Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ҫӗрсене (тĕпĕ: ҫӗр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫулпуҫӗ тӑшман тӗллевӗ ҫинчен, Германи фашизмӗ пирӗн ҫӗрсене, эпир тар юхтарса ӗҫленипе тунӑ пуянлӑха туртса илме ӗмӗтленни ҫинчен, помещиксен влаҫне каялла тавӑрма, пире чура тума тата Совет Союзӗнчи ирӗк халӑхсене нимӗҫлентерме, нимӗҫсене пӑхӑнтарма шутлани ҫинчен калать.

Вождь говорит о цели врага, о том, что германский фашизм хочет отнять у нас земли, богатства, за которые мы трудились в поте лица, о намерении вернуть власть помещикам, поработить нас и покорить свободные народы Советского Союза.

«Сире чӗнсе калатӑп эпӗ, манӑн тусӑмсем» // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.

Акӑ хӑвӑрах курӑр, вӑл пирӗн ҫӗрсене турта-турта илӗ, кайран Бельги ҫине тапӑнӗ!

Он забирает наши провинции, и, вот вы увидите, скоро заявит претензии на Бельгию.

II. Республика хӑрушлӑхра // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.

Анчах Бретаньре, Вандейӑра тата унпа кӳршӗллӗ провинцисенче вак арендаторсем, тара илнӗ ҫӗре хӑйсемех ӗҫлекенскерсем, ҫав ҫӗрсене хӑйсен аллинчен туртса илнӗшӗн кӳреннӗ.

Но мелкие арендаторы в Бретани, Вандее и в соседних провинциях, сами обрабатывавшие арендуемую землю и ожидавшие, что она останется у них, были обмануты в своих ожиданиях.

II // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с. — 3–19 с.

Анчах унта, пӗчӗк лаптӑк ҫӗрсене тара илес е тара парас йӗрке питех те сарӑлнӑ.

Но и это благодеяние не так ощущалось здесь, где распространена была аренда мелких участков.

II // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с. — 3–19 с.

Анчах Ольсен картти ҫине пӑхсан, эпӗ акӑ мӗн ҫинчен пӗлтӗм — кукӑр-макӑр тинӗс ҫыранӗ хӗррипе пырсан ҫеҫ ун пек ҫӗрсене лекесрен хӑтӑлма пулать иккен.

Но, глядя на карту Ольсена, я узнал, что их можно миновать, если держаться извилистого морского берега.

XII сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.

Пӗлес тетӗр пулсан, ҫакӑнта пулас стройкӑсене пуҫараканни пулас килет, кунта ҫав тери пушӑ, лайӑх ҫӗрсене юсаса йӗркене кӗртмен.

Тут вообще, знаете, хочется превратиться в проводника будущих строек, до того все незаселено, невозделано еще.

Улттӑмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.

Ҫак проект тӑрӑх, акӑлчансен Мурманскри тата Кольски ҫурутраври ҫӗрсене тара илмелле, ҫакӑнта шыраса тупнӑ минераллӑ пуянлӑхсене кӑларма тытӑнмалла, ӑна чугун ҫулсене чи йӳнӗ хакпа сутӑн илме, пулӑ тытма, хӑма ҫуракан заводсем лартма, юханшывсем ҫинчи шарлак вырӑнсемпе шывсиккисем ҫинче электричество станцийӗсем туса лартма правасем памалла.

Проект предусматривал аренду земли в Мурманске и на Кольском полуострове, разработку найденных минеральных богатств, право покупки железных дорог по минимальной цене, право на рыбные ловли, на постройку лесопильных заводов, на установку, электрических станций при порогах и водопадах.

5 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Вӗсем кунта заводсене, фабрикӑсене, ҫӗрсене пирӗн буржуйсемпе помещиксене каялла тавӑрса пама, вырӑс буржуазийӗпе пӗрле рабочисемпе хресченсене ҫаратма килнӗ.

Они пришли сюда, чтобы помочь нашим буржуям и помещикам опять захватить заводы, фабрики, землю, чтобы вместе с русской буржуазией грабить рабочих и крестьян.

1 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

— Тӗрӗсрех каласан, пирӗн ҫӗрсене туртса илесси ҫинчен, — хушса хучӗ Замойски, — наци ыйтӑвӗ кунта сӗневлӗхе анчах.

— Вернее, отнять у нас земли, — добавил Замойский, — национальный вопрос здесь только в придачу.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.

Нимӗҫсем пирӗн тӑрӑхри ҫӗрсене туртса илсен, вӑл кунти гарнизон начальникӗн адъютанчӗ пулса пурӑнчӗ.

Когда немцы заняли наши места, он стал адъютантом здешнего начальника гарнизона.

Иккӗмӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.

Хуркайӑк хӑй патне никама та пырса ҫӳреме чармарӗ, мӗншӗн тесен хӗллехи вӑрӑм ҫӗрсене вӑл пӗччен тӳссе ирттереймен те пулӗччӗ.

Журавушка держала свою дверь открытой для всех, потому что для одной были бы невыносимы бесконечно длинные зимние ночи.

Хуркайӑк // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.

Хуркайӑк халӗ леш телейлӗ ҫӗр хыҫҫӑнхи ытти телейлӗ ҫӗрсене аса илме тӑрӑшса ларать те, вӗсем темшӗн пит асах килмеҫҫӗ.

Она сидела и старалась вспомнить другие счастливые для нее ночи, которые были после той, самой счастливой, но память почему-то все меньше и меньше воскрешала для нее такие.

Хуркайӑк // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.

Анчах тӑван вырӑнсене, хӑй ака-суха тунӑ, тыр-пул ӳстернӗ ҫӗрсене тунсӑхласран пулӑшайман ӑна манӑн справка.

Не помогла, однако, справка моя от тоски по родимой сторонке, по земле-кормилице, которую пахал, засевал, с которой сымал хлеб насущный.

Хӑйне евӗрлӗ перепиҫ // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.

Ҫав вӑхӑтрах ӑна таптаҫҫӗ, асаплантараҫҫӗ, — терӗ вӑл, аллине сисмесӗрех сулса; унӑн пичӗ тӗксӗмленчӗ, — пиртен пӗтӗмпех тӑпӑлтарса илчӗҫ, пӗтӗмпех: пирӗн чиркӳсене, пирӗн тивӗҫлӗхсене, пирӗн ҫӗрсене; ирсӗр турккӑсем пире кӗтӳ пек хӑваласа каяҫҫӗ, пире пусаҫҫӗ.

А между тем его топчут, его терзают, — подхватил он с невольным движением руки, и лицо его потемнело, — у нас всё отняли, всё: наши церкви, наши права, наши земли; как стадо гоняют нас поганые турки, нас режут…

XIV // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Вӑл ҫӗрсене эпир пӗрле шырӑпӑр.

Мы будем вместе искать эту землю.

Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Гарри Грант тытнӑ ҫӗрсене курса ҫӳреме темиҫе сехет кирлӗ пулчӗ.

Достаточно было нескольких часов, чтобы осмотреть все владения Гарри Гранта.

Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Кунӗ-кунӗпе, час-часах ҫӗрсене те вӑл палуба ҫинче ирттерсе ярать, ҫумӑр лӳшкесе тӑни те, хӑйне пуҫ тӳпинчен пуҫласа ура тупанне ҫитиччен сирпӗнсе йӗпетекен тӑварлӑ шыв та ӑна нимӗн те мар.

Целые дни, а часто и целые ночи он проводил на палубе, не обращая внимания на проливной дождь, не замечая солёных брызг, обдававших его с головы до ног.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Пирвайхи ҫутӑ килсенех Джон Мангльс, Паганель тата Гленарван фургон таврашӗнчи ҫӗрсене разведкӑна кайрӗҫ.

Воспользовавшись первыми лучами света, Джон Мангльс, Паганель и Гленарван отправились на разведку вокруг фургона.

Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Хӗвел анса ларма пуҫларӗ, унӑн чалӑш урисем Меррей тӑрӑхӗнчи ҫӗрсене хӗрлӗн кӑтартаҫҫӗ.

Солнце близилось к закату, и косые лучи его бросали красноватые отблески на долину Мёррея.

Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Кунта иртсе каймалла мар чӑтлӑхсем те, ӗмӗрне ҫын ури пырса кӗмен вырӑнсем те ҫук, вутпа та тимӗрпе ҫул хурса пымалли вырӑнсене те, йывӑҫ вуллисем ҫаплипех йӑванса выртнисене те, таҫта ҫитиччен тӑсӑлса ҫыхланса ӳсекен курӑксемпе витӗннӗ ҫӗрсене те кураймастӑн.

Здесь не было нй I непроходимых чащ, ни девственных зарослей с валявшимися на земле стволами и густым переплётом ползучих растений, в которых только огонь и железо могут пробить путнику дорогу.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней