Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ӑнӑҫсӑр сăмах пирĕн базăра пур.
ӑнӑҫсӑр (тĕпĕ: ӑнӑҫсӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хулана ҫапла пӑрахса хӑварма шел пулӗ ҫав, вӑл унта ӑнӑҫсӑр пулин те виҫӗ хутчен хан пулса курнӑ-ҫке!

Помоги переводом

8. Кӑрмӑш ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Нумай хутчен тытӑҫса курнӑ Адашев пуплеме юратакан ӑнӑҫсӑр ханпала.

Помоги переводом

13. Хусан княҫӗсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вырӑссен аллине ҫаклантӑрах ҫав ӑнӑҫсӑр Булюк.

Помоги переводом

5. Пӗчӗк Гирей // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ока хӗрринче Сахиб-Гирейпе пӗрлешеймерӗҫ вӗсем, ҫапах та ку похода ӑнӑҫсӑр пулчӗ тесе калама ҫук.

Помоги переводом

6. Пуҫа килсен — пушмак // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ӑшӑнасси пулмарӗ унӑн, ҫапах куҫа хупса тӗлӗрме тытӑннӑччӗ ӗнтӗ, ҫав вӑхӑтра арпалӑх умне темле ӑнӑҫсӑр йытӑ килсе тӑрӑнчӗ.

Помоги переводом

4. Вӑрҫӑ йӗрӗпе // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хӑтана ӑнӑҫсӑр кайнӑ хыҫҫӑн мана кураймиех пулса кайрӗ ҫакскер.

Помоги переводом

VI // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.

Эрнен пӗрремӗш ҫурри ӑнӑҫсӑр пулӗ, хӑвӑра шанмастӑр, ҫухалса кайнӑ пек туятӑр.

Неблагоприятна будет первая половина недели, она может принести растерянность по отношению к себе.

47-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Улталани пекех, мӗн чухле йӑнӑш туса тултарать этем хӑйӗн ӑнӑҫсӑр пурнӑҫӗнче.

Сколько ошибок творит человек в своей нескладной жизни!

Вилӗмпе юнашар // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ӑнӑҫсӑр, мӗн чухлӗ вӑхӑта сая ятӑмӑр, — вӑрҫрӗ Карачӑм, юлташне руль тыттарнӑ хыҫҫӑн трактор ҫинчен сиксе юлса.

Помоги переводом

ХХIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Те звенона хӑй ертсе пынӑран, вӑл звено ӗҫӗ мӗншӗн ӑнӑҫсӑр пулнине пӗрре те ӑнлантарса памарӗ.

Помоги переводом

XIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Пӗлтӗрхи вӑрҫӑ ӑнӑҫсӑр пулчӗ тесе ан кулян, аслӑ князь.

Помоги переводом

18. Ылтӑн ҫӑмарта тӑвакан чӑх // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Куҫҫулӗпе тархаслать-ҫке кашнинче айван хан, ӑнӑҫсӑр Гирей таврашӗ.

Помоги переводом

13. Мӗн тусан лайӑхрах? // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Чӑнах, май килнӗ вӑхӑтра хӑвӑртрах тасалмалла мар-ши ку ӑнӑҫсӑр мӑрсаран?

Помоги переводом

9. Атӑл леш енче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Санкцисен витӗмӗнчи кӑткӑс экономика лару-тӑрӑвӗнче тата ҫуркуннехи ӑнӑҫсӑр ҫанталӑка пӑхмасӑр патшалӑх пулӑшнипе ял хуҫалӑх ӗҫӗсене вӑхӑтра тата туллин вӗҫлеме май килчӗ.

В условиях сложной экономической ситуации на фоне санкционного давления и при сложившихся весной 2022 года неблагоприятных погодных условиях своевременно оказанная государственная поддержка позволила в плановом объеме и в оптимальные агротехнические сроки провести комплекс сельхозработ.

Олег Николаев Ял хуҫалӑхӗпе тирпейлекен про­мыш­лен­ноҫ ӗҫченӗн кунӗ ячӗ­пе саламлани (2022) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2022/10/09/poz ... tnika-selj

Ӗҫсем ӑнӑҫлӑ та, ӑнӑҫсӑр та пулӗҫ, ҫавӑнпа тимлӗ пулмалла.

Дела могут идти с переменным успехом, поэтому вам необходима внимательность.

18-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Укҫа хывас тӗлӗшпе асӑрханӑр, ӑнӑҫсӑр пулас хӑрушлӑх пур.

Будьте аккуратны с вложениями денег, некоторые из них могут оказаться неудачными.

28-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Укҫа-тенке банка хывнӑ чухне асӑрханӑр – хӑшӗ-пӗр ӑнӑҫсӑр пулӗ.

Будьте аккуратны с вложениями денег, некоторые из них могут оказаться неудачными.

11-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Юратура ӑнӑҫсӑр самантсем, харкашусем пулӗҫ.

В любовной сфере возможны неудачи и конфликты.

5-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Вӗсем шӑкӑлтатса калаҫса тата хӑйсен ӑнӑҫсӑр ӗҫӗнчен кулса лашисене юнашар уттарчӗҫ.

Помоги переводом

15. Инҫе ҫул // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӑл малтанах хатӗрлесе хунӑ меслет — элче несӗл йӗркипе ҫавӑрма тӑни пачах ӑнӑҫсӑр пулчӗ.

Помоги переводом

2. Ордынка // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней