Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ҫӗкленчӗҫ (тĕпĕ: ҫӗклен) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кӑмӑлсем ҫӗкленчӗҫ пирӗн, эпир ӗнтӗ, ҫынсене хамӑр тӗрӗслесе пӑхнӑ вырӑнах яратпӑр тесе, Толстый Лес станци патне виҫҫӗмӗш звенона кӑларса ятӑмӑр.

Настроение поднялось, и, уже как будто на проверенное место, к станции Толстый Лес мы послали третье звено.

Тӑшман тылне сиксе анни // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.

Алӑсем ҫӗкленчӗҫ, Козуба тӑракан сӗтел ҫумӗнчех бархатран тунӑ хӗрлӗ йывӑр ялав ялкӑшрӗ.

Взметнулись руки, колыхнулось у самого стола, на котором стоял Козуба, красное бархатное знамя.

XXXVI сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.

Унтан тӗтӗмпе хӑйӑр юписем ҫӗкленчӗҫ.

Поднялся большой столб песка и дыма.

VIII сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.

Тӗлӗннипе ун куҫхаршийӗсемпе хулпуҫҫийӗсем ҫӳлелле ҫӗкленчӗҫ.

Брови и плечи его поднялись вверх от изумления.

X // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.

Кӗреҫесем пӗр харӑс ҫӗкленчӗҫ.

Лопаты взметнулись.

IX сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.

Чапаевӑн куҫхаршийӗсем ҫӳлелле ҫӗкленчӗҫ.

Брови у Чапаева поползли вверх.

Стёпка // Николай Евстафьев. Баныкин, В. И. Чапаев ҫинчен: калавсем; Н. Евстафьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 128 с.

Ҫак вӑхӑтра пугачевецсем юлашки атакӑна ҫӗкленчӗҫ.

А в это время пугачёвцы пошли в последнюю атаку.

Николаевска илни // Николай Евстафьев. Баныкин, В. И. Чапаев ҫинчен: калавсем; Н. Евстафьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 128 с.

Революци тапрансан, кулаксем советсене хирӗҫ ҫӗкленчӗҫ, вара эпир, Гришкӑпа, — ӑна Гришка тесе чӗнетчӗҫ, — партизана кайрӑмӑр.

Когда революция началась, кулачьё против Советов поднялось, мы с Гришкой — его Гришкой звали — в партизаны пошли.

Осиновка патӗнче // Николай Евстафьев. Баныкин, В. И. Чапаев ҫинчен: калавсем; Н. Евстафьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 128 с.

Халӑх каллех шавлама пуҫларӗ, пуҫсем ҫинче туясем ҫӗкленчӗҫ:

Толпа вновь зашумела, угрожающе поднялись палки:

XVII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Ҫынсен пуҫӗсем ҫинче вӑрман пекех туясем ҫӗкленчӗҫ.

Над головами поднялся целый лес палок.

XVII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Туясем ҫӗкленчӗҫ.

Поднялись палки.

XVI // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Ту хырҫисем пӗрин хыҫҫӑн тепри, кулисӑсем пек, хӑйсен кӑвак кукрашкисемпе пӗринчен тепри ҫӳлӗрех ҫӗкленчӗҫ.

Один за другим, как кулисы, вставали хребты, подымая синие и голубые изломы, один выше другого.

Эпир килелле вӗҫетпӗр // Александр Клементьев. Тихонов Н.С. Пакистан ҫинчен: калавсем; вырӑсларан А. Клементьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 99 с.

Ыттисен те кӑмӑлӗсем ҫӗкленчӗҫ.

И у других поднялось настроение.

«Ҫамрӑк гварди» // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.

Ҫав самантра ман чӗрере те шӑп ҫавӑн пек туйӑмсемех хускалса ҫӗкленчӗҫ.

Вот такое чувство испытывал я тогда.

Новослободск вӑрманӗнче // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Чи малтан тӑшман ҫине Карпенко ушкӑнӗнчи боецсем, — малтанхи кунсенче: «Пире, партизансене, нимӗнле ҫар хӑнӑхӑвӗсен те, нимӗнле дисциплина та кирлӗ мар, комиссар таврашӗ те кирлӗ мар!» — тесе кӑшкӑраканскерсем, — атакӑна ҫӗкленчӗҫ.

Первыми поднялись бойцы группы Карпенко, тот самый народ, который кричал, что в партизанском отряде ни к чему армейские привычки, что он не желает знать комиссара.

Ҫурҫӗрелле // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Пӳрт тӑррисенчи улӑм сирӗлсе вӗҫет, ҫӑра тусан пӗлӗчӗсем тӳпене ҫити тенӗ пек ҫӗкленчӗҫ.

Солома вихрем взлетала с крыш, густые тучи пыли поднимались, кажется, до самого неба.

Тӑвӑл // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.

Темиҫе минут иртсен, германецсен легионӗсем букцинӑсем кӑшкӑртнипе ҫӗкленчӗҫ.

Спустя несколько минут букцины германских легионов затрубили зорю.

XVIII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Часах ту тӑрринче кӑвакрах пӗлӗт татӑкӗсем ҫӗкленчӗҫ; вӗсем юнашар выртакан Апеннин тӑвӗсен аяккинче сасартӑк хыпса илнӗ пушар ҫийӗнчи ҫӑмӑл тӗтӗм евӗрлӗ курӑнчӗҫ.

Вскоре на вершине горы начали появляться сероватые и беловатые тучки; они, постепенно светлея, напоминали легкие волны дыма, носящиеся над пожаром, внезапно возникшим на склонах соседних Апеннин.

XI сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Унӑн аллисем хӑвӑрттӑн ҫӗкленчӗҫ, — кирек мӗнле пулсан та, унӑн пуҫ мими вӗсене ҫӗкленме хушрӗ.

Руки у него вскинулись кверху — по крайней мере он хотел их вскинуть.

Пурнӑҫа юратни // Николай Степанов. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 5–34 с.

Аэлита чарӑнчӗ, куҫ харшисем ҫӗкленчӗҫ.

— Аэлита замолчала, брови поднялись выше.

Хао // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней