Поиск
Шырав ĕçĕ:
…Иртен пуҫласа каҫченех ялтан яла юланутҫӑсем четниксен «ял хуралҫийӗсем» чуптарса ҫӳреҫҫӗ, вӗсем, партизансем Морава урлӑ каҫса, четниксен виҫӗ штабне пӗтерсе хуни, темиҫе коменданта вӗлерни, ялти виҫӗ кантура ҫунтарса яни, пӗтӗм уездри телефонпа телеграф линийӗсене ватса тӑкни ҫинчен хыпар салатнӑ.
27 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Пур комиссарсем те ҫавнашкаллисене ҫакса ҫӳреҫҫӗ тенине илтнӗ эпӗ.
27 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Тар кунтан, йытӑсем вӗрнине илтетӗн-и, вӑрӑ-хурахсем вӗҫӗмех виҫшерӗн-виҫшерӗн ҫӳреҫҫӗ.
26 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Паром хӗррине шӑнса ларнӑ пӑра алсемпе ката-ката, хӑш-пӗрисем пӑшал кӳпчекисемпе ишеҫҫӗ, теприсем винтовка кӗпҫисемпе паром тӗпне сарнӑ хӑмасене хӑйпӑтасшӑн тӑрмашаҫҫӗ, виҫҫӗмӗшсем пралукран туртаҫҫӗ, тӑваттӑмӗшсем, аптраса ӳкнисем, пӗр вырӑнта хытса тӑраҫҫӗ е ним тӗлсӗр хыпкаланса ҫӳреҫҫӗ, уссӑр калашсем параҫҫӗ, кам мӗн те пулин тунине тиркеҫҫӗ.
23 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Павӑлпа Вук ҫыран хӗррипе уткаласа ҫӳреҫҫӗ, чарӑна-чарӑна тӑрса итлеҫҫӗ, вара каллех утаҫҫӗ.
23 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Ку урам лӑпкӑ, кунта ҫынсем сахал ҫӳреҫҫӗ, каҫхине ҫутӑ та пулмасть, унӑн варрине чул сарман, тротуарсем туман.Эта тихая, малолюдная улица, по ночам не освещаемая, без мостовой и тротуаров.
13 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Ҫав инженера вӑл аван пӗлет, сунара яланах пӗрле ҫӳреҫҫӗ.своему приятелю и постоянному спутнику в охотничьих походах.
10 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Ку япаласене вӗсем пӗтӗмпех кил-ҫуртпа пӗтӗм пурлӑх ҫунса каять тесе илсе тухнӑ, япалисем кирлӗ-кирлӗ марскерсем, хаклӑ марскерсем пулин те, хресченсем вӗсене сыхлаҫҫӗ, йӑтса ҫӳреҫҫӗ, хӑйсен ӑпӑр-тапӑрӗшӗн вилме хатӗр тӑраҫҫӗ.
15 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Канавӑн кӑнтӑр аякӗнче курӑк ешерет, ӑна качакасем чӗпӗткелесе ҫӳреҫҫӗ.
3 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Кӗпе вӗҫҫӗн ҫеҫ тӑрса юлнӑ, ҫаруран ачасем Лоторица шывӗ хӗрринче вӑлтасем тыткаласа ҫӳреҫҫӗ, вӗсен сӑн-пичӗ хӗвелпе кӑшт хӗрелме те ӗлкӗрнӗ.
3 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Килте ларас килментен ҫеҫ ҫӳреҫҫӗ пулмалла.
1 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Пӗрремӗш чӳрече патӗнче тӗрӗ кӑшӑлӗ тӑрать, ку чӳречен шуратман пиртен тунӑ каррине усса янӑ, ун хушӑкӗсем витӗр ҫап-ҫутӑ хӗвел, мӗн тӗл килет, ҫавӑн ҫине, куҫа шартармалла ялтӑркка вут ҫаврашкисем ӳкерет; тӗрӗ ӳкермелли шурӑ пир ҫинче шӑнасем васкамасӑр утса ҫӳреҫҫӗ.
XXXII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Кусенчен чылайӑшӗ пӗрне-пӗри паллаҫҫӗ, хыттӑн калаҫаҫҫӗ, профессорсене хӑйсен тата ашшӗсен ячӗсене каласа чӗнеҫҫӗ, ыйтусене ответлеме кунтах хатӗрленеҫҫӗ, пӗр-пӗрне тетрадьсем параҫҫӗ, тенкелсем урлӑ каҫса ҫӳреҫҫӗ, буфетран пӗчӗк кукӑльсем тата ҫу сӗрнӗ ҫӑкӑр чӗллисем иле-иле килеҫҫӗ те вӗсене ҫавӑнтах, пуҫӗсене тенкелпе шай пӗшкӗртсе, ҫисе яраҫҫӗ.
X сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ҫынсемпе тулнӑ паркетлӑ ҫутӑ зала кӗрсен, эпӗ гимнази мундирӗсем тата фраксем тӑхӑннӑ темиҫе ҫӗр ҫамрӑка куртӑм, вӗсенчен хӑшпӗрисем кӑна ман ҫине сивлеккӗн пӑхса илчӗҫ, мӑнаҫлӑ профессорсем аякри кӗтесре сӗтелсем ҫывӑхӗнче лӑпкӑн утса ҫӳреҫҫӗ е пысӑк креслӑсем ҫинче лараҫҫӗ; ҫаксене курнӑ хыҫҫӑн манӑн пурне те хам ҫине пӑхтарас ӗмӗтӗм тӑруках татӑлчӗ; ман сӑн-пит килте те, кунта салтӑннӑ ҫӗрте те ҫи-пуҫӑм ырӑ та чаплӑ курӑннӑшӑн ӳкӗннӗ пек пулнине палӑртатчӗ, халь вара хытах именсе кайрӑм тата салхулантӑм.
X сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Володя патне Дубков адъютант тата студент Нехлюдов князь ыттисенчен час-часрах килсе ҫӳреҫҫӗ.Чаще других приходили к Володе адъютант Дубков и студент князь Нехлюдов.
XXV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Пӗр лампӑпа кӑна ҫуталнӑ залра Мимипе Катя каллӗ-маллӗ ҫӳреҫҫӗ, Люба, рояль умӗнче ларса, Фальдӑн иккӗмӗш концертне — аннен юратнӑ пьесине темиҫемӗш хут калать.
XXII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Володьӑн ҫак кунсенче университета вӗренме кӗмелле, халь учительсем ятарласа ун патне ҫӳреҫҫӗ, вӑл хура доскана пурӑпа хыттӑн тӑклаттарса, функцисем, синуссем, координатсем тата ытти ҫавӑн евӗрлӗ япаласем ҫинчен каланине ӑмсанарах, ирӗксӗртерех пулин те, тимлесех итлетӗп, мана нихҫан ӑнланмалла мар кӑткӑс сӑмахсем пек туйӑнаҫҫӗ вӗсем.
XX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Пур енче те кайӑксем, хаваслӑн юрласа, явӑнса ҫӳреҫҫӗ, тӗпек пуҫлӑ тӑрисем ҫӳлтен ӳкнӗ пек хӑвӑрт ярӑнса анаҫҫӗ; йӗпе тӗмсем хушшинче пӗчекҫӗ кайӑксем кӑштӑртатни илтӗнет, раща варринчен чӑпар куккукӑн уҫӑмлӑ сассийӗ юхса килет.
II сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Вӗршӗлсемпе шур кӑкӑрлӑ чӗкеҫсем, пире чарма шут тытнӑ евӗр кӳмеллӗ ҫӑмӑл урапа тавра явӑнса ҫӳреҫҫӗ, лаша ӑмӑрӗсем умӗнченех ирте-ирте каяҫҫӗ; тӑлпаланнӑ ҫунатлӑ чавкасем ҫиле май темле хӑяккӑн вӗҫеҫҫӗ; эпир хамӑр ҫине витнӗ сӑран саппунӑн хӗррисем варкӑшма пуҫлаҫҫӗ, кассӑн-кассӑн вӗрекен нӳрлӗ ҫиле пирӗн пата кӗртеҫҫӗ, варкӑшса кӳме ҫумне ҫапӑнаҫҫӗ.
II сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Темиҫе вӗшле йытӑран пӗрисем, хӗвел ӑшшинче хӗртӗнсе, пашкаса выртаҫҫӗ; теприсем, тӗнӗлсем ҫумӗнчи ҫӑва ҫулакаласа, кӳмепе урапа айӗнчи сулхӑнра ҫӳреҫҫӗ.
XIV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.