Поиск
Шырав ĕçĕ:
Унччен те пулмарӗ, таҫтан хаяматран карчӑк сиксе тухрӗ, аманнӑ кайӑка тытрӗ те уласа макӑрса ячӗ, хӑй патнелле ҫывхаракан юланутҫа хирӗҫ чупрӗ.
II // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 90–106 стр.
Хӑвӑрт ҫывхаракан хӗр ҫине вӑл ӑшне кӑштах вӑркатмасӑр пӑхма пултараймарӗ:Он смотрел на быстро приближавшуюся девушку не без некоторой внутренней тревоги:
XXIV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Казаксене вӑл хӑйсем патнелле чупса ҫывхаракан Макара хирӗҫ тӑма тӗрте-тӗрте кӑларать, Демид Молчуна аллисенчен ҫатӑрласа тытнӑ та, ун ҫине хаяррӑн пӑхса: «Казак пулатӑн-и вара эсӗ?.. Хӑраса ӳкрӗн пулать?!» — тет.
35-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
— Каялла ҫаврӑн, ырра мар ку, Нагульнов юлташ! — кӑшкӑрса ячӗ хапха патне ҫывхаракан Щукарь мучи.
32-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Ноябрь уйӑхӗнче юр ҫума, сивӗтме пуҫлать, кӑшарни тӗлне ҫав тери хаярланса ҫитет, хресчен вара минутлӑха пӳртрен тухать те тем тесен те сухалне паспа шуратса каялла кӗрет; февральте вара ҫывхаракан ҫуркуннен ҫемҫе шӑршине сисӗмлӗ сӑмса туйма пуҫлать.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Аллӑ ҫула ҫывхаракан ҫын икӗ ҫул хушшинче вӗренӳре палӑрмалла ҫитӗнӳсем тунӑ.
Вунпӗрмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Алексейпа Оля халӗ ҫав хӑйсем патнелле ҫывхаракан лодка ҫине кӑмӑлсӑр пулса пӑхрӗҫ, анчах та, ҫав лодка вӗсене валли мӗнле хыпар илсе пынине пӗлнӗ пекех, вӗсем темшӗн ӑна хирӗҫ утрӗҫ.
10 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Исправникӗ, пӗр аллӑ ҫулхи ҫӳллӗ те хулӑн ҫын, хӗп-хӗрлӗ питлӗ, мӑйӑхлӑскер, хӑйсем патне ҫывхаракан Дубровские курса хӑртлатса илчӗ те, хӑйӑлтата пуҫланӑ сассипе кӑшкӑрса ячӗ.
V сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Хӗҫтимӗр витнӗ пилӗк стеналлӑ пысӑк ҫуртӑн картишӗнче, тӑрӑ айӗнчи верстак умӗнче, аллӑсенелле ҫывхаракан ҫӳллӗ арҫын тупӑк хӑми саваласа тӑнӑ.
Старикпе хӗр тата хӗвел // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 59–64 стр.
Хӑй аллине вӑл хут ҫӗленӗн кантрипе илнӗ те, пӗр коридорӗ тӑрӑх хыпашласа, тӑватӑ уран упаленсе аялалла анма пуҫланӑ, хӑйне хырӑм выҫҫнйӗ тата ҫывхаракан вилӗм ҫинчен шухӑшлани аптӑратса ҫитернӗ.
31-мӗш сыпӑк. Тупӑннӑ та каллех ҫухалнӑ // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Эпӗ 10-мӗш класра чухне ҫирӗме ҫывхаракан Трофим Бычков «С-4» комбайна вырмана епле типтерлӗн юсаса хатӗрлени халӗ те куҫ умӗнче.
Пурччӗ тимӗрҫӗ лаҫҫи... // Александр Мокин. «Хресчен сасси», 5(2643)№, 2017.02.09
Халӑха ӗҫпе тивӗҫтерекен центр специалисчӗсем пулӑшнипе ҫулталӑк пуҫланнӑранпа пенси ҫулне ҫывхаракан 2 ҫынна тата 1 инвалид ҫынна, ятарлӑ професси пӗлӗвӗ илнӗ ҫамрӑка вӑхӑтлӑх ӗҫе вырнаҫтарнӑ.
Ӳркенмен ҫын валли ӗҫ тупӑнать // Елчӗк Ен. «Елчӗк Ен», 2016.06.25
– Ку ҫурт хуҫи эпӗ! Сӗмсӗрсем, намӑссӑрсем, мӗнле лекнӗ эсир кунта! – тимӗр туйипе урайне шаклаттарчӗ утмӑлалла ҫывхаракан арҫын.
Аманнӑ чӗресем // Сувар. «Сувар», 22(700)№, 2007.06.01
70 ҫула ҫывхаракан хӗрарӑм нумай ҫул воспитательте ӗҫленӗ.Приближающаяся к 70 годам женщина много лет работала воспитателем.
Людмила ШИКАРЕВА: Кӗнеке вулас юхӑм тепӗр хут вӑй илессӗн туйӑнать // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№
Куҫаҫҫех теме иртерех-тӗр, анчах Патшалӑх Канашӗн депутачӗсемшӗн сасӑламалли кунччен вӑхӑт тата ҫур ҫул ытла пулин те ҫывхаракан суйлав сенсацисем кӳме пуҫларӗ теме юрать.
«Эсерсем» «ЕдРона» куçаççĕ // Николай Коновалов. «Хыпар», 2016, нарӑс, 26; 26№