Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ҫыншӑн (тĕпĕ: ҫын) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— О-у-а-аами-и-ин! — чарусӑррӑн мӗкӗрсе ячӗ хӑватлӑ сасӑпа тияккӑн (вӑл паҫӑр, Вознесенский атте сисиччен, алтарьте «турӑ юнне», Хусантан илсе килнӗ тутлӑ кагора, пӗччен вӑтӑр ҫыншӑн сыпма ӗлкӗрнӗ), Клирос ҫинче ҫынсене курӑнми тӑракан тияккӑн татах ҫӑварне карса пӑрахнӑччӗ — ӑна шикленсе ӳкнӗ понамарь алӑ тупанӗпе хупларӗ.

Помоги переводом

V // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Эпӗ ӳсӗр ҫыншӑн та, унран кулакан Акчуровшӑн та калама ҫук вӑтантӑм, ҫавӑнпа пӗр хушӑ сӑмах чӗнми пытӑм.

Помоги переводом

XII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Кашни ҫыншӑн чи пысӑк телей — «ҫӗнӗ кайӑка» алла илесси, аттепе анне ятне илтесси.

Помоги переводом

Ҫуралакансем сахал, вилекен йышлӑ // О.ФЕДОТОВА. http://kasalen.ru/2023/01/17/c%d1%83%d1% ... 88%d0%bba/

Вӑтӑр ҫула ҫитнӗ ҫыншӑн ку сӑмах ытла та чӗрене касать иккен!

Помоги переводом

Мучи // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 105–108 с.

— Ҫӗршыври пӗр чунсӑр ҫыншӑн ырӑ чӗреллисен шучӗ чакмасть.

Помоги переводом

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 78–94 с.

«Тавтапуҫ, — терӗм ӑна, — тавтапуҫ ӑс панӑшӑн, малалла палланӑ ҫыншӑн мар, тӑван арӑм ыйтсан та стартер ҫине урана пусмастӑп».

Помоги переводом

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 78–94 с.

Пӗччен ҫыншӑн яланах хуран ҫакаймӑн.

Помоги переводом

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.

— Ҫамрӑк ҫыншӑн ку питӗ мухтавлӑ! — ырласа илчӗ Кузнецов пирусне тивертнӗ май.

Помоги переводом

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ватти маларах ыйхӑран тӑни кӗҫӗн ҫыншӑн аван мар.

Помоги переводом

XVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

«Ӗҫле, ӗҫле, Уля. Ӗҫлени ҫыншӑн пулсан та, вӗренни хӑвӑншӑн», — час-часах хавхалантарать Тарье кӳршӗ хӗрне.

Помоги переводом

Сахар кӳрши // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫыншӑн мар, хӑйӗншӗн юрлать.

Помоги переводом

8. Мӗн ҫинчен юрлатӑн, Какшан? // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пӗр-пӗр каччӑшӑн ҫын айне пуласси ним те мар, вӑл уншӑн кулянма та пӗлмест, Ахтупай пек вӑй питти ҫыншӑн — намӑс.

Помоги переводом

5. Пултран-пасар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ялти нумай ҫыншӑн вӑл кун ҫапла шавлӑ пуҫланчӗ, шавлӑ пӗтрӗ.

Помоги переводом

4. Юнкӑ шывӗ — тӑрӑ шыв // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫакӑнтан тӗлӗнмелли ҫук пулӗ: ҫемье кашни ҫыншӑн чи хаклӑ пуянлӑх.

Помоги переводом

Ачасем ашшӗсене саламлаҫҫӗ // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11512-ac ... -salamlacc

Апла пулсан, ӗҫлес текен ҫыншӑн нимӗнле чӑрмав та ҫук.

Помоги переводом

"Управлени команди" III-мӗш конкурсӑн ҫӗнтерӳҫисен ячӗсене пӗлтернӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/12/16/upra ... rucisen-ya

Ҫыншӑн патак ҫиесси пулӗ вӑл.

Помоги переводом

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ку сӑмахсем малтанхи каҫшӑн, халиччен калаҫса курман, питех палласах та кайман ҫыншӑн вырӑнсӑр пулчӗҫ темелле, ҫавӑнпа та Магмет Беззубов вӗсене хирӗҫ нимӗн те тавӑрса каламарӗ.

Помоги переводом

7. Туканаш // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Эп хам икӗ ҫыншӑн авӑн ҫапма юрататӑп.

Помоги переводом

4. Урачко казакӗсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Юнкун район администрацийӗн ЗАГС пайӗнче те Раҫҫей гражданинӗсем пулса тӑнӑ виҫӗ ҫыншӑн ҫав тери пӗлтерӗшлӗ церемони иртрӗ.

Помоги переводом

Раҫҫей паспорчӗсене илчӗҫ // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11570-ra ... ene-ilch-c

Ӗҫне вӑл, чӑн та, виҫӗ ҫыншӑн туса пычӗ темелле.

Помоги переводом

Алимпи // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 33–50 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней