Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ҫак кун апат мӗнле пулни ҫинчен каламалли те ҫук: Тимофеич шурӑмпуҫпех темӗнле черкасс ӗни ашӗ илме вӗҫтернӗ; староста шампа, кӑртӑш пулӑсем, раксем илме тепӗр енне кайса килнӗ; хӗрарӑмсем кӑмпашӑн кӑна 42 пус пӑхӑр укҫа илчӗҫ.
XXI // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
— Желтухинӑра каллех выльӑхсем вилме тапратнӑ, — терӗ мелник арӑмӗ, — Иван аттемӗрӗн икӗ ӗни те кӑнса выртнӑ.— В Желтухиной опять падеж, — говорила мельничиха, — у отца Ивана обе коровы свалились…
Ермолайпа мелник арӑмӗ // Асклида Соколова. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 132–142 с.
Кунта Валя инкӗшӗсен ӗни те пулчӗ.
Люси // Ара Мишши. Ара Мишши. Пиллӗкмӗш чӗрӗк: калавсем/ Ара Мишши. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 64 с. — 51,53,55 с.
Упаленсе-шуса ҫӳретӗп вӗт ҫав эсрел ӗни айӗнче, вӑл пур, пӗртте тӑп тӑмасть, чӗмере, урисемпе тапа-тапа ярать!Уж я под этой коровой лазил-лазил на ракушках, а она, треклятая, не стоит, ногами сучит.
VII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Шӑпах сирӗн аҫун ӗни ҫухалнӑ ҫул.
17 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
— Наҫтаҫсен ӗни…
XXVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Ывӑлӗсем ӳснӗ, анчах ҫӗтӗк-ҫатӑк, цыган ачисем пек пулнӑ, килкартинче брички те, вӑкри те, лаши те, ӗни те пулман…Сыны подросли, но были одеты в тряпье, во дворе — ни брички, ни тягла, ни коровы…
XX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Акӑ электростанци туса пӗтерсен унпа юнашар пӳрт лартӑпӑр, вара сирӗн сад пахчи те, анкарти те, ӗни те хӑвӑрӑн пулӗ.
IX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
— Мӗн ӗни унта?
II сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Чӑннипех те тулӑхлӑ килчӗ ку ҫул Мелеховсен кил-йышӗшӗн: ӗни икӗ пӑру туса пачӗ, Михал арханӗ тӗлне сурӑхсем те йӗкӗрешшер путек пӑранларӗҫ, унтан качакасем тата…Урожайный был тот год: корова отелила двойню, к Михайлову дню овцы окотили по двойне, козы…
V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Ӗни карта урлӑ ун ҫине тунсӑхласа ачашшӑн пӑхса тӑрать.
IV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Астаховсен кинӗ (Астаховсем хутор вӗҫӗнче Прокофипе юнашар пурӑннӑ) Троицӑн иккӗмӗш кунӗнче, тул ҫутӑлас умӗн, Прокофийӗн арӑмӗ картишӗнче, ҫӳҫне-пуҫне салатса ярса, ҫара уранах ӗне суса ларнине куртӑм тесе, турра-хӗвеле асӑннӑ, ҫавӑнтан вара ӗне ҫилли чышкӑ пек кӑна типсе юлнӑ пулать, ӗни сӗт пами пулнӑ имӗш те унтан часах вилсе выртнӑ пулать.
1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Унӑн хӑйӗн ӗни те, чӑх-чӗпсем те, сысна ҫури те пулман.
XXIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Такамӑн усал ирӗкне пула тенӗ пекех, пурте хӑйне хирӗҫ тӑнӑн туйӑннӑ: е юпах тихине кашкӑр туртса ҫурнӑ, е тыррине пӑр ҫапнӑ, е ӗни лачакана путса вилнӗ, е ним юлми ҫунса кайнӑ.
III // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
— Василь мучи ӗни анса кайни-и?
Вуннӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
— Вӑл тӗп шӑтӑкран инҫе мар, — ӑнлантарать Володя, — Васили пиччен ӗни ҫав шӑтӑка такӑннӑ та, анса кайса, урине хуҫнӑччӗ.
Улттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Пӗрре унта Ваҫли мучин ӗни те анса кайнӑччӗ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Унта пӗлтӗр Васлей мучин ӗни те…
Пӗрремӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Унта пӗлтӗр Васлей мучин ӗни анса кайнӑччӗ, вӑл та хӑй тӗллӗн тухаймарӗ.Там в прошлом году корова дядьки Василия провалилась, так и то не вылезла сама.
Пӗрремӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Пӗлтӗр те кунта Гриценко кӳршисен ӗни анса кайнӑччӗ.Здесь еще в прошлом году провалилась корова одного из соседей Гриценко.
Пӗрремӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.