Поиск
Шырав ĕçĕ:
Калама ҫук вӑйлӑ ӗмӗт ҫуралать унӑн чӗринче: кунта та фронтри пек паттӑр ӗҫ тӑвас килет ун.Возникало страстное желание свершить подвиг, равный тому, который уже свершил на фронте.
IX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Патша ачи ҫуралать те, тӳрех паллӑпа ҫӳрет.
«Ух!» // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.
Капла вара туйӑмӗсем те, энергийӗ те вӑхӑтсӑр, вырӑнсӑр ҫӗрте ҫуралать, — ҫакӑ вӑл, паллах, ҫынна сиен кӳнисӗр пуҫне урӑх нимӗн те кӳмест.
XXIII // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.
Кивӗ Василиса пурччӗ, халӗ ҫӗнӗ Василиса ҫуралчӗ: ҫамрӑкки ҫуралать, ватти ҫул парать — закон!
XV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Хӗвелтухӑҫӗ хӗрелмен-ха, тӳпене те тӗксӗм ҫутӑ сӑн ӳкмен; ҫӗрлехи пекех, ҫӑлтӑрсем йӑлтӑртатаҫҫӗ-ха, ирхи сывлӑм ҫӗре тӗксӗм кӑвак тӗтре евӗр хупласа илнӗ — ҫул хӗрринчи курӑкпа хупах ҫулҫи тата тӗмесем ҫуттӑн ялтӑртатмаҫҫӗ, мӗлке пек тӗксӗмӗн курӑнаҫҫӗ; автансем те халь анчах ӑмӑртса авӑтма пуҫларӗҫ-ха; теплерен пӗр-пӗр ҫуртӑн мӑрйинче кӑна тӗтӗм мӑкӑрланать-ха, кил хуҫи хӗрарӑмӗ кӑмака умӗнче хӗвӗшет, пӗр сӑмахпа каласан, кун аран ҫеҫ ҫуралать пулсан та, Рощенски урамӗнче ӗнтӗ тачанка урӑм-сурӑм кӗмсӗртеттерет.
VII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
— Эпӗ сана пӗр истори каласа парам: Пӗр ҫемьере ача ҫуралать те, пурте калама ҫук хӗпӗртесе ӳкеҫҫӗ.— Я расскажу тебе историю: в одной семье родился мальчик, и радость всех была неописуема.
Шухӑшне калани // Хӗветӗр Уяр. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 112–113 стр.
Ҫапла ҫуралать ҫав хӑрушӑ выльӑх, ӑна ухмахла ятпа «Мов», — кӗтӳ, ушкӑн, тесе чӗнеҫҫӗ.Так рождается страшное животное, которое носит тупое имя «Mob» - толпа.
«Мов» // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 684–692 стр.
Юратнӑ вӑл шурӑ питлӗ, хура куҫлӑ, хӗрлӗ туталлӑ хеттей хӗрӗсене ялт-ҫутӑ та самантрах хыпса ялкӑшакан илемӗшӗн, — ҫак илем, нарцисс чечекӗ пек, питӗ ир хӳхӗммӗн ҫуралать те ҫавнашкалах хӑвӑрттӑн шанса сӳнет; пӗтреке хытӑ ҫӳҫлӗ, ал тунисене чӑнкӑрти ылттӑн сулӑсем, хулпуҫҫийӗсене ылттӑн кӑшӑлсем, ура пакӑлчакӗсене, пӗр-пӗринпе ҫинҫе вӑчӑра вӗҫҫӗн ҫыхӑнтарса, сарлака браслетсем тӑхӑннӑ, кӗре, ҫӳллӗ, вӗри филистим пикисене; ҫепӗҫ, пӗчӗк, пиҫӗ, ним ӳпкевсӗр амморей хӗрупраҫӗсене, — юратури шанӑҫлӑхпа пӑхӑнулӑхӗ вӗсен каларӑшсене кӗрсе юлнӑ; хӑйсен куҫӗсене сӑрсемпе вӑрӑмлатакан та ҫамкипе питҫӑмартасем ҫине кӑвак ҫӑлтӑрсем шӑтӑклакан Ассири хӗрарӑмӗсене; Сидонӑн лайӑх юрлама, ташлама, ҫаплах хӑнкӑрмаллӑ параппан аккомпанеменчӗ майӑн арфӑпа, лютньӑпа тата флейтӑпа выляма пултаракан, пӗлӳ илнӗ, хаваслӑ та ҫивӗч ӑслӑ хӗрӗсене; юратура ывӑнма пӗлмен те ухмаха тухсах кӗвӗҫекен сарӑ ӳтлӗ египтянкӑсене; хӗрӳлӗх тути-масине пит лайӑх чухлакан вавилонянкӑсене, — тум айӗнчи ӳчӗ вӗсен мрамор пекех яп-яка, мӗншӗн тесен вӗсем ун ҫинчи ҫӑм пӗрчисене хӑйне уйрӑм пастӑпа пӗтерсе тӑраҫҫӗ; ҫӳҫӗсемпе чӗрнисене вут пек хӗрлӗ сӑрлакан та шальварпа ҫӳрекен Бактри пикисене; чӗмсӗр, вӑтанкӑҫ маовитянкӑсене, — вӗсен тулли кӑкӑрӗсем ҫуллахи чи шӑрӑх каҫ та сулхӑн; вутла ҫунса тӑракан ҫӳҫлӗ, тӗттӗмре ҫутатакан ҫав тери шурӑ ӳтлӗ тимсӗртерех те перекетсӗртерех аммонитянкӑсене; йӗтӗн ҫӳҫлӗ, сенкер куҫлӑ, ӳт-тирӗнчен ачашлӑх шӑрши ҫапса тӑракан черченкӗ хӗрарӑмсене, — вӗсене Баальбек урлӑ ҫурҫӗртен турттара-турттара килнӗ, чӗлхине те вӗсенне Палестинӑра пурӑнакансенчен никам ӑнланакан пулман.
II сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Обломов ӳркевлен, шухӑшламасӑр, тӗлӗкри пек, кил хуҫи арӑмӗ ҫине пӑхать, ун асӗнче таҫта курнӑ, палланӑ сӑнар ҫуралать.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Пӗри вилет, тепри ҫуралать, виҫҫӗмӗшӗ авланать, эпир акӑ ватӑлсах пыратпӑр: ҫулталӑкпа ҫулталӑк хушши мар, кунпа кун хушши те пӗр пек пурӑнаймастпӑр!
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Усал япала усаллинех ҫуратать, чӑн лирваи асапланса курни тепӗрне асаплантарнинче мӗнле савӑнӑҫ пуррине ӑнланма пулӑшать; усал ӗҫ тӑвас шухӑш ҫын пуҫне ахальтенех пырса кӗме пултараймасть, унпа пурнӑҫра усӑ курас тенипе кӑна пулать вӑл; шухӑшсем вӗсем — пурнӑҫран килнӗ япаласем тенӗ тахӑшӗ: вӗсем ҫурални вӗсене форма парать, ҫав форма вара ӗҫе кӗресси пулса тӑрать; кам пуҫӗнче ытларах шухӑш ҫуралать, ҫавӑн ӗҫӗ те ыттисенчен ытларах пулать; ҫакна пула чиновник сӗтелӗ ҫумне сӑнчӑрланнӑ гени вилет-и е ухмаха тухать-и, ҫавӑн пекех акӑ маттур та тулли вӑй-хӑватлӑ этем, пӗр май лӑпкӑн пурӑнса, шалкӑм ҫапнипе вилсе каять.
Июнӗн 3-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Халӗ вара ир тӑратӑп та — санӑн ирхи шурӑмпуҫ пек хитре куҫусем ман умра: вара кунӗпех вӗҫсе ҫӳрес хӑват ҫуралать, пӗр саншӑн ӗҫлес, пӗр саншӑн пурӑнас туйӑм ярса илет…
Тӑваттӑмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив
1941 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пуҫланнӑ кун, чӑваш ҫемйинче ывӑл ҫуралать.
Йӑх тымарӗ ҫирӗп-ха // Хыпар. «Хыпар», 2017.11.20
Куҫ умӗнчех искусство ҫуралать.
Йӑх тымарӗ ҫирӗп-ха // Хыпар. «Хыпар», 2017.11.20
Ҫамрӑк ҫын ҫапла чунсӑрла ӗҫ тӑвать-тӑк, ӑна тӗрӗс воспитани парса ҫитӗнтермен теме пулать, ку аслӑ ҫулсенчи ҫын-тӑк - вӑл хӑйӗн ачисене мӗнле ҫын пулма вӗрентет-ши текен ыйту ҫуралать.
Чунсӑр этем кӑна ҫутҫанталӑка сиен кӳрет // Н.Петрова. Пирӗн пурнӑҫ, 2019.05.17
Произведение вуласа тухнӑ хыҫҫӑн хамӑрӑн та йывӑҫ-курӑк лартас килсе каять, садсем ӗрчетес кӑмӑл ҫуралать.
1962 ҫулхи чӑваш литератури. Прозӑ // Г. Я. Хлебников. «Вопросы чувашского языкознания и литературоведения». Ученые записки, выпуск XXVI, Чебоксары — 1963. 206–226 стр.
Ҫакӑнтан урокрах чӑвашларан вырӑсла шухӑшлав ҫине куҫни те ҫуралать.От этого уже на уроке рождается переход мышления с чувашского на русский.
Чӗлхе Туррин хӳхлевӗ // Сувар. Сувар, 2017.05.12
Пӗр-пӗр ҫын хирӗҫ пӑхса йӑл кулсан тӳрех ыйту ҫуралать: «Эпир пӗр-пӗрне паллатпӑр-им?».
Ӑмӑр сӑн-пит наци палли-ши? // Елена ФЕДОРОВА. «Канаш», 21(1370)№, 2016.05.27
Павлӑ районӗнче вырнаҫнӑ Васькино-Туйраллӑ ялӗнче 55 ҫулти Кирле мучипе 52 ҫулти Аниҫка инкен 1919 ҫулта чӳк уйӑхӗн 23-мӗшӗнче 10-мӗш ача ҫуралать.
Манӑҫми ырӑ ӗҫсем // Сувар. «Сувар», 25(703)№, 2007.06.22
Вӗсен тӑватӑ ывӑл ҫуралать: Владимир (1953 ҫ.), Валерий (1955), Александр (1959), Юрий (1964).
Аппӑшне качча илсе йӑмӑкӗпе ӗмӗрне ирттернӗ // ФАДЕЙ КОНСТАНТИНОВ. «Тӑван Ен», 51-52№, 2016.07.08-17