Поиск
Шырав ĕçĕ:
Пирӗн ӳнерҫӗсенчен (искусство ҫыннисенчен) нумайӑшӗ – пит «серьезнӑй».
Тӗнче шайӗнчи Мӗтри мучи // Юрий Яковлев. Хыпар, 1995.12.19
2018 ҫул валли ял ҫыннисенчен ик ҫӗр ытла сӗнӳ килнӗ те ӗнтӗ.На 2018 год уже поступило более 200 предложений от наших сельчан.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2019) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 17b202c0e3
Тӗслӗхрен, аслӑ ӑру ҫыннисенчен репродукци тӗллевӗсем ҫинчен ыйтмаҫҫӗ, вӑраха кайнӑ чир ҫуккисем тӗлӗшпе пулӑшу кирли пирки кӑсӑкланмаҫҫӗ.
«Манӑн килӗм - манӑн ҫӗршывӑм» // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2015.10.07, 196№
Авӑн уйӑхӗн 21-мӗшӗ тӗлне ял ҫыннисенчен пахчаҫимӗҫ туяннисен йышӗ татах хушӑннӑ.
Хӗл хырӑмӗ аслӑ. Пурте пахчаҫимӗҫ хатӗрлеҫҫӗ // Юрий СЕРГЕЕВ. «Хыпар», 2016.09.28, 153№
Ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсен, вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсен депутачӗсен тата ял старостисен кунпа пӗрлех ҫывӑх вӑхӑтрах граждансен пухӑвӗсенче ҫуркуннехи-ҫуллахи тапӑхрта пушар тухасран асӑрхаттарас, кӑнтӑрла та, каҫпа та ял ҫыннисенчен хурал тӑрассине йӗркелес, пӗвесем патне пыракан ҫулсене тирпейлӗ пӑхса тӑрас ыйтусене пӑхса тухмалла, пушара хирӗҫ кӗрешекен служба ӗҫченӗсемпе пӗрле ӗҫ коллективӗсенче, граждансем хушшинче типӗ курӑкпа ҫӳп-ҫапа ҫунтарма, кӑвайтсем чӗртме юраманни пирки калаҫусем ирттермелле, пушар хӑрушсӑрлӑхӗн йӗркине пӑхӑнманнисенчен ҫирӗп ыйтмалла, халӑха ялсене санитарипе экологи тӗлӗшӗнчен тасатса тирпей-илем кӗртмелли мероприятисене активлӑ явӑҫтармалла, апрелӗн 26-мӗшӗнчен тытӑнса майӑн 6-мӗшӗччен урамсемпе картишсене, парксене, масарсене, ҫул хӗррисене ҫӳп-ҫапран тасатас, чечексемпе йывӑҫ-тӗм лартас, Тӑван ҫӗр-шывӑн Аслӑ вӑрҫинче пуҫ хунисене асӑнса лартнӑ палӑксене, обелисксемпе стеллӑсене йӗркене кӗртес тӗллевпе вунӑ кунлӑх йӗркелемелле, ял тӑрӑхӗсен гербӗсемпе ялавӗсене хатӗрлесе йышӑнассине вӗҫлемелле.
Ялти пурнӑҫ старостӑран нумай килет // Ял пурнӑҫӗ. «Пирӗн пурнӑҫ», 2010.04.30
Паллах, ял ҫыннисенчен те сахал мар аса илӳ, сӑнӳкерчӗк пухнӑ.Безусловно, и односельчане собрали не мало воспоминаний, фотографий.
Тӗпчевӗпе музей хӑнисем паллашаҫҫӗ // Василий ЦЫФАРКИН. «Тантӑш», 2016.06.30, 25№
Хӑй вӑхӑтӗнче ял ҫыннисенчен нумайӑшӗ вӑрман пунктӗнче тӑрӑшнӑ.В своё время большинство сельских жителей трудилось в лесном пункте.
Эрешлӗ йывӑҫ - кил-ҫурт илемӗ // Хресчен сасси. «Хресчен сасси», 21(2608)№, 2016.06.02
Ҫитменнине, сӗтре ҫу, белок ытларах пулсан хушса тӳлеҫҫӗ, - вӑрттӑнлӑха уҫаҫҫӗ Никоновсем. - Ял ҫыннисенчен те хаклӑрахпа йышӑнатпӑр.
Куҫ хӑрать те, алӑ тӑвать // Лариса Никитина. «Хресчен сасси», 21(2608)№, 2016.06.02
Хресчен союзӗн чи хастар ҫыннисенчен пӗриччӗ вӑл.
Ӑнӑҫу сана, хаҫатӑм! // Вера САВЕЛЬЕВА. «Хресчен сасси», 2016.04.21, 15№
24. Иудейсем мана пилӗк хутчен хӗрӗхе пӗрре ҫитми ҫаптарчӗҫ, 25. виҫӗ хутчен мана патакпа хӗнерӗҫ, пӗрре чулпа персе пӗтерчӗҫ, виҫӗ хутчен карап путнине курмалла пултӑм, пӗр кун та пӗр каҫ кӗрлекен тинӗсре пултӑм; 26. темӗн чухлӗ ҫул ҫӳрерӗм, юханшыв хӗрринче хӑрушлӑха лекрӗм, вӑрӑ-хурахсенчен асап куртӑм, хамӑр халӑх ҫыннисенчен асап куртӑм, суя тӗнлисенчен асап куртӑм, хулара асап куртӑм, пушхирте асап куртӑм, тинӗс ҫинче асап куртӑм, суя тӑвансем хушшинче асап куртӑм; 27. эпӗ тертленсе хал пӗтиччен ӗҫлесе пурӑннӑ, тӑтӑшах ҫӗр ҫывӑрман; ӗҫмесӗр, ҫимесӗр асапланнӑ, тӑтӑшах типӗ тытнӑ, сивве те тӳснӗ, ҫарамас та юлнӑ.
2 Кор 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Верия ҫыннисем Фессалоника ҫыннисенчен уҫӑ кӑмӑллӑрах пулнӑ: ку чӑнах ҫапла-ши тесе, Ҫырури сӑмахсене куллен тишкерсе пӑхса вӗсем Турӑ сӑмахне пӗтӗм кӑмӑлтан йышӑннӑ.
Ап ӗҫс 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Ҫӳлхуҫа Ездрӑна ҫапла калать: хыпар ту Ман халӑхӑма — Эпӗ Израиле пама пулнӑ Иерусалим патшалӑхне урӑххисене парӑп, 11. Израиль ҫыннисенчен чапа туртса илӗп те вӗсем валли хатӗрленӗ ӗмӗр пурӑнмалли ҫуртсене урӑххисене парӑп.
3 Езд 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Маларах иудейсем ҫӗмӗрсе тӑкнӑ Тимофей ӗнтӗ ют ҫӗршыв ҫыннисенчен шутсӑр йышлӑ ҫар пухнӑ, Азири юланутҫӑсене те сахал мар пуҫтарнӑ, вара Иудейӑна ҫитнӗ — ӑна ярса илесшӗн пулнӑ.
2 Мак 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Ют халӑх ҫыннисенчен чӗрӗ юлнисем Лисий патне пынӑ та мӗн пулса иртни ҫинчен пӗтӗмпех каласа кӑтартнӑ.26. Уцелевшие же из иноплеменников пришли к Лисию и возвестили о всем случившемся.
1 Мак 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Израиль ҫыннисенчен нумайӑшӗ вӗсем ҫумне хутшӑннӑ; Маттафийӑпа унӑн ывӑлӗсем вара хӑйсен тӗнӗнчен чакман.16. И многие из Израиля пристали к ним; а Маттафия и сыновья его устояли.
1 Мак 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
43. Израиль ҫыннисенчен нумайӑшӗ вара патша сӗннӗ суя тӗне йышӑннӑ, йӗрӗхсене пуҫҫапса чӳк тума пуҫланӑ, шӑматкуна ирсӗрленӗ.43. И многие из Израиля приняли идолослужение его и принесли жертвы идолам, и осквернили субботу.
1 Мак 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Израиль килӗн ҫыннисенчен е ютран килсе вӗсем хушшинче пурӑнакансенчен кам та кам Манран уйрӑлсассӑн, хӑйсен чӗрине йӗрӗхӗсене кӗртсессӗн, илӗртсе ҫылӑха кӗртекене хӑйсен умне лартсассӑн, кайран пророк патне пырса ун урлӑ Манран ыйтасшӑн пулсассӑн, Эпӗ, Турӑ, ӑна Хам ятӑмран хурав парӑп-и?
Иез 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Вӗсен умӗнче Израиль халӑхӗн аслӑ ҫыннисенчен ҫитмӗл ҫынни тӑрать, Сафан ывӑлӗ Иезания та вӗсен хушшинчехчӗ; кашнийӗ хӑйӗн тӗтӗркӗчне тытнӑ, ырӑ шӑршӑллӑ тӗтӗм ҫӑра пӗлӗт пек ҫӳлелле хӑпарать.
Иез 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Ҫав ҫӗрӗн чаплӑ ҫыннисенчен патшана лартма юрӑхли пӗр никам та юлмӗ, улпучӗсем те ниме тӑман ҫынсем пулса кайӗҫ.
Ис 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Ҫӳлхуҫа Исаийӑна каланӑ: эсӗ хӑвӑн Шеар-ясув ывӑлупа пӗрле Тури пӗве патне, шыв ҫулӗ пуҫланакан тӗле, пир-авӑр шуратмалли хир енне каякан ҫул ҫине, Ахаза хирӗҫ тух, 4. ӑна ҫапла кала: сӑнасах тӑр, лӑпкӑ пул; ан хӑра, ҫак йӑсӑрланакан икӗ вутпуҫҫирен — Рецинпа Сири ҫыннисенчен тата Ремалия ывӑлӗнчен, — вӗсен хӗрсе кайнӑ ҫиллинчен санӑн чӗру ан шиклентӗр.
Ис 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.