн тӗтреленсе йӑлтӑртатаҫҫӗ.
VI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Ильинична вӗсем шӑплана пӗлмесӗр чӑрлатнине итлесе выртрӗ, хӗвелпе ӑшӑннӑ курӑкӑн курницӑна варкӑшса кӗнӗ шӑршине туйрӗ те, ун куҫӗ умне август уйӑхӗнчи хӗвел ӗнтсе янӑ ҫеҫенхир, ылтӑн тӗслӗн йӑлтӑртатакан тулӑ хӑмӑлӗ, кӑвак янкар карса илнӗ ҫап-ҫутӑ сенкер тӳпе самантлӑха темле тӗлӗкри майлӑраххӑн тухса тӑчӗҫ…
III // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Тулта, чӳрече айӗнчех, пӳрт никӗсӗ ҫумне хӗсӗннӗ, хӗвел ӗнтсе ярайман курӑк — ҫурри шанса кайнӑ мӑянпа ылмаш-тӗлмешӗн хир сӗллипе шурути ӳсет те, шӑпах ҫавсен хушшинче хӑйсене валли хӳтлӗх вырӑн тупса пӗр вӗҫӗмсӗр авӑтрӗҫ те шӑрчӑксем.
III // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Хӗвел пайӑркисем хӗрсе кайнӑ ҫӗре ӗнтсе ярасла вӗтелеҫҫӗ.
XVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Тип вартан ҫур ҫухрӑмра, тӑваран тӑпраллӑ ҫӗр ҫинче, хӗвел ӗнтсе янӑ лутра курӑк ҫинче, темӗн чухлӗ виле йӑваланса выртать.
IX // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Хыпӑнчӑклӑн тӗнкӗлтетсе тӑван килне пырса кӗрсен, сӑнӗпе кӑвакарса кайрӗ, чӗркуҫҫи ҫине ӳксе сӑхсӑхрӗ те хӗвелтухӑҫ еннелле тайӑлса пуҫҫапнӑ чух чылайччен кӑвак пуҫне хӗвел ӗнтсе янӑ вӗри ҫӗр ҫумӗнчен ҫӗклемесӗр выртрӗ.
IV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Вӑл икӗ вут хушшине лекрӗ вӗт, ун хӑйне кӑшт ӗнтсе илмесӗр ҫаврӑнса тухма май килмест пулмалла.
17 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Унӑн шурӑ мӑйӑхлӑ пичӗ ҫинчи ӳчӗ ҫилпе кушӑрхаса сӗвӗннӗ, ҫурхи хӗвел ӗнтсе янӑ мӑйӑхӗпе куҫ харшийӗсем тилӗ тирӗ пек хӗрлӗрех саррӑн курӑнаҫҫӗ.
LI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Йӗпе курӑк кӗвел ӗнтсе янӑ пусура хӑмӑррӑн ҫуталса ларать.
XXVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Трансильвани тӑвӗсем ҫийӗн вичкӗн ҫилсем шӑхӑрса явӑнаҫҫӗ, ту ҫурӑкӗсенче сивӗ тӗтре мӑкӑрланать; тӑм ӳксе ӗнтсе янӑ хыр вӑрманӗсенче сухӑрлӑ йывӑҫсен хӑватлӑ шӑрши сарӑлнӑ.
IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.