Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ҫулӑм сăмах пирĕн базăра пур.
ҫулӑм (тĕпĕ: ҫулӑм) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ватникпе Дарья Семеновна кӗрнекрех те тачкарах курӑнать, анчах хӑй вӑрт-варт кӑна кускалать: хурӑн пуленкинчен хуппине ҫатӑртаттарса сӳсе илчӗ, ӑна пӗтӗрӗнсе ларнӑскере, кӑмакана хучӗ, малтанах хатӗрленӗ сухӑрлӑ турпассене пӑрахрӗ, шӑрпӑк чӑрлаттарчӗ те, вутӑ тӑрӑх ҫулӑм вӗлтӗртетсе кайрӗ; шурӑ кафель ҫине ӑшӑ кӗрен ҫутӑ ӳкрӗ.

В стеганке она выглядела крупнее и толще, но двигалась проворно: с треском отодрала от березового чурбачка бересту, положила ее трубочкой в печку, набросала припасенных заранее смолистых щепок, чиркнула спичкой, и юркий огонек забегал по дровам; теплый розовый отблеск упал на белый кафель.

16 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Вӑранасса вӑл сӗтел ҫинче ҫап-ҫутӑ сӑмавар чашкӑрса ларнӑ чухне вӑранчӗ; хӑй ҫине ҫулӑм ҫути ӳкнӗ Аниҫҫе кӑмака умӗнче хыпаланать, хӗп-хӗрлӗ кӑвар ҫинче шурӑ икерчӗллӗ чашкӑракан хура ҫатмана кӗске аврипе вӑр-вар ҫавӑркалать.

Проснулся он, когда на столе уже шумел ярко начищенный самовар, а у печи, озаряемая отблесками пламени, суетилась Анисья, ловко поворачивала сковороду с пышными оладьями.

6 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Лампӑ тӑрпи ҫине кивӗ хаҫатран тунӑ абажур тӑхӑнтартнӑ, вӑл ҫӳлтен ҫунса хуралма та ӗлкӗрнӗ, хуралса кайнӑ хут варринчен йӑлт-йӑлт сикекен ҫулӑм тӳрех куҫа ҫутата-ҫутата илет.

На стекло лампы был надет бумажный, свернутый из старой газеты абажур, уже успевший обгореть сверху, и трепетный язычок пламени из-за потемневшей бумажной кромки сверкал прямо в глаза.

5 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ачасем пилешне татнӑ чух аялти туратсене хуҫа-хуҫа пӗтернӗ, ҫӳлте ҫеҫ пиҫсе ҫитнӗ шултра сапакасем ҫулӑм сапса илӗртеҫҫӗ.

Видно, ребятишки, срывая ягоды, пооб- ломали нижние ветки, и лишь на верхушке вызывающе пламенели зрелые гроздья.

1 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Аялта, Татарскинче, хӑрӑм пек хура тӳпен анлӑ ытамӗнче, сарӑ хӗрлӗ ҫулӑм асамлӑ тилӗ хӳри пек хӗмленсе явӑнать.

Внизу, в Татарском, на фоне аспидно-черного неба искристым лисьим хвостом распушилось рыжее пламя.

LXV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Сарайпа кӗлете вут тивретсе аппаланнӑ хушӑра пӳртри ҫулӑм тулалла явӑнса тухрӗ, выҫкӑннӑн чашкӑрса хыр чӳрече харшисене ҫуларӗ, вӑрӑм аллисемпе пӳрт тӑрринелле кармашса хыпашларӗ…

И, пока зажег сарай и амбар, огонь в курене уже выбился наружу, с шорохом ненасытно лизал сосновые наличники окон, рукасто тянулся к крыше…

LXV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ҫенӗке ҫилпе вӗҫсе кӗнӗ турпас татӑкӗсене шупка хӗрлӗ ҫулӑм ярса илчӗ, чӑланпа ҫенӗк хушшинчи хӑма стена хӑвӑрт ҫунма пуҫларӗ.

Сухие стружки, занесенные в сени ветром, вспыхнули розоватым пламенем, дощатая переборка, отделявшая кладовую от сеней, загорелась быстро.

LXV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Григорий вара хӑйсен крыльци ҫине тухатчӗ те аякранах хӗрлӗ ҫулӑм пек курӑнакан палан тӗмӗ ҫине пӑхса кӑмӑл тулли савӑнатчӗ.

И каждую осень Григорий, выходя на крыльцо своего куреня, любовался на калиновый куст, издали словно охваченный красным языкастым пламенем.

LXIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ҫак самантра хура тирекӗн ҫӑра тураттисем хыҫӗнчен хӗвел пӑхса ячӗ те, унӑн хӗрлӗ кӗрен пайӑрки малти лаша ҫурӑмӗ ҫине ӳкрӗ; лашан йӑлтӑртатса тӑракан йӗпе ҫӑмӗ пӗр самантлӑха сӳнми хура ҫулӑм пек ялкӑшса илчӗ.

В этот момент из-за кустистых ветвей осокоря глянуло солнце, розовый луч упал на вороного коня, и глянцевая от влаги шерсть его на миг вспыхнула черным неугасимым пламенем.

LX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Кайран лаши пирӗн пата ӗрӗхсе ҫитрӗ, сӑмси шӑтакӗсенчен юн ҫулӑм сирпӗннӗ пек сирпӗнет, йӗнерӗ хырӑмӗ айӗнче ҫапкаланать.

А конь прибег к нам, из ноздрей ажник полымем бьет, а седло под пузой мотается.

LI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Комиссар итленӗ хушӑра ҫулӑм пек хӗрлӗ сухалне хыҫкаласа илчӗ, харшине хура мӑйракаран ӑсталанӑ куҫлӑхне иккӗленнӗ пек тӳрлеткелерӗ.

Комиссар выслушал его, почесывая огненно-рыжую бородку, нерешительно поправляя очки в черной роговой оправе.

XLVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Пӑт-пат хура ҫӑмлӑ, ҫулӑм пек хӗрлӗ тилӗ тирӗнчен ҫӗлетнӗ мулаххайӗ ун кӑшт кӑна маччана перӗнеймерӗ.

Пламенно-рыжий с черными ворсинами лисий малахай почти достал до потолка.

XXXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Юланут аллинчи офицер хӗҫне сывлӑшра вӑйкӑнтарса пырать, хӗҫӑн кӗмӗл йӗнни, хӗвел ҫинче ҫулӑм пек йӑлтӑртатса, йӗнер йӑранине ҫапӑна-ҫапӑна илет.

Всадник шевелил в воздухе офицерской саблей, серебряные ножны болтались и бились о стремя, огнисто поблескивая на солнце.

XXXVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Самантлӑха суккӑр савӑнӑҫ Петрона ҫулӑм пек пӗҫертсе кайрӗ.

На секунду слепая радость полымем обняла Петра.

XXXIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

— Мӗн пулӗ ӗнтӗ… — ассӑн сывласа ячӗ те Петро сасартӑк ҫулӑм пек хӗрелсе кайса ыйтрӗ:

— Что будет… — вздохнул Петро и, внезапно охваченный огневым румянцем, спросил:

XV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Степан ҫатан ҫумне сӗвенсе тӑчӗ те урам леш енче курӑнса выртакан Дон шарлакӗпе уйӑх чалпашшӑн ҫутатакан, ҫулӑм тӗслӗ кукӑр утма ҫул ҫинелле нумайччен тинкерсе пӑхрӗ.

Степан прислонился к плетню и долго глядел на текучее стремя Дона, видневшееся через улицу, на огнистую извилистую стежку, наискось протоптанную месяцем.

VII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ҫулӑм пек хӗрлӗ сухаллӑ, хӑлхине кивелсе кайнӑ хура алка ҫакнӑ ватӑ казак сулахайра утса пыракан Бунчука ним сӑлтавсӑрах питӗнчен чӑпӑрккапа туртса касрӗ.

Бунчука, шагавшего слева, старик казак, с пламенно рыжей бородой и почерневшей от старости серьгой в ухе, без причины ударил плетью.

XXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Ку ак сана, атте… — хӑвӑрттӑн тӑрӑлтатрӗ Григорий, пӗтӗм кил-йыш умӗнче каҫӑр тӑрӑллӑ, ҫулӑм пек хӗрлӗ кӑшӑллӑ вӗрҫӗн казак карттусне кӑларса кӑтартса.

— Это тебе, папаша… — скороговоркой буркнул Григорий, на глазах у всех разворачивая новую казачью фуражку, с высоко вздернутым верхом и пламенно-красным околышем.

XIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Пӗр Степанов ҫеҫ, ҫулӑм пек хӗремесленсе кайса, ҫилӗллӗн хӑтӑрса тӑкрӗ:

Один Степанов, румянея, раздраженно кричал:

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ҫак ӳкерчӗке вӗҫлемех тенӗ пек, ҫӳллӗрех вырӑнта, канал ҫумнерех, ҫӗре чавса лартнӑ, вуншар витре кӗрекен хурансем хуралса тӑнӑ, вӗсем тавра тӗтӗм мӑкӑрланнӑ, ҫулӑм явӑннӑ; хурансем патӗнче апат пӗҫерекен хӗрарӑмсем тӗрмешсе ҫӳренӗ, лере, Кубань хӗрринче, мӗн пулса иртни ҫине вӗсем ҫаврӑнса та пӑхман.

В довершение всего на бугре, невдалеке от канала, чернели пузатые десятиведерные котлы, врытые в землю и охваченные дымом и пламенем; возле них хлопотали кухарки, не обращая никакого внимания на то, что делалось там, на берегу реки.

XXXV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней