Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ват ҫыншӑн пит васкамасан та юрӗ, вӗсем вырӑн ҫине выртсан та хӑйсене пӑхакансене тарӑхтарса ҫитермесӗр вилмеҫҫӗ.
1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Клиникӑри палатӑна касаматпа танлаштарни нихӑш енчен те килӗшмелле япала мар ӗнтӗ, анчах вырӑн ҫинчен тӑрайман чирлӗ ҫыншӑн тутлӑ апат-ҫимӗҫ те ним тутисӗр пулнӑ, ҫемҫе минтер те хыттӑн туйӑннӑ.
5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Социаллӑ ӗҫчен кунӗ – ҫыншӑн тӑрӑшасси тӗп вырӑн йышӑнакан ҫӑмӑлах мар, анчах та пархатарлӑ профессие суйласа илнӗ, ырӑ кӑмӑллӑхӗпе тата кирлӗлӗхӗпе палӑрса тӑракан ҫынсене тивӗҫлипе хисепе хунине тата сумлӑн чысланине палӑртмалли паха мел.
Олег Николаев Социаллӑ ӗҫчен кунӗ ячӗпе саламлани (2022) // Олег Николаев. https://cap.ru/news/2022/06/08/oleg-niko ... jnogo-rabo
Ку йывӑҫпа стена хушши пысӑках мар, ҫавӑнпа та турат ҫинчен стена тӑррине лекмешкӗн сывӑ ҫыншӑн питех те ансат.
XX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Ҫакӑн хыҫҫӑн синкерӗн мӗн пур самантне, вӗсен кашни ҫыншӑн уйрӑм лару-тӑрӑвне сӳтсе яврӑмӑр.После того были разобраны все моменты драмы в их отдельных, для каждого лица, условиях.
XXXI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Аре-ҫке, мӗн вӑл ҫамрӑк ҫыншӑн виҫӗ-тӑватӑ ҫухрӑм ҫуран утасси!
X // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.
Ҫыншӑн хӑшӗ хаклӑрах?
Ӑҫта бюрократизм — ҫавӑнта коррупци // Николай Матросов. «Сувар», 2010.01.15, 3,4,6№
Пӑхса тарӑннӑн тишкерме тивӗҫлӗ кӳлепесемпе сӑнсем кӑларса тӑратать тепӗр чухне этемлӗх, куҫсемпе тӗпчемесен — кӑсӑклӑха лекнӗ сӑнавҫӑ ӑна тӗлӗнтерсе аптӑратакан сӑн-сӑпатра чи тӗппине ӑнкараймасть; ҫавнашкал сӑн-сӑпат, хӑйне мӑнттай кӑрккалла тытнин хӑй евӗрлӗхӗшӗн ютскер, куҫпа тишкерсе туйни-хакланин тӗшши кӗнекерен кая мар тесе питех те уҫӑмлӑн, ӗненмелле шухӑшламашкӑн хистет; пӑхас-курас пултарулӑх нумай-нумай ҫыншӑн шӑпах та — тӗпчемен чӗлхе: хайхи эсперантистсем хавхаланса та хӗрӳллӗн пире ҫавӑн пирки ҫирӗплетеҫҫӗ.
IV. Астарот // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 385–426 с.
Ӗҫрен кайнин сӑлтавӗ: телейӗме тип ҫӗр ҫинче шыраса пӑхас килет, унта, хам лайӑх чухланӑ та илтнӗ тӑрӑх, ӑслӑ ҫыншӑн ирӗк-талккӑш океанра ҫухалса ҫӳрекен машина уйрӑмӗн ансӑр анлӑшӗпе танлаштарсан чылай сарлакарах.
I. Биографи // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 385–426 с.
Мӗнех вара пире икӗ ҫыншӑн пӗр чӑх чӗппи.
IX сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Кунта ҫуралса ӳснӗ, ҫакӑнта ӗҫлесе ачисене пӑхса ҫитӗнтерекен кашни ҫыншӑн вӑл – чи юратнӑ, тӑванран та тӑван хула.
Михаил Игнатьев Шупашкар хула кунӗ ячӗпе саламлани (2017) // Михаил Игнатьев. https://cap.ru/news/2017/08/19/news-3640810
Ку уяв Тӑван ҫӗршыва юратакан, унӑн ырлӑхӗпе тӑнӑҫлӑхӗшӗн тӑрӑшакан кашни ҫыншӑн хаклӑ.Этот праздник дорог каждому, кто искренне любит Родину, трудится на благо её процветания и развития.
Михаил Игнатьев Раҫҫей кунӗпе саламлани (2017) // Михаил Игнатьев. https://cap.ru/news/2017/06/12/news-3591820
Ҫыншӑн мӗн чухлӗ ытларах тӑрӑшатӑн, вӑл саншӑн ҫавӑн чухлех ҫывӑхланса пырать.Чем больше делаешь для человека, тем ближе он делается тебе.
ХIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
— Ҫамрӑк ҫыншӑн тӑрӑшаҫҫӗ, вӗткеленеҫҫӗ, — асӑрхануллӑн сӑмах хускатрӗ карчӑк хӑйӗнпе хӑй калаҫнӑн, анчах калаҫу пуҫлас кӗрет тӗллевлӗн.
II сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Сухаллӑ Сысна вара… вӗсене вӑл халиччен апат курманла кӳпет те кӳпет: унӑн кӑкшӑмла портретӗнче куҫ шуррисемпе шӑлӗсем ҫиҫеҫҫӗ-йӑлтӑртатаҫҫӗ; кашни ӑстрӑм ҫимессерен хӗвел питтине выртать, хырӑмне ал тупанӗпе ачашшӑн-ачашшӑн сӑтӑркалать; вӑл пӗр вӗҫӗмсӗр ӗҫет те ҫиет, ӗҫет те ҫиет; сана каламаллах: ултӑ ҫыншӑн апатланать.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 375–381 с.
Тилӗ ҫӗлӗкӗллӗ ҫак ҫыншӑн вӑл пачах та ҫук тейӗн; тӑнлавӗ кӗмӗлленнӗ — ҫакӑ пӗр вӑхӑтрах сумлӑх та, чӑтӑмлӑ кӑралӑх та кӳрет — мӑн кӑмӑллӑскере сӑнанӑ май Ганэль ассӑн сывласа аллисене лаша ҫилхи ҫине кӗлӗ тунӑн хучӗ.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 345–359 с.
Кантервильте — сарлака шӑмӑллӑ хӗрарӑмсемпе сухаллӑ арҫынсем, сӑмах май каласан, куҫса килнӗ ҫынсен чатӑрӗсенче сакӑр уйӑх пурӑнса вӗсем кӑнттам якӑлтатӑвӑн кайӑкла мӗн пур ҫепӗҫлӗхне чӑтса ирттернӗ; акӑш-макӑш чипер хӗре Дэзи Крока йӗркеллӗ ҫыншӑн киревсӗр меслетпе вӑрлани шӑпах вӗсене тарӑхтарчӗ.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 339–344 с.
Арҫын ача горизонт енӗсене пӑтраштарчӗ, ҫавӑнпа та хӗвел… анӑҫран ҫӗкленчӗ, пӗртен пӗр хут — пӗр ҫыншӑн кӑна.
VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 85–91 с.
Хӗрӗн элекпе, ыйтса тӗпченипе, кӳренӳпе теветкелленсе ҫапкаланчӑк ҫыншӑн мӗншӗн муталанмалла?За что она должна возиться с бродягой, рискуя сплетнями, допросами, обидой?
VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.
Угрозыскра ӗҫлесси чекист пулнӑ ҫыншӑн та ҫӑмӑл мар ҫав.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.