Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ҫитерчӗ (тĕпĕ: ҫитер) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Обломова ҫака тарӑхтарса ҫитерчӗ, вӑл вара Захара хӑйпе «ыттисем» хушшинчи уйрӑмлӑха, Захар хӑйӗн улпучӗ умӗнче киревсӗр хӑтланнине кӑтартасшӑн пулчӗ.

Все это задело самолюбие Обломова, и он решился показать Захару разницу между ним и теми, которых разумел Захар под именем «других», и дать почувствовать ему всю гнусность его поступка.

VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Ҫитменнине тата ҫак алӑ чуптӑваслӑх йӗрӑнтерсе ҫитерчӗ мана (теприсем пур тӳрех ура умне тӑсӑлса ӳкеҫҫӗ те пӗтӗм вӑйранах ман атӑсене ҫуласшӑн талпӑнаҫҫӗ).

К тому же мне претило это целование рук (а иные так прямо падали в ноги и изо всех сил стремились облобызать мои сапоги).

I сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.

«Хум ҫинче ҫӳрекен карап корпусӗнче пулакан напряжение шутласа тупас ӗҫе вырӑс шкулӗ пуҫарса ячӗ, хӑех вӗҫне ҫитерчӗ», — тесе палӑртнӑ тухса калаҫакансем.

Собравшиеся подчеркнули, что русской научной школе принадлежит начало и конец в решении задачи о напряжениях в корпусе корабля на волнении.

Вунпиллӗкмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

Хӑранипе вилсе каяссӑнах туйӑнать, ҫапах та вӑл коридортан пурте каясса кӗтсе илме хал ҫитерчӗ, унтан сӑнӳкерчӗке тӑпӑлтарса кӑларчӗ.

Она подумала, что сейчас умрет от страха, но все же дождалась, когда в коридоре не осталось ни одного человека и вынула фотографию из-под стеклянной рамки.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

Вӗсен нумай пусӑмлӑ янравне кунта ҫил илсе ҫитерчӗ.

Ветер донес сюда их далекий многоступенный перезвон.

21 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Юлашкинчен Игорь хӑюлӑх ҫитерчӗ.

Наконец Игорь осмелился.

16 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Вокзалтан хыпар ҫитерчӗ вара вӑл, тата вунӑ минутран поезд тапранать, терӗ.

Он звонил мне с вокзала — поезд отходит через десять минут.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑл калаҫу ман атте пурнаҫӗ епле ют ҫын аллине ҫакланнипе ҫыхӑнать, Саня ӑна пӗрчӗн-пӗрчӗн пуҫтарса Энскран Таймыр патне ҫитерчӗ.

Это разговор о том, как жизнь моего отца, которую Саня сложил из осколков, разлетевшихся от Энска до Таймыра, попала в чужие руки.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Николай Антоныч памарӗ хӑй пурлӑхне, вӑл ӑна икӗ хут пуянлатма та ӑс ҫитерчӗ.

Николай Антоныч не отдал своего состояния, напротив — он его удвоил.

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Хӑшпӗр ӗҫсене Валя хатӗрлесе ҫитерчӗ; сӑмахран, вӑл ман доклад пирки Географически обществӑпа калаҫса татӑлчӗ.

Валя подготовил некоторые дела: он договорился, например, с Географическим обществом о моем докладе.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Юлашкинчен мана ҫак хам пӗлменни йӑлӑхтарса ҫитерчӗ, ҫитменнине Катьӑран та унӑн ашшӗ ӑҫта иккенне, вӑл виллипе чӗррине ыйтса пӗлме пулать.

В конце концов, мне надоело гадать, тем более, что можно было просто спросить у Кати, где ее отец и жив он или умер.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ӗҫе вӑл питӗ хӗрсе тытӑнчӗ, хӑй те хӗрелсе кайрӗ, сӑмсине те, ҫӳҫне те пӗтӗмпех ҫӑнӑхпа варласа пӗтерчӗ, анчах ҫак ӗҫ ӑна часах йӑлӑхтарса ҫитерчӗ, вара вӑл чустине стаканпа касасшӑн пулмарӗ, кивӗ чернил кӗленчипе касса, ҫаврӑм-ҫаврӑм мар, улт кӗтеслӗ ҫӑлтӑр пек касма пуҫларӗ.

Она принялась очень энергично, раскраснелась, вся перемазалась мукой — нос и волосы, но скоро ей надоело, и она решила вырезать не стаканом, а старой чернильницей, чтобы получились не кружочки, а звездочки.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑл пире вилес пекех йӑлӑхтарса ҫитерчӗ.

Хозяйка нам досмерти надоела.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пурнӑҫӑм мана йӑлӑхтарса ҫитерчӗ.

Жизнь моя сделалась мне несносна.

Пиллӗкмӗш сыпӑк. Юрату // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Епле турӑ илсе ҫитерчӗ сире!

Как это вас бог принес?

Тӑваттӑмӗш сыпӑк. Пӗрне-пӗри // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Ҫак вӑрӑм церемони мана йӑлӑхтарса ҫитерчӗ.

Мне надоела эта длинная церемония.

Фаталист // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Тӗнчешӗн пысӑк ҫухату мар; мана хама та чылаях йӑлӑхтарса ҫитерчӗ.

Потеря для мира небольшая; да и мне самому порядочно уж скучно.

Июнӗн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Вӑл мана кӳлешнипе тарӑхтарса ҫитерчӗ.

Она замучила меня своею ревностью.

Июнӗн 4-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

— Тусӑм, мана ҫав таврашра марри те калама ҫук йӑлӑхтарса ҫитерчӗ.

— Мой друг, мне и нездешнее ужасно надоело.

Майӑн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Седов лейтенант экспедицийӗн «Св. Фока» шхуни мана тупса Архангельска илсе ҫитерчӗ.

«Св. Фока» экспедиции лейтенанта Седова подобрал меня и доставил в Архангельск.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней