Поиск
Шырав ĕçĕ:
Эпӗ крепостьре ҫуккине асӑрхиччен, эпӗ чылай инҫете кайнӑ, нимӗнле кӑшкӑрашнине те илтме пултарайман.Прежде чем мое отсутствие обнаружилось, я ушел уже так далеко, что не мог услышать никаких окриков.
ХХII сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.
Анчах тепӗр куннех, вӗсем тӗл пулсан, Мила пичӗ-куҫӗ пӗтӗм кӑмӑлтан ҫиҫсе тӑчӗ те, Виктор ӑна хӑйӗн шухӑшӗсене пӗлтерме май ҫуккине ӑнланчӗ.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.
Эпӗ вара пӗчӗккӗнех тинӗсре ҫӳреме кайсан, Сильвер пек лайӑх юлташ тупас ҫуккине ӑнланма пуҫларӑм.Я начал понемногу понимать, что лучшего товарища, чем Сильвер, в морском путешествии не найдешь.
VIII сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.
Эпӗ, тавлашнинчен усси пулас ҫуккине пӗлсе, малалла вулама тытӑнтӑм:
VII сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.
Вӑл Нина бетон катӑкне хускатнӑ самантра кӗреҫине ҫав катӑк айне меллӗн чикрӗ те — унпа юнашар манӑн нимӗн тумалли те ҫуккине эпӗ ҫийӗнчех ӑнлантӑм.Когда он подставил свои лапы под Нинкин угол, я понял, что даже мне рядом с ним делать нечего.
Улттӑмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.
Вара ватӑла пуҫланӑ ӑслӑ хӗрарӑм, ытти чылай ҫынсем пекех, йывӑр та ӑнӑҫсӑр ӗҫпе аппаланма пулать: унӑн хӗрӗ, Мила, пӗрре те ыттисем пак маррине, ӑна ахаль виҫепе виҫме ҫуккине епле те пулин хӑйне те, ҫынсене те ӑнлантарса пама май шырать.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.
Николай Прач ирӗксӗрех ялӗнчен пӑрахса каять, таврара ӗҫ ҫуккине пула, куҫкӗретӗн вилӗмлӗ ӗҫе кӗрет те хӑйне пӗтерсе хурать.
Иван Франко // Василий Хударсем. Франко И.Я. Хӑй айӑплӑ: калав. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950. — 28 с. — 24–28 с.
Унтан вӗсем, мӗскӗн Николайшӑн ҫӑлӑнӑҫ пулас ҫуккине пӗлсех, улӑхалла, Николай ӳкнӗ ҫӗрелле чупрӗҫ.И побежали вниз, хотя и знали, что для бедного Мыколы нет уже спасения.
IV // Василий Хударсем. Франко И.Я. Хӑй айӑплӑ: калав. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950. — 28 с. — 3–23 с.
Вӑл, пӳлӗмре Таня ҫуккине курсан, кастрюльне аллинчен кӑшт кӑна пӑрахса ямарӗ!Вдруг она чуть не выронила кастрюлю, в комнате Танюши не было!
Улттӑмӗш сыпӑк // Гавриил Байдеряков. Тайц Я.М. Тупни: повесть. Вырӑсларан Г. Байдеряков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 88 с.
— Мӗнле-ха: манӑн ӗҫсем начаррине, ялта манӑн чапӑм ҫуккине те, ҫынсем панӑ ят япӑх иккенне те ху пӗлетӗн…— Да как же: и положение у меня, сам знаешь, незавиднее, и кличка совсем неподходящая…
XVII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Хӑйне мӗн кирлине паян пӗрех пӗлме май ҫуккине сиссе, Сяо Сян председателе васкатма пуҫларӗ.
XVII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Анчах та Фома халӗ ӗнтӗ хӑй нимех те калас та, тӑвас та ҫуккине лайӑх ӑнланнӑ.Но Фома уже понимал, что больше он ничего не может ни сделать, ни сказать.
XIII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Фома чӗри, хӑйне мӗн чухлӗ йывӑр пулсан та, ҫакӑнти ҫынсенчен никам та ӑна пӗр ӑшӑ сӑмах калас ҫуккине туйса, вӑраххӑн, йывӑррӑн тапнӑ.
XII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Сӑн-питне тата пурҫӑнпа тӑп кӑна витӗнсе тӑракан шукӑль кӗлеткине чылайччен сӑнаса, вӑл хӑйне илемлӗн туйнӑ, ҫавӑнпа, кирек мӗнле арҫын пулсан та, вӑл кун пек хӗр ҫине асӑрхаса пӑхмасӑр тӑма пултараяс ҫуккине туйса илнӗ.
XI // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
— Каҫарса ярӑр-ха мана ҫыран хӗррине, — ыйтнӑ Фома, хӑйӗнче ҫӗнӗрен ҫӗкленнӗ хавхалану нумай тытӑнса тӑрас ҫуккине сиссе.
IX // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Нуши-асапӗ йӑтӑнса анасса пӗле тӑркачах, хӑтӑлас тесессӗн те унтан ниепле те хӑтӑлма май ҫуккине кура тӑркачах — пурччӗ пек ҫак виҫӗ кун тӑршшинче шанчӑк, асам ярт! ҫуталса илессе кӗтсе амаланатчӗ пек чӗре хӳттинче темӗн .
8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
— Эс, Дина, юлас тетӗн-и ӗнтӗ кӑшт? — хӗрӗн ыттисемпе утма кӑмӑлӗ ҫуккине уйласа ыйтать вӑл.
8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Трактирте-мӗнте, «машина» салхуллӑ кӗвӗ каласа ярсан, вӑл тӳссе ларайман, кӗҫех ун кӑкӑрӗнче темӗскер пӑшӑрхантаруллӑн йӑкӑртатма пуҫланӑ, вара вӑл музыкӑна чарма хушнӑ, е, ҫак куҫҫуллӗ ӳпкелешӳпе тулнӑ сӑмахсӑр калаҫӑва итлеме пултарас ҫуккине пӗлсе, пӑрӑнса канма тӑрӑшнӑ.
VI // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Го Цюань-хайӑн ниҫта та пурӑнма ҫуккине шута илсе, ӑна хӗвелтухӑҫӗнчи пӳлӗме пачӗҫ, ватӑ Тяньпа карчӑкне картишӗн хӗвелтухӑҫ енчи флигеле пурӑнма куҫма сӗнчӗҫ.
XVIII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Го Цюань-хайӑн кан ҫине сарса выртма нимӗн те ҫуккине тата ун ҫинче ҫаплах ҫав саплӑклӑ ҫанӑсӑр кӗпе ҫеҫ пулнине курсан, Сяо Сян, килне таврӑнсан, Вань Цзяран ӑна валли кивӗ шурӑ пиншакне тата японецсен ӑшӑ утиялне парса ячӗ.
X // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.