Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ӑслӑ сăмах пирĕн базăра пур.
ӑслӑ (тĕпĕ: ӑслӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тута хӗрринчи сӗт шурри кайса пӗтмесӗрех ӑслӑ пуласшӑн.

Помоги переводом

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

— Пуҫу пысӑках мар пулсан та, ӑслӑ эсӗ, Алеша! — тесе кӑшкӑрса ячӗ те аллипе хӑлаҫланса крановщицӑна ӑнлантарма тытӑнчӗ:

Помоги переводом

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Манман леш ӑслӑ ваттине, Ӗҫне черетлӗн тӑснӑ.

Помоги переводом

Асаттесен шкулӗ // Анатолий Юман. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 61–62 с.

— Ман шутпа, — тенӗ вӑл, ватлӑхне кура мар ҫирӗп сасӑпа, — кам хӑйне хӑй хисеплет, кам хӑйне хӑй мӑнна хумасть, кам ӑслӑ, ҫав маларах сывлӑх сунать, маларах саламлать…

Помоги переводом

Макҫӑм мучи тивлечӗ // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 30–31 с.

Укахвине мӗн ҫитмест, Ӑна ӗнтӗ кам пӗлмест; Хӑйне ӑслӑ ҫын тесе, Ыттисене тиркесе, Хурса ҫӳп-ҫап вырӑнне Сая ячӗ ӗмӗрне.

Помоги переводом

Укахви // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 18 с.

— Куна ӑслӑ ҫын туман пуль.

Помоги переводом

58 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

— Пуҫаруллӑ ҫын сӑмахӗ, — тет Захаров, — яланах ӑслӑ, вырӑнлӑ.

Помоги переводом

54 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ҫапах сире пӗр ӑслӑ сӑмах калам.

Помоги переводом

37 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Раман, хӑй те авланса курманскер, юлташне нимӗнле ӑслӑ канаш та параймарӗ, ҫакна ҫеҫ асӑрхаттарчӗ:

Помоги переводом

26 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Кунта темӗнле маттур евчӗ те, темле ӑслӑ хӑйматлӑх та пулӑшаймӗ.

Помоги переводом

13 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

— Ай-яй ӑслӑ пуласшӑн, — пуҫне пӑркаларӗ Сидоров, — хура пулсан та хамӑнах тенӗ пек, тӑнсӑр пулсан та хам бригада ҫынниех, хӑнӑхнӑ ҫын.

Помоги переводом

4 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ӑслӑ пуҫра пурте арпашӑнса кайрӗ — вӑрҫӑ, ҫӗнтерӳ, кинӗ, тӗрме, ачисем — виҫҫӗшӗ те пуҫне хуни, мӑнукӗсем.

Помоги переводом

Асӑну // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫут тӗнчене ашшӗн пӗчӗкрен-пӗчӗк, виҫӗ килоллӑ евӗрӗшӗ пулса килнӗскер, ҫавӑн пекех правур та чакӑр куҫлӑ Толик кунсӑр пуҫне ӑслӑ та пулчӗ.

Помоги переводом

Чӑтӑмлӑхӑн та вӗҫӗ пур // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ӑслӑ хӗрарӑм, вӑл кӗтмен калаҫу мӗне пӗлтернине ӑнланчӗ, ҫавӑнпа ӑна малтан пуҫлама хӑю ҫитереймерӗ.

Помоги переводом

Тӑварлӑ каҫ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Йӑмраллӑсен асӗнче ӑслӑ асламӑшӗсенчен илтнӗ тӗшмӗшсем упранса юлнӑ.

Помоги переводом

Канаш параканни // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ӑслӑ грексем пулӑшмасан пирӗн чухӑн ҫӗр ҫыннисем хытӑ тата сивӗ вырӑн ҫинче тата та нумай асапланатчӗҫ пулӗ.

Помоги переводом

Канаш параканни // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ӑслӑ Уртемей ӗнентернӗ тӑрӑх ҫакӑ ялти Малюҫ евӗрлӗ активистсенчен, вӗсем чиркӗве — Йӑмраллӑ ялне илем кӳрсе тӑракан чаплӑ пахалӑха ҫӗмӗрнӗрен пуҫланнӑ.

Помоги переводом

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Чее те ӑслӑ пуҫлӑхсем Подоприхин пек хӗрӗх пӗрмӗш ҫул пуҫламӑшӗнче, вӑрҫӑ пуҫланас умӗн, вӗсен шучӗпе, «патшалӑх ҫӑкӑрне салатакан» председательсене, ӗҫ кунӗшӗн ик ҫӗр (!) грамм тырӑ панӑшӑн каҫарма пултарайман.

Помоги переводом

Ҫӗр ҫинчи тамӑк // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ваҫиле кун пирки хӑй те тӗшмӗртетчӗ-ха, анчах та ӑслӑ, «вӗреннӗ» ҫынран ҫакӑн пирки пуҫласа илтрӗ.

Помоги переводом

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ун ҫумне вырнаҫнӑ тусӗ ӑслӑ куҫӗсене мӑчлаттара-мӑчлаттара тимлесех вӑлтан путкӑҫне сӑнарӗ.

Помоги переводом

Тимӗр тӗклӗ ӑмӑрткайӑк // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 46–56 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней