Поиск
Шырав ĕçĕ:
Вӗсем эсир каланипе килӗшсен, эпӗ вӗсене эсир кӑтартса панӑ ҫӗршыва кайма тата килӗсене таврӑничченех сире ҫулпуҫ тата пуҫлӑх вырӑнне хурса итлесе пурӑнма ҫирӗп сӑмах партарӑп.
Ҫирӗм пиллӗкмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Кунта тӳрех калас пулать, ку вӑл, пирӗн ҫулпуҫ Сталин юлташ генилле сӑмахсемпе каласа панӑ пек, ҫитӗнӳсене пула пуҫ ҫаврӑнса кайни мар, ку тӳррӗнех сулахайла пӑрӑнчӑк туни, партин генеральнӑй линине хирӗҫ наступлени туни пулать.
32-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Иккӗшин пурнӑҫӗ те, икӗ юханшыв пек, пӗрлешмелле: Обломов — Ольгӑна ертсе пыраканӗ, ҫулпуҫ!Обе жизни, как две реки, должны слиться: он ее руководитель, вождь!
VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Хӗрлӗ ҫӳҫлӗ «ҫулпуҫ» ыратнипе айлатса ярса пичӗпе парта ҫинелле ӳпӗннине курнӑ ачасем тӗлӗннине пытараймарӗҫ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив
— Сталин ачисем ҫулпуҫ мӑнаҫлӑхӗн йывӑрӑшне туйса пурӑннӑ, ҫак тиев вӗсене аркатнӑ та, — ҫапла шухӑшлать Святослав Рыбас историк. — Светлана ӗмӗр тӑршшӗпех хӑйне тата телейне шыранӑ.
Хӗрне ашшӗшӗн тавӑрнӑ // Анна ВЕЛИГЖАНИНА. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№
Вӑл ҫапла хӑтланни тӗнчене кисретнӗ: ҫулпуҫ хӗрӗ Тӑван ҫӗршывне, совет тытӑмне, тӑван ашшӗне сутнӑ!Ее поступок стал мировой сенсацией: дочь вождя предала Родину, советский строй и родного отца!
Хӗрне ашшӗшӗн тавӑрнӑ // Анна ВЕЛИГЖАНИНА. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№
7. Ҫак сӑмахсене илтнӗ-илтменех халӑх ҫӗкленсе-хавхаланса, 8. кӗр кӗрлесе кайнӑ: халӗ Иудӑпа Ионафан шӑллу вырӑнне пирӗн ҫулпуҫ — эсӗ.
1 Мак 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
30. Халӗ ӗнтӗ хамӑрӑн пуҫлӑх, ҫулпуҫ пулма, вӑрҫа ертсе ҫӳреме Иуда вырӑнне эпир сана суйларӑмӑр, тенӗ.30. Итак теперь мы тебя избрали - быть нам вместо него начальником и вождем, чтобы вести войну нашу.
1 Мак 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Патша янипе килнисем Маттафийӑна каланӑ: ку хулара эсӗ ҫулпуҫ, эсӗ мухтавлӑ та аслӑ ҫын, ывӑлусемпе тӑванусем — санӑн тӗрекӳ.
1 Мак 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Вара вӑл утравсем енне ҫул тытӗ те чылайӑшне ярса илӗ, анчах та пӗр ҫулпуҫ унӑн чӑрсӑрлӑхне чарса лартӗ — хӑйне кӑтартнӑ мӑшкӑла ӑна каялла тавӑрса парӗ.
Дан 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
37. Эй Ҫӳлхуҫа, хамӑр ҫылӑхӑмӑрсемшӗн эпир пур халӑхсенчен те кӗҫӗне юлтӑмӑр, пире пӗтӗм ҫӗр ҫинче хур турӗҫ, 38. халӗ ӗнтӗ пирӗн аслӑ пуҫлӑх та, пророк та, ҫулпуҫ та ҫук, пӗтӗмӗшпе ҫунтарса парне парасси те, ытти парнесем кӳресси те, фимиампа тӗтӗресси те ҫук, Санран ырӑлӑх курасшӑн Сана парне кӳмешкӗн парне вырӑнӗ те ҫук.
Дан 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Пур ҫӗрте те ялав ҫӗклӗр, халӑхсем хушшинче трупа кӑшкӑртӑр, халӑхсене Вавилонпа вӑрҫӑ вӑрҫма хатӗрлӗр, ӑна хирӗҫ кайма Арарат, Минни, Аскеназ патшалӑхӗсене чӗнсе илӗр, ӑна хирӗҫ ҫапӑҫма ҫулпуҫ лартӑр, учӗ-урхамахӗ хӗрлӗ шӑрчӑк чухлӗ пултӑр.
Иер 51 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Вара этем хӑйӗн тӑванне ярса тытӗ те: «аҫун килӗнче санӑн тум пур — апла пирӗн ҫулпуҫ пулсамччӗ, ҫак ишӗлчӗксем санӑн аллунта пулччӑр» тейӗ.
Ис 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Вӑл кашни халӑха ҫулпуҫ лартса панӑ, 15. Израиль вара — Ҫӳлхуҫанӑн пайӗ.14. Каждому народу поставил Он вождя, 15. а Израиль есть удел Господа.
Сир 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Ир пулсан, хӗвел тухсассӑн, кашнийӗ хӑйӗн вӑрҫӑ кӑралӗпе авӑрлантӑр, мӗнпур вӑйпитти ҫын хула тулашне тухтӑр, вӗсене ҫулпуҫ парӑр, вара айлӑма анма, Ассур ывӑлӗсен малта тӑракан хуралне хирӗҫ тухма шутланӑ пек тӑвӑр, анчах хӑвӑр айлӑма ан анӑр.
Иудифь 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Ҫапах та Израилӗн Ҫӳлхуҫа Туррийӗ аттемӗн пӗтӗм килӗнчен ӗмӗрӗпе Израиль патши пулма мана суйласа илчӗ, ӗнтӗ Вӑл Иудӑна ҫулпуҫ пулма суйланӑ, аттемӗн килӗ вара Иудӑн килӗнче шутланать; аттемӗн ывӑлӗсенчен вара пӗтӗм Израиль патшине лартма мана кӑмӑл тунӑ, 5. манӑн мӗнпур ывӑлӑмран, — Ҫӳлхуҫа мана нумай ывӑл пачӗ, — Вӑл Соломон ывӑлӑма Ҫӳлхуҫа патшалӑхӗн аслӑ пуканӗ ҫинче ларма, Израиль патши пулма суйласа илчӗ, 6. вара мана ҫапла каларӗ: Манӑн Ҫуртӑма, Манӑн картишӗмсене Соломон ывӑлу тӑвӗ, Эпӗ ӑна Хамӑн ывӑлӑм пулма суйласа илтӗм, Эпӗ вара унӑн ашшӗ пулӑп, 7. Манӑн ӳкӗтӗмсене, Эпӗ хывнӑ йӗркесене хальчченхи пекех пурӑнӑҫа килтерсе пырсассӑн, унӑн патшалӑхне ӗмӗрлӗхе ҫирӗплетӗп, терӗ.
1 Ҫулс 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Ҫӳлхуҫа хушнипе Саул патшалӑхне Давида парас тесе Хеврона пынӑ ҫарпуҫсем ҫаксем: 24. Иуда ывӑлӗсем — хулканпа та сӑнӑпа авӑрланнӑскерсем, вӑрҫа кӗме хатӗр тӑракансем — ултӑ пин те сакӑрҫӗр ҫын пулнӑ; 25. Симеон ывӑлӗсем — хӑюллӑ ҫынсем, вӑрҫа кӗме хатӗр тӑракансем — ҫичӗ пин те ҫӗр ҫын пулнӑ; 26. Левий ывӑлӗсем — тӑватӑ пин те ултҫӗр ҫын; 27. Аарон ӑрӑвӗнчи Иоддай ҫулпуҫ тата унпа пӗрле виҫӗ пин те ҫичҫӗр ҫын; 28. хӑюллӑ яш ача Садок тата унӑн йӑхӗнчи ҫирӗм икӗ пуҫлӑх; 29. Вениамин ывӑлӗсем, Саул тӑванӗсем — виҫӗ пин ҫын, анчах вӗсенчен чылайӑшӗ Саул килӗ майлӑ пулнӑ-ха; 30. Ефрем ывӑлӗсем — ҫирӗм пин те сакӑрҫӗр ҫын, хӑюллӑскерсем, хӑйсен йӑхӗнче паллӑ ҫынсем; 31. Манассиян ҫур йӑхӗнчен — вунсакӑр пин ҫын, вӗсене Давида патшана лартма ятран чӗнсе илнӗ пулнӑ; 32. Иссахар ывӑлӗсенчен лару-тӑрӑва ӑнланакан ҫынсем, Израилӗн хӑҫан мӗн тумаллине пӗлекенскерсем, икҫӗр аслӑ ҫын килнӗ, вӗсене итлесе тӑракан мӗнпур тӑванӗ те вӗсемпе пӗрле пулнӑ; 33. Завулон йӑхӗнчен аллӑ пин ҫын килнӗ, вӗсем вӑрҫа кӗме хатӗр, ҫар кӑралӗпе авӑрланнӑ, пӗр шухӑшлӑ ҫынсем пулнӑ; 34. Неффалим йӑхӗнчен — пин пуҫлӑх, вӗсемпе пӗрле — хулканпа та сӑнӑпа авӑрланнӑ вӑтӑр ҫичӗ пин ҫын; 35. Дан йӑхӗнчен — вӑрҫа кӗме хатӗр ҫирӗм сакӑр пин те ултҫӗр ҫын; 36. Асир йӑхӗнчен — ҫапӑҫӑва кӗме хатӗр хӗрӗх пин ҫар ҫынни; 37. Иордан леш енчи Рувимпа Гад йӑхӗсенчен тата Манассиян ҫур йӑхӗнчен тӗрлӗ кӑралпа авӑрланнӑ ҫӗр ҫирӗм пин ҫын килнӗ.
1 Ҫулс 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Израилӗн малтанхи ывӑлӗн Рувимӑн ывӑлӗсем, — хӑй вӑл малтанхийӗ; анчах вӑл ашшӗн ҫывӑрмалли вырӑнне ирсӗрлетнӗ те, вара малтанхи ывӑл тивӗҫне Иосиф ывӑлӗсене панӑ, ҫавӑнпа Рувима йӑх-кӑк кӗнекинче малтанхийӗ тесе ҫырма юраман; 2. Иуда хӑйпе пӗртӑванӗсенчен пуринчен те вӑйли пулнӑ, унӑн кил-йышӗнчен ҫулпуҫ тухнӑ, анчах ҫавах малтанхи ывӑл тивӗҫӗ Иосиф ҫине куҫнӑ.
1 Ҫулс 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
38. Патша хӑйӗн тарҫисене каланӑ: пӗлетӗр-и, ҫакӑ кун Израильре ҫулпуҫ, чаплӑ ҫын, пуҫ хучӗ; 39. эпӗ, патшана ларма ҫу сӗрнӗ ҫын пулсан та, халлӗхе вӑйсӑр-ха, ку ҫынсем вара, Саруия ывӑлӗсем, манран вӑйлӑрах; усал тӑвакана усаллӑхне кура Ҫӳлхуҫа тавӑрса патӑр! тенӗ.
2 Пат 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Аммонсемпе Израиль хушшинче вӑрҫӑ пынӑ вӑхӑтра Галаадӑн аслӑ ҫыннисем Тов ҫӗрне Иеффая чӗнме пынӑ, 6. вӗсем Иеффая ҫапла каланӑ: таврӑн, пирӗн ҫулпуҫ пул, аммонсемпе ҫапӑҫар, тенӗ.
Тӳре 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.