Поиск
Шырав ĕçĕ:
6. Анчах вӗсем пурте ун ҫинчен ытарӑш каламӗҫ-и, ҫапла тӑрӑхласа кулмӗҫ-и: «хӑйӗнни маррипе виҫесӗр пуякана — нумайлӑха-ши ку? — тата саклат иле-иле хӑйне виҫесӗр чӑрмав кӳрекене хуйхӑ ҫитӗ» темӗҫ-и?
Авв 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Йӗркесӗр ӗҫ тума шухӑшлакансене, выртнӑ вырӑнӗ ҫинче усал ӗҫсем шухӑшласа кӑларса, хӑйсенӗн аллинче вӑй пуррине кура, ҫав ӗҫсене ирхине тул ҫутӑлнӑ чухне тӑвакансене хуйхӑ ҫитӗ!
Мих 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Пуринчен те аслӑ халӑхӑн ятлӑ ҫыннисене, Сион ҫинче пӗр шухӑшсӑр пурӑнаканскерсене, Самари тӑвне шанса пурӑнаканскерсене, хӑйсем патне Израиль йӑхне ҫӳретекенскерсене, хуйхӑ ҫитӗ!
Ам 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Ҫӳлхуҫа кунне курас теекенсемшӗн хуйхӑ ҫитӗ! Ҫӳлхуҫа кунӗ мӗн тума кирлӗ-ха сире? вӑл тӗттӗм, ҫутӑ мар, 19. ку вӑл арӑсланран таракан ҫын ҫулӗ ҫине упа тухнӑ пекех е киле ҫитсе хӳме ҫумне алӑпа тӗреннӗ ҫынна ҫӗлен сӑхнӑ пекех.
Ам 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Ача ҫуратаканӑн асапӗ ҫитӗ ӑна: вӑл — айван ывӑл, унсӑрӑн ҫапла, нумай вӑхӑт хушши, вартан тухакан ача пек тӑхтаса тӑмӗччӗ.
Ос 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Анчах Ҫӳлхуҫа Иудӑна та сут тӑвӗ, Вӑл Иаков патне те ҫитӗ, ӑна ӗҫне кура тавӑрса парӗ.2. Но и с Иудою у Господа суд и Он посетит Иакова по путям его, воздаст ему по делам его.
Ос 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Пушӑ сӑмах калаҫҫӗ, суя тупа тӑваҫҫӗ, килӗшӳ тӑваҫҫӗ; ҫавӑнпа, ана ҫинчи наркӑмӑшлӑ курӑк пек, вӗсемшӗн сут килсе ҫитӗ.
Ос 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Ачисене пӑхса ӳстерсен те, вӗсене турта-турта илӗп; Эпӗ пӑрахса кайсан, вӗсене хуйхӑ ҫитӗ!12. А хотя бы они и воспитали детей своих, отниму их; ибо горе им, когда удалюсь от них!
Ос 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Патшисене хӑйсемех, Мансӑрӑнах, лартатчӗҫ; тӳрисене Мана пӗлтермесӗрех лартса тӑчӗҫ; хӑйсен кӗмӗлӗпе ылтӑнӗнчен хӑйсем валли йӗрӗхсем турӗҫ: вилӗмӗ вӗсен ҫавӑнтан ҫитӗ.
Ос 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Эпӗ Хамӑн халӑхӑма тыткӑнран тавӑрсан, Иуда, саншӑн та вырас вӑхӑт ҫитӗ.11. И тебе, Иуда, назначена жатва, когда Я возвращу плен народа Моего.
Ос 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Ҫавӑ кун ҫитӗ, тет Ҫӳлхуҫа, Эпӗ илтӗп, тӳпене илтӗп, вӑл вара ҫӗре илтӗ, 22. ҫӗрӗ ҫӑкӑра, иҫӗм эрехне, йывӑҫ ҫӑвне илтӗ; кусем вара Изрееле илтӗҫ.
Ос 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫавӑн чухне вара Михаил — аслӑ пуҫлӑх, санӑн халӑхна хӳтӗлекенӗ — ҫӗкленӗ, мӗншӗн тесессӗн халиччен пӗр халӑх та курман-пӗлмен хӗн-асап вӑхӑчӗ ҫитӗ; ҫавӑн чухне санӑн халӑху — кӗнекене ҫырса хунисем пурте — ҫӑлӑнса юлӗҫ.
Дан 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
40. Юлашки вӑхӑт ҫитӗ — кӑнтӑр патши ӑна хирӗҫ вӑрҫӑпа тухӗ; ҫурҫӗр патши ӑна ҫил-тӑвӑл евӗр ҫитсе тапӑнӗ — вӑрҫӑ ураписемпе, утлӑ ҫарпа, йышлӑ караппа; вӑл тӗрлӗ ҫӗршыв витӗр талай пек иртсе кайӗ.
Дан 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Ӗнтӗ ҫурҫӗр патшийӗ ҫитӗ, тӑпрас хӑпартӗ те ҫирӗплетнӗ хулана ярса илӗ: кӑнтӑр вӑйӗ хирӗҫ тӑраймӗ, унӑн чи паха ҫарӗ те тӳсеймӗ; хирӗҫ тӑма вӑй ҫитеймӗ.
Дан 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Кайран унӑн ывӑлӗсем вӑрҫӑ пуҫлӗҫ, нумай йышлӑ ҫар пуҫтарӗҫ; вӗсенчен пӗри, хӑвӑрттӑн кайса, талай пек капланса кӗрӗ, малалла кайса, тӑшмансен ҫирӗплетнӗ вырӑнӗ патне ҫитӗ.
Дан 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Кирек мӗнле чӗрӗ чун та, икӗ юхӑм шыв кӗнӗ ҫӗрте шуса ҫӳрекенскер, чӗрӗ пулӗ; пулли те шутсӑр нумай пулӗ, мӗншӗн тесен унта ҫав шыв ҫитӗ те — тинӗсри шыв сывлӑхлӑ пулӗ, ҫак юхӑм ӑҫта кӗрет, ҫавӑнта пурте чӗрӗ пулӗ.
Иез 47 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать: Израиль пуҫлӑхӗсем, ҫитӗ ӗнтӗ сире! кӳрентерме, пусмӑрлама пӑрахӑр, тӗрӗс сут тӑвӑр, тӳррине тӑвӑр, Манӑн халӑхӑма хӑй ҫӗрӗнчен хӗстерсе кӑларма чарӑнӑр, тет Ҫӳлхуҫа Турӑ.
Иез 45 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Вӗсем йӗрӗхсене иленнӗ халӑха ӗҫлесе тӑчӗҫ, Израиль килне йӗркесӗрлӗх енне илӗртрӗҫ, ҫакӑншӑн Эпӗ вӗсем ҫине аллӑма ҫӗклерӗм, ӗнтӗ вӗсене хӑйсен айӑпӗшӗн хаса ҫитӗ, тет Ҫӳлхуҫа Турӑ; 13. вӗсем Ман патӑма ҫывӑхараймӗҫ, апла Ман умӑмра кӗлӗ тӑваймӗҫ, Манӑн сӑваплӑ япаламсем патне, Сӑваплӑран Сӑваплӑ пӳлӗм патне пыраймӗҫ, хӑйсен намӑсне, хӑйсем тунӑ йӗрӗнчӗк ӗҫӗсене хӑйсемех йӑтӗҫ.
Иез 44 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Израиль кӗтӳҫисене малашне мӗн пулассине пӗлтер, малашне мӗн пулассине пӗлтерсе кала вӗсене, кӗтӳҫӗсене: Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать те: хурлӑх ҫитӗ сире, Израиль кӗтӳҫисем, эсир хӑвӑра хӑвӑр кӗтрӗр! ара, кӗтӳҫӗсен ӗнтӗ кӗтӗве кӗтмелле мар-и?
Иез 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Йӗркесӗр ҫынна: «вилӗмӳ ҫитӗ» терӗм пулсассӑн, вӑл вара хӑй ҫылӑхӗнчен пӑрӑнса тӳрӗлӗхпе тӗрӗслӗх тӑвать пулсассӑн, 15. ҫав йӗркесӗр ҫын саклата каялла тавӑрса парать пулсан, вӑрланӑ япалашӑн тӳлет пулсан, пурӑнӑҫ саккунӗсене тытса нимӗнле начар ӗҫ тумасӑр пурӑнать пулсан — вӑл чӗрӗ юлӗ, вилмӗ.
Иез 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.