Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ҫӗрле ҫӳрекенсене пурне те усал ҫынсем тесе ан шутла…
III сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Мана ун чух асанне халӑха пит йывӑр лекни ҫинчен каласа паратчӗ: ҫӳҫне ӳстерет пулин те ҫивӗте ярса ҫӳременнисене правительство ҫарӗсем вӗлернӗ, ҫивӗт ярса ҫӳрекенсене вӑрӑм ҫӳҫлӗ тайпинсем вӗлернӗ, тетчӗ.
Ҫӳҫ ҫинчен // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 46–53 стр.
Вера Иосифовна общество ларӑвне килсе ҫӳрекенсене хӑйсен хваттерӗнче хӑтлӑ та лайӑх пултӑр тесе тӑрӑшать.Вера Иосифовна старалась, чтобы всем собравшимся было удобно, приятно в их доме.
Вунҫиччӗмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
— Вӑрттӑн ҫӳрекенсене пытаратӑн? — хаяр сассипе кӑшкӑрса ячӗ пристав.
XXVII. Асатте // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Ҫӑнӑх пек вӗтӗ тусан ҫул ҫӳрекенсене ҫӑра пӗлӗт пек хупӑрласа пырать.
V. Таркӑн // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Тӑхта кӑштах: акӑ ҫар ки-лӗ, ку хурах пусса ҫӳрекенсене пӗтерӗҫ те, вара ӑҫта каяс тенӗ унта кай, — терӗ.Погоди маленько: войска придут, переловят мошенников; тогда поезжай себе хоть на все четыре стороны.
Вунпӗрмӗш сыпӑк. Пӑлхавлӑ слобода // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Ҫак ӗҫ мана хӑтӑлса тухма, мана калле киле таврӑнма, Петькӑна тупма, Туркестана ҫитме пулӑшас пек туйӑнса кайрӗ, йӑмӑка — приютра, Петька пиччӗшне — фронтра пулӑшӗ, сивӗпе шӑнса, выҫӑпа аптӑраса Мускав урамӗсем тӑрӑх ҫӗрӗ-ҫӗрӗпе ҫӳрекенсене пурне те пулӑшӗ.
Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ну, обхода мансӑрах туса пӗтерӗр! — татса каларӗ вӑл хӑйпе пӗрле ҫӳрекенсене.Ну, докончите обход без меня, — цыкнул он на сопровождающих.
14 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Ы-ыхх, чӑтма пултараймастӑп ҫавнашкал хӗрарӑм пек лӗкӗртетсе ҫӳрекенсене, элек саракансене, кӗлевӗҫ ҫыракансене.
Улттӑмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив
Чечек валли те вырӑн уйӑрнӑ: йӑрансен хушшинче, ҫӗрулми кассисен пуҫӗнче тӗрлӗ тӗсли ҫеҫке ҫурнӑ, хуҫисене кӑна мар, карта ҫумӗпе иртсе ҫӳрекенсене те савӑнтарать.
Ялти йӗркелӗх - ҫӗршыври тӑнӑҫлӑх // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№
Паллах, лагере ҫӳрекенсене те выляса киленме чармарӑмӑр — хулана ачисене парксенче выляттарассишӗн ятарласа кайма ашшӗ-амӑшӗн вӑхӑт ҫук халӗ, — ӑнлантарчӗ шкул ҫумӗнчи лагерь пуҫлӑхӗ Нелли Игнатьева.
Вӑхӑта кӑсӑклӑ ирттереҫҫӗ, сывлӑха тӗреклетеҫҫӗ // Ирина ИВАНОВА. «Хыпар», 2016.06.28, 100№
1. Яланах пӗр-пӗрне тӑванла юратӑр; 2. ҫул ҫӳрекенсене хапӑллама ан манӑр: хӑшӗсем ангелсене ҫул ҫӳрекенсем тесе пӗлмесӗрех хӑна туса янӑ.
Евр 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Ӗненнипе аскӑн арӑм Раав пӑхса ҫӳрекенсене хӑй патне кӗртсе, кайран вӗсене урӑх ҫулпа ӑсатса янӑ, вара ӗненмен ҫынсемпе пӗрле пӗтмен.
Евр 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9-10. Ҫапла ӗнтӗ, Ҫӳлхуҫа сӑваплисене асапран хӑтармаллине, йӗркесӗррисене — уйрӑмах ӳт кӗлени хыҫҫӑн ҫӳрекенсене, пуҫлӑхсене кураймасӑр тӑракансене, чӑрсӑррисене, хӑйсен ирӗкӗпе пурӑнса ҫӳлти вӑйсене хурлама та хӑраманнисене — хаса памашкӑн сут кунӗ валли упрамаллине пӗлет.
2 Пет 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Ҫул ҫӳрекенсене пӗр ӳпкелемесӗр хапӑл пулӑр.
1 Пет 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Ҫавӑн пекех аскӑн арӑм Раав та ҫӗр тишкерсе ҫӳрекенсене хӑй патне кӗртсе, вӗсене урӑх ҫулпа кӑларса янӑ ӗҫӗпе тӳрре тухман-и вара?25. Подобно и Раав блудница не делами ли оправдалась, приняв соглядатаев и отпустив их другим путем?
Иак 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
33. Эпӗ хам валли никамран та кӗмӗл те, ылтӑн та, тумтир таврашӗ те ыйтмарӑм: 34. хама кирлине те, хампа ҫӳрекенсене мӗн кирлине те ҫак аллӑмсем туса тӑчӗҫ, эсир ӑна пӗлетӗр.
Ап ӗҫс 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Кӑштах вӑхӑт иртсессӗн, патша пӗр ватӑ ҫынна, Афинӑ ҫыннине, иудейсене ашшӗсен саккунӗсене пӑрахма, Турӑ саккунӗпе пурӑнма чарӑнмашкӑн хистеме янӑ, 2. унӑн тата Иерусалимри Турӑ Ҫуртне ирсӗрлемелле, ӑна Олимп Юпитерӗн ятне памалла пулнӑ, Гаризинри Турӑ Ҫуртне вара, ку вырӑнта ютран килнисем пурӑннине кура, ҫул ҫӳрекенсене йышӑнакан Юпитер ҫурчӗ темелле пулнӑ.
2 Мак 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Ашшӗпе тӑванӗсен тупӑклӑхӗ ҫине Симон палӑк лартнӑ, инҫетренех курӑнтӑр тесе ӑна ҫӳллӗ тунӑ, умӗпе хыҫал енне чутласа якатнӑ чулран тунӑ, 28. унӑн тӑррине вӑл ашшӗпе амӑшӗн ячӗпе, тӑватӑ тӑванӗн ячӗпе, пӗр-пӗрне тӗлме-тӗллӗн, ҫичӗ пирамида лартнӑ; 29. вӗсен аякӗсене эрешлесе илемлетнӗ, йӗри-тавра ҫӳллӗ юпасем лартса тухнӑ, юписем ҫине, ӗмӗр асӑнмалӑх, вӑрҫӑ кӑралӗпе карапсем ӳкернӗ пулнӑ, вӗсене мӑкӑрӑлса тӑмалла ӑсталанӑ, вӗсем ӗнтӗ тинӗсре ҫӳрекенсене аякранах курӑнса тӑнӑ.
1 Мак 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Хамӑн Ҫуртӑм умне, ҫара хирӗҫ, каллӗ-маллӗ ҫӳрекенсене хирӗҫ, Эпӗ тапӑр лартӑп, текех вара хӗсӗрлекен иртсе ҫӳреймӗ: Эпӗ ҫакна Хамӑн куҫӑмпа пӑхса тӑрӑп.
Зах 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.