Поиск
Шырав ĕçĕ:
17. Чӗрӳ ҫылӑхлӑ ҫынсене ан ӑмсантӑр, вӑл ӗмӗр тӑршшӗпех Ҫӳлхуҫаран хӑраса тӑтӑр: 18. ӗнтӗ малашлӑх ҫитӗ, санӑн шанчӑку путланмӗ.
Ытар 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Ҫултан пӑрӑнакана хаса ҫитӗ, питленине курайманни те тӗп пулӗ.10. Злое наказание - уклоняющемуся от пути, и ненавидящий обличение погибнет.
Ытар 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Ыттисене пулӑшакан чуна ырлӑх-пурлӑх ҫитӗ, ыттисене ӗҫтерекене хӑйне те ӗҫтерӗҫ.25. Благотворительная душа будет насыщена, и кто напояет других, тот и сам напоен будет.
Ытар 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Тата кӑштах ҫывӑрӑн, кӑштах тӗлӗрӗн, аллуна лӑш ярса, тата кӑшт йӑваланса выртӑн, 11. вара, иртен-ҫӳрен пек, сан патна ҫуклӑх килсе ҫитӗ, вӑрӑ-хурах пек, чухӑнлӑх ҫитсе кӗрӗ.
Ытар 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Кӗллинче пире ӳпкелесессӗн, вӑл кӗлтуни ҫылӑха пултӑр; 8. унӑн кунҫулӗ кӗске пултӑр, унӑн тивӗҫлӗхне тепӗри илтӗр; 9. унӑн ачисем тӑлӑха юлччӑр, унӑн арӑмӗ тӑлӑх пултӑр; 10. унӑн ачисем сӗтӗрӗнсе ҫӳреччӗр, ыйткаласа пурӑнччӑр, кӗллесе ҫӳреччӗр, вӗсене ишӗлнӗ кил-ҫуртӗнчен те хӑваласа кӑларччӑр; 11. кивҫен параканӗ унӑн мӗн пуррине йӑлтах туртса илтӗр, ӗҫленӗ ӗҫне ют ҫынсем ҫаратса кайччӑр; 12. унӑн хутне кӗрекен ан пултӑр, унӑн тӑлӑх ачисене хӗрхенекен ан пултӑр; 13. унӑн ачи-пӑчи пӗтмелле пултӑр, вӗсенӗн ячӗ тепӗр сыпӑкрах ҫухалтӑр; 14. унӑн ашшӗсен йӗркесӗрлӗхне Ҫӳлхуҫа умӗнче асӑнччӑр, амӑшӗн ҫылӑхӗ те ан ҫухалтӑр; 15. Ҫӳлхуҫа вӗсене яланах курса тӑтӑр, вӗсенӗн ятне ҫӗр ҫинчен пӗтертӗр, 16. мӗншӗн тесессӗн вӑл ырӑ тӑвас тесе шухӑшламарӗ, чухӑна, мӗскӗн ҫынна, аптӑраса ӳкнӗ ҫынна хӗсӗрлерӗ, вӗлерттересшӗн пулчӗ; 17. ылханма юрататчӗ, ылханӗ хӑйнех ҫитӗ; пиллӗхе кӑмӑлламарӗ, пиллӗх унран пӑрӑнса кайӗ; 18. ылхана тумтир тӑхӑннӑ пек тӑхӑнтӑр, вӑл ун ӑшне шыв пек кӗрсе кайтӑр, шӑмми-шаккине йывӑҫ ҫӑвӗ пек витертӗр; 19. вӑл уншӑн — тӑхӑнакан тумтирӗ вырӑнне, яланах ҫыхса ҫӳрекен пиҫиххийӗ вырӑнне пултӑр.
Пс 108 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Санӑн аллу пур тӑшману патне те ҫитӗ, сылтӑм аллу Хӑвна курайманнисене [пурне те] тупӗ.9. Рука Твоя найдет всех врагов Твоих, десница Твоя найдет [всех] ненавидящих Тебя.
Пс 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Халӗ пӗлӗтсем витӗр йӑмӑх ҫутӑ курӑнмасть, акӑ ҫил-тӑвӑл ҫитӗ те вӗсене сапаласа ярӗ.21. Теперь не видно яркого света в облаках, но пронесется ветер и расчистит их.
Иов 37 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Эсӗ Турра ҫывӑх пул — вара канӑҫлӑ пулӑн; ҫавӑн урлӑ саншӑн ырӑлӑх ҫитӗ.21. Сблизься же с Ним - и будешь спокоен; чрез это придет к тебе добро.
Иов 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Выҫӑпа вӑй-халӗ пӗтсе ҫитӗ, вилӗмӗ юнашарах, хатӗрех тӑрӗ.12. Истощится от голода сила его, и гибель готова, сбоку у него.
Иов 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Айӑплӑ пултӑм пулсассӑн, хурлӑх ҫитӗ мана! айӑпсӑр пулсассӑн та пуҫӑма ҫӗклеме хӑяймӑп.15. Если я виновен, горе мне! если и прав, то не осмелюсь поднять головы моей.
Иов 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Ҫак вӑхӑтра эсӗ нимӗн те каламасан, иудейсем валли ҫӑлӑнӑҫпа ирӗклӗх урӑх ҫӗртен ҫитӗ, эсӗ вара пӗтетӗн, аҫу килӗ те пӗтӗ.
Эсф 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Ман йӑхӑма тапӑнакансене хурлӑх ҫитӗ: Пурне те Тытса Тӑракан Ҫӳлхуҫа сут кунӗнче тавӑрӗ вӗсене, вӗсенӗн ӳт-тирӗ ҫине вут-ҫулӑм, хурт ярӗ — вӗсем ыратни-сурнипе асапланӗҫ, ӗмӗр-ӗмӗрӗпе макӑрӗҫ.
Иудифь 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Ӗнтӗ ман хуҫамӑма хирӗҫ тӑраймӗҫ, унӑн ӗҫӗ те ӑнӑҫсӑр пулмӗ, вӗсене вара вилӗм ҫитӗ, мӗншӗн тесессӗн вӗсем ҫылӑх ӑшне кӗрсе ӳкнӗ, тума юраманнине туса хӑйсен Туррине ҫиллентереҫҫӗ; 12. халь вӗсен апат-ҫимӗҫӗ пӗтсе ҫитнӗ, шывӗ те тумлам юлман, ҫавӑнпа ӗнтӗ вӗсем выльӑх-чӗрлӗхне пусма шут тытнӑ, Турӑ Хӑйӗн саккунӗнче хытарсах ҫиме чарнӑ ҫимӗҫе ҫиме шутлаҫҫӗ.
Иудифь 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
33. Эсир ҫак каҫ ҫӗрле хула хапхи патне тухса тӑрӑр, эпӗ унта хамӑн хӗрарӑм тарҫӑмпа пырӑп, эсир хулана тӑшмансене пама пулнӑ кунччен Ҫӳлхуҫа Израиле манӑн аллӑмпа пулӑшма ҫитӗ.
Иудифь 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Товит вара алӑк патнелле утнӑ, анчах такӑннӑ; ывӑлӗ чупса пырса ашшӗне ярса тытнӑ, 10. вӑл пулӑ вачӗпе ашшӗ куҫне сӗрсе ҫапла каланӑ: аттеҫӗм, ҫитӗ кулянса! тенӗ.
Тов 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ангел ҫынсене пӗтерме тытӑнсассӑн, Ҫӳлхуҫа ҫакна курнӑ та кун пек инкек ҫитнӗшӗн куляннӑ, вара тӗп тӑвакан Ангела каланӑ: ҫитӗ! халӗ аллуна ус, тенӗ.
1 Ҫулс 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Гад вара Давид патне пынӑ та каланӑ ӑна: Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: суйласа ил: 12. е виҫӗ ҫул хушши выҫлӑх, е виҫӗ уйӑх сана тӑшманусем йӗрлесе ҫӳрӗҫ, сана вӗсен хӗҫӗ ҫитӗ; е виҫӗ кун хушши ҫӗр ҫинче Турӑ хӗҫӗ, мур чирӗ тата Израильре пур тӗлте те тӗп тӑвакан Ҫӳлхуҫа Ангелӗ ҫӳрӗ.
1 Ҫулс 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Иудея патшине, хӑвӑра Ҫӳлхуҫаран ыйтма янӑскерне, калӑр: Израилӗн Ҫӳлхуҫа Турри эсӗ илтнӗ сӑмахсем пирки ҫапла калать: 19. Эпӗ ҫак ҫӗр ҫинчен, унта пурӑнакансем ҫинчен каланӑ Манӑн сӑмахӑмсене, «вӗсене сехметпе ылхан ҫитӗ» тенине, илтнӗ хыҫҫӑн санӑн чӗрӳ ҫемҫелчӗ, эсӗ Ҫӳлхуҫа умӗнче йӑвашлантӑн та ҫири тумтирне туртса ҫуртӑн, Ман умӑмра йӗрсе ӳкӗнтӗн, ҫавӑнпа Эпӗ сана илтрӗм, тет Ҫӳлхуҫа.
4 Пат 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Исаия вара Езекияна каланӑ: халӗ Ҫӳлхуҫа сӑмахне итле: 17. акӑ вӑхӑт ҫитӗ те ҫуртунта мӗн пуррине, аҫусем паянхи кунччен мӗн пухнине-пуҫтарнине йӑлтах Вавилона илсе кайӗҫ; нимӗн те юлмӗ.
4 Пат 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Иерусалима пӗтермешкӗн [Турӑ] Ангелӗ ун ҫине аллине тӑснӑ; анчах Ҫӳлхуҫа хулана хӗрхеннӗ те халӑха пӗтерекен Ангела каланӑ: ҫитӗ, халӗ аллуна ус, тенӗ.
2 Пат 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.