Поиск
Шырав ĕçĕ:
17. Азария — Иудея патши — вӑтӑр тӑххӑрмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне Израиль патшине Менаим, Гадий ывӑлӗ, ларнӑ, вӑл Самарире вунӑ ҫул хушши патша пулнӑ; 18. вӑл Ҫӳлхуҫана юрӑхсӑр ӗҫсем туса пурӑннӑ: Израиле ҫылӑха кӗртнӗ Иеровоамӑн, Нават ывӑлӗн, ҫылӑхӗсенчен ӗмӗрӗ тӑршшӗпе те хӑпайман.
4 Пат 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Хӑйӗн ашшӗсем пекех, Ҫӳлхуҫана юрӑхсӑр ӗҫсем тунӑ вӑл: Израиле ҫылӑха кӗртнӗ Иеровоамӑн, Нават ывӑлӗн, ҫылӑхӗсенчен хӑпман.
4 Пат 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Амасия — Иоас ывӑлӗ, Иудея патши — вунпиллӗкмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне Самарире Израиль патшине Иеровоам, Иоас ывӑлӗ, ларнӑ, вӑл хӗрӗх пӗр ҫул хушши патша пулнӑ, 24. вӑл Ҫӳлхуҫана юрӑхсӑр ӗҫсем тунӑ: Израиле ҫылӑха кӗртнӗ Иеровоамӑн, Нават ывӑлӗн, ҫылӑхӗсенчен хӑпман.
4 Пат 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Иоас — Иудея патши — вӑтӑр ҫиччӗмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне Иоас, Иоахаз ывӑлӗ, Самарире Израиль патшине ларнӑ, вӑл вунултӑ ҫул патша пулнӑ, 11. вӑл Ҫӳлхуҫана юрӑхсӑр ӗҫсем тунӑ; Израиле ҫылӑха кӗртнӗ Иеровоамӑн, Нават ывӑлӗн, ҫылӑхӗсенчен хӑпман, ҫавсемпех чӑлханса пурӑннӑ.
4 Пат 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Анчах та Израиле ҫылӑха кӗртнӗ Иеровоам килӗн ҫылӑхӗсенчен хӑпайман; ҫылӑхсемпех ҫырлахса пурӑннӑ, Самарире вара чӳк юманлӑхӗ те пулнӑ.
4 Пат 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Иоас — Охозия ывӑлӗ, Иудея патши — ҫирӗм виҫҫӗмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне Иоахаз, Ииуй ывӑлӗ, Самарире Израиль патшине ларнӑ, вӑл вунҫичӗ ҫул патша пулнӑ, 2. вӑл Ҫӳлхуҫана юрӑхсӑр ӗҫсем тунӑ, Израиле ҫылӑха кӗртнӗ Иеровоамӑн, Нават ывӑлӗн, ҫылӑхӗсенчен хӑпман, вӗсенчен пӑрӑнман.
4 Пат 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӑл Израиле ҫылӑха кӗртнӗ Иеровоам ҫылӑхӗсенчен пӑрӑнман.Он не отступал от грехов Иеровоама, который ввел Израиля в грех.
4 Пат 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Анчах Ииуй та Израиле ҫылӑха кӗртнӗ Иеровоамӑн, Нават ывӑлӗн, ҫылӑхӗсенчен хӑпман — Вефильри тата Данри ылтӑн пӑрусенчен ютшӑнман.
4 Пат 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
34. Ҫакӑ сирӗншӗн ӗмӗрлӗхе хунӑ йӗрке пултӑр: Израиль ывӑлӗсене мӗнпур ҫылӑхӗсенчен ҫулталӑкра пӗрре тасатмалла, тенӗ.
Лев 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Унӑн парни пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли шултӑра выльӑх пулсассӑн, айӑпсӑр ар выльӑх кӳтӗр; Ҫӳлхуҫа умӗнче ырӑлӑх тупмашкӑн вӑл ӑна пуху чатӑрӗн алӑкӗ умне ҫавӑтса пытӑр; 4. хӑйӗн аллине пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли выльӑх пуҫӗ ҫине хутӑр — вара вӑл ҫылӑхӗсенчен тасалмашкӑн ырӑлӑх илӗ; 5. унтан пӑрӑвне Ҫӳлхуҫа умӗнче пустӑр; Аарон ывӑлӗсем, священниксем, унӑн юнне илсе пыччӑр та пуху чатӑрне кӗрекен ҫӗрте ларакан парне вырӑнӗ ҫине пур енчен те сирпӗтсе тухчӑр; 6. ун хыҫҫӑн пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парне выльӑхӗн тирне сӳсе илтӗр те ӑна пайӑн-пайӑн касса ваклатӑр; 7. Аарон ывӑлӗсем, священниксем, парне вырӑнӗ ҫинче вут-ҫулӑм чӗртсе, ун ҫине вутӑ купаласа хуччӑр; 8. Аарон ывӑлӗсем, священниксем, парне вырӑнӗ ҫинчи вут-ҫулӑм ҫине купаланӑ вутӑ ҫийӗн парне пайӗсене, пуҫне, ӑш ҫӑвне сарса хуччӑр; 9. парне выльӑхӗн ӑш-чиккине, урисене вӑл шывпа ҫуса тасаттӑр, священник вара пурне те парне вырӑнӗ ҫинче ҫунтарса ятӑр: ҫакӑ — пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳнӗ парне, унӑн ырӑ шӑрши Ҫӳлхуҫана кӑмӑллӑ пулӗ.
Лев 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1
- 2