Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ҫывӑраҫҫӗ (тĕпĕ: ҫывӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫакӑнта лав патӗнче тӑр е луччӗ ун ҫине вырт: сана никам та курас ҫук, пурте ҫывӑраҫҫӗ эп халех килетӗп».

Стой здесь, возле воза, или, лучше, ложись на него: тебя никто не увидит, все спят; я сейчас ворочусь.

V // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.

Урапасем ҫывӑхӗнче, урапасем айӗнче тата урапасенчен нумай аякра курӑк ҫинче пур ҫӗрте запорожецсем выртаҫҫӗ, вӗсем пурте илемлӗ ҫывӑраҫҫӗ: пӗрисем пуҫ айне ҫапнӑ кӗлте, тӗприсем ҫӗлӗк хунӑ, тӗприсем пуҫӗсене юлташӗсен айӑк пӗрчи ҫине хунӑ.

Возле телег, под телегами и подале от телег — везде были видны разметавшиеся на траве запорожцы; все они спали в картинных положениях: кто подмостив себе под голову куль, кто шапку, кто употребивши просто бок своего товарища.

V // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.

Мӗнпур кӗтессенче выртакан ҫынсем харлаттарса тата сӑмсапа юрланӑ пек шӑхӑрса ҫывӑраҫҫӗ; пуринчен малтан сторож ҫывӑрса кайрӗ, мӗншӗн тесен пан ывӑлӗсем килнӗ ятпа вӑл пуринчен ытла ӗҫсе тултарчӗ.

Все, что ни лежало в разных его углах, захрапело и запело; прежде всего заснул сторож, потому что более всех напился для приезда паничей.

I // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.

Паян эп урайӗнче ракшас виллине тупрӑм, унӑн вырӑнӗ ҫинче темӗнле ырӑ кӑмӑллӑ виҫӗ ҫамрӑк канлӗ ыйхӑпа ҫывӑраҫҫӗ, — тесе пӗлтернӗ вӑл патшана.

Сегодня я нашел ракшаса мертвым, на полу; а на его ложе спокойным сном почивают какие-то трое благородных юношей.

Пӗр патша ывӑлӗпе патша хӗрӗ Гуландаз ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.

Юрать-ха, манӑн туссем тутлӑ ыйхӑпа ҫывӑраҫҫӗ, вӗсем вӑраниччен сана хамах ҫисе ярам.

Хорошо, что друзья мои спят крепким сном, — я тебя быстренько сам съем.

Пӗр патша ывӑлӗпе патша хӗрӗ Гуландаз ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.

Пурне те вӗсем нимӗн шутламасӑр тӑваҫҫӗ — ӗҫме-ҫимесене нимӗн усӑсӑр пӗтереҫҫӗ, хуралта тӑнӑ чухне ҫывӑраҫҫӗ тата ытти те.

Все делали они спустя рукава, истребляли без всякого толка провизию, засыпали, стоя на часах, и так далее.

XXXI сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.

Мана пӗри ҫеҫ паллӑ: вӗсем нимӗнле хуралсӑрах ҫывӑраҫҫӗ.

Одно мне было ясно: они спят без всякой охраны.

XXVII сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.

«Комсомолецсем тайгара, палаткӑсенче, ҫывӑраҫҫӗ, эсир вара субботникре те ытлашши кирпӗч ҫӗклесшӗн мар».

«Комсомольцы в тайге, в палатках спят, а вы на субботнике работаете, будто боитесь лишний кирпич поднять».

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.

Чапаевецсем ҫӗр урайне сарнӑ шинельсем ҫине йӑванса кайса ҫывӑраҫҫӗ.

На разостланных по земляному полу шинелях спали вповалку чапаевцы.

Стёпка // Николай Евстафьев. Баныкин, В. И. Чапаев ҫинчен: калавсем; Н. Евстафьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 128 с.

Ватӑ ҫынсем вӗсем пурте сахал ҫывӑраҫҫӗ.

Бабушки вообще все мало спят.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Гавриил Байдеряков. Тайц Я.М. Тупни: повесть. Вырӑсларан Г. Байдеряков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 88 с.

Вань Цзя кайса Го Цюань-хайӑн сапланӑ тумтирӗсене те илсе килчӗ, лешсем ҫаплах ҫывӑраҫҫӗ.

Вань Цзя успел сходить и принести заштопанную одежду Го Цюань-хая, а они все еще спали.

IV // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Чӑн та, пурте ҫывӑраҫҫӗ.

Да, действительно, спят.

I // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Кӑнтӑрла вӗсем хӗвел питтинче выляҫҫӗ, каҫпала вара пуҫӗсене пӗр-пӗрин ҫумне хурса ҫывӑраҫҫӗ.

Днём они играют на солнце, а ночью спят, положив головы друг на друга.

Лео-кассир // Куҫма Чулкаҫ. Дуров В.Л. Манӑн кайӑксем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 152 с.

Пурте ҫывӑраҫҫӗ, манпа юнашар анне ларать, мана вӑл пуҫран ачашлать.

Все спят, а рядом со мной сидит мама и гладит меня по голове.

10. Юханшыв ҫинче // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Ачасем шӑрпӑкпа «очколла» выляҫҫӗ, ваттисем ҫывӑраҫҫӗ.

Ребята играют в «очко» на спички, а старики уже спят.

2. Сехӗрленес теместӗп // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Вӗсем вилнӗ пек ҫывӑраҫҫӗ.

Они спят, как мертвые!

Крокодилсем патӗнче хӑнара пулни // Александр Клементьев. Тихонов Н.С. Пакистан ҫинчен: калавсем; вырӑсларан А. Клементьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 99 с.

Крокодилсене нимӗн те кирлӗ мар, вӗсем ҫывӑраҫҫӗ.

Крокодилы спят.

Крокодилсем патӗнче хӑнара пулни // Александр Клементьев. Тихонов Н.С. Пакистан ҫинчен: калавсем; вырӑсларан А. Клементьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 99 с.

Хӑйсем ҫывӑраҫҫӗ, хутран-ситрен ҫеҫ куҫӗсене уҫса стена ҫумӗнчи ҫынсем ҫине юлхавлӑн пӑхса илеҫҫӗ.

Они спят и только иногда, чуть приоткрыв глаз, смотрят лениво на людей, облепивших стенку.

Крокодилсем патӗнче хӑнара пулни // Александр Клементьев. Тихонов Н.С. Пакистан ҫинчен: калавсем; вырӑсларан А. Клементьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 99 с.

Ҫумӑр вӑхӑтӗнче улӑм витнӗ пӳрт ҫийӗсенчен шыв каять те урай варринче шыв кӳлленсе тӑракан пулать, ҫыннисем ҫав шыв ҫинчех ҫывӑраҫҫӗ.

В дождливый период крыши — соломенные накаты — протекают; тогда в жилищах на полу стоит вода, стоит день и ночь, и люди ложатся спать в воду.

Лахорти рабочисен кварталӗнче // Александр Клементьев. Тихонов Н.С. Пакистан ҫинчен: калавсем; вырӑсларан А. Клементьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 99 с.

Вӗсем кашни каҫах ҫӗр ҫинче ним сармасӑр ҫывӑраҫҫӗ.

Они спят каждую ночь на голой земле.

Ҫӗрле Лахор хулине пырса кӗни // Александр Клементьев. Тихонов Н.С. Пакистан ҫинчен: калавсем; вырӑсларан А. Клементьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 99 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней