Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ҫума (тĕпĕ: ҫум) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ан сӗртӗн мӑн ҫума!

Не прикасайся ко мне!

II. Ухмахла ӗҫе пӗрремӗш хут йӗрлени // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Сирӗн, есаул господин, ҫакна эпӗ приказпа хушатӑп, Миллеровӑра вырнаҫнӑ полка кӗтмен ҫӗртен пырса тапӑнмалла, йӗркеленме памалла мар, ӑна тӳрех аркатса тӑкмалла, хӗҫ-пӑшалсӑрлатмалла, унӑн вӑрҫӑ хатӗрӗсене туртса илмелле, полкран хӑвӑр ҫума хутшӑнакан хӗрлӗармеецсене илсе, машинӑсем ҫине ларса, Ростов еннелле каймалла.

Вам необходимо, я приказываю это, господин есаул, застать врасплох и не дать развернуться полку, который дислоцирован в городе Миллерово, разбить его с ходу, обезоружить, захватить имеющиеся у него огневые средства и тех красноармейцев из полка, кто пристанет к вам, и вместе, на машинах, двигаться в направлении Ростова.

XXVIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ватлӑх чирӗпе аптранӑ чухне мана ӗне сума, апат-ҫимӗҫ пӗҫерме, сан кӗпе-йӗмне ҫума, пахча-ҫимӗҫ лартса ӳстерме, хуҫалӑхри пӗтӗм ӗҫе тума йывӑр-ҫке…

Тяжело же мне при моих старушечьих хворостях и корову доить, и стряпаться, и обстирывать тебя, и огород управлять, и все по хозяйству делать…

XXVII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Эпӗ тӑтӑм та пӗве хӗрне пит ҫума кайрӑм.

Я встала и пошла умываться к пруду.

XXV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Пит ҫума каятӑн-и, Ҫема?

— Пойдешь умываться, Сема?

XXV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Малтан пылчӑкра йӑвалантартӑн та кайран ҫума пуҫларӑн апла? — ыйтрӗ Разметнов.

— Начал за упокой, а кончил за здравие? — спросил Размётнов.

XXII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ҫумӑр ҫума тытӑнсан, вара?!

А если дождь пойдет?!

XIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ҫук, савнӑ Варюха-горюха, ку тельняшкӑ хӑй службин срокне пӗтерчӗ ӗнтӗ, ӑна Кудрияновнӑна, будкӑра урай ҫума парас пулать.

Нет, милая Варюха-горюха, этой тельняшке вышел срок службы, на тряпки ее Куприяновне, полы в будке мыть.

VII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

«Мӗн туртать сана ман ҫума, мӗне кирлӗ эсӗ мана, савнӑ хӗрӗм?

«Каким тебя ветром ко мне несет и на что ты мне нужна, милая девчонушка?

VI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Вӑл ӳсет, сарӑлать, ҫур тӳпене йышӑнать, — унӑн тӗксӗм ҫунат айӗсем, усала систерсе, шурала-шурала каяҫҫӗ, — унтан вӑл аннӑҫем анать, унӑн аялти шӑла пир пек витер курӑнакан лапка-лапка ҫупкӑмӗсем ҫеҫен хирти тӗме ҫинче ларакан ҫил арманӗ тӑррине лекеҫҫӗ; таҫта ҫӳлте илтӗни-илтӗнми лӑпкӑ аслати хӑлтӑртатса иртет те ырӑ, сиплӗ ҫумӑр ҫума пуҫлать.

Она росла, ширилась, занимая полнеба, — зловеще белели ее темные подкрылки, — а потом снижалась так, что прозрачные, как кисея, нижние хлопья ее цеплялись за крышу стоявшей в степи, на кургане, ветряной мельницы; где-то высоко и добродушно, еле слышной октавой разговаривал гром и спускался благодатный дождь.

IV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Чашкӑрасса вӑл кӗвӗҫнипе чашкӑрать, мана сан ҫума хушать, шатра питлӗ савниҫӗм! — каллех шӳтлесе илнӗ Лушка.

А шипела она из ревности, ко мне тебя ревнует, мой щербатенький! — снова отшутилась Лушка.

III сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ара мӗн эсӗ ман ҫума ҫулӑхатӑн-ха, Ҫемен?

Да что ты ко мне пристаешь, Семен?

37-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ну, халӗ ӗнтӗ ҫывӑрах, ман ҫума ан ҫулӑх!

Ну, а зараз спи и не лезь ко мне!

36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ҫав ухмахла ят вара ман ҫума яланлӑхах ҫыпҫӑнса юлчӗ…

Присохла на мне глупая эта кличка…

31-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Вӗсен матросӗсем хӑшпӗр чухне хупахсенче пирӗн ҫума ҫулӑхкалатчӗҫ, кӗҫ мӗн те пулин пулсанах — боксла чышкалама пӑхатчӗҫ.

Ихние матросы в кабаках, бывало, нас затрагивают и чуть чего — боксом бьют.

27-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Эпӗ хама хам тем туса пӑрахӑттӑм, эсӗ пур уйрӑлса кайнӑ арӑм пирки ман ҫума ҫулӑхатӑн…

Мне самому до себя, а ты ко мне с предбывшей женой…

26-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Мӗн вара эсӗ ман ҫума куршанак пекех ҫыпҫӑнатӑн?

Да что ты ко мне привязался, как репей?

26-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Эпӗ сирӗншӗн ҫунса ҫӳретӗп е сирӗн ҫума ҫулӑхса пурӑнасшӑн тесе ан шухӑшлӑр эсир.

— Вы не подумайте, что я по вас сохну или пристроиться возле вас желаю.

26-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Вӑрлӑха им-ҫампа ҫума тата триерпа тасатма шухӑшлатпӑр-и?

Протравливать и чистить на триере будем?

21-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

«Тул ҫутӑличченех ларас пулать, — шухӑшласа илчӗ Тимофей, — вара, следстви таврашӗ пулас пулсан, никам та ман ҫума пырса ҫулӑхаймӗ».

«Надо сидеть до света, — как о ком-то постороннем, думал Тимофей, — тогда никто на случай следствия не подкопается».

12-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней