Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ҫинине (тĕпĕ: ҫи) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Паянхи пек юратса апат ҫинине астумастӑп.

Помоги переводом

Тӑххӑрмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

— Эпир пурте пӗрле пурӑнатпӑр, кам ҫӑкӑр ытларах ҫинине лайӑх пӗлетпӗр.

Помоги переводом

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Вӑл МКК-ран 2003—2004 ҫулсенче ҫулсерен китсем мӗн чухлӗ пулӑ ҫинине тӗпчеме 100 пӗчӗк йӑрӑмлӑ кит, 100 финвал тата 50 сейвал тытма ирӗк ыйтнӑ — ку сунар пуҫламалли тӗп сӑлтав пулнӑ, мӗншӗн тесен пулӑҫсем шутланӑ тӑрӑх китсем питӗ нумай пулӑ ҫиеҫҫӗ.

Она запросила у МКК разрешения добывать 100 малых полосатиков, 100 финвалов и 50 сейвалов ежегодно в течение 2003—2004 гг. для изучения взаимодействия китов и рыбы — серьёзный аргумент для возобновления охоты, так как рыбаки считали, что киты едят слишком много рыбы.

Кит тытас ӗҫ // Владимир Андреев. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9A%D0% ... 4%95%C3%A7

Эпӗ ҫинине ҫийӗр.

Помоги переводом

XVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Эпӗ ӑна кӑмтӑрт-кӑмтӑрт! тутарса ҫинине пӑхса тӑнӑ май хӑвӑн та куҫҫуль шӑрҫаланчӗ.

Помоги переводом

Ҫыру // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 119–121 с.

Ҫимӗҫне ҫинине те, Ҫтаппанпа хирӗҫсе кайнине те пӗлеҫҫӗ халь тин.

Помоги переводом

Пурнӑҫ йывӑҫҫи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

РФ Президенчӗ Владимир Путин Раҫҫей ҫыннисем ҫулталӑкра вӑтамран 5,4 кг сахалрах пулӑ ҫинине палӑртнӑ.

Президент РФ Владимир Путин отметил, что россияне в год в среднем потребляют рыбы на 5,4 кг меньше рекомендуемой нормы.

Путин Раҫҫей ҫыннисем пулӑ сахал ҫинине палӑртнӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... tn-3392220

Эсӗ ыйтмарӑн та ун чух ху мӗнле панулми ҫинине те.

Помоги переводом

10 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Ҫуркунне хурӑн кӑчки ҫинине, курӑк яшки хатӗрленине, ҫӗрӗк улмаран икерчӗ тунине халӗ хам та ҫӳҫенсе аса илетӗп.

Помоги переводом

Вӑрҫӑ ачисем синкерлӗ кунсен чӗрӗ палӑкӗсем // Пурнӑҫ ҫулӗпе. http://alikovopress.ru/varca-achisem-sin ... kesem.html

— Эсӗ мӗн чухлӗ ҫинине лайӑх куртӑм ӗнтӗ.

Помоги переводом

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

— Мӑйӑр катса ҫинине пӑхса ларма интереслӗччӗ.

Помоги переводом

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Малашне хӑй кам ҫӑкӑрне ҫинине манмӗ, — пелтерчӗ хусах Укаслӑва.

Помоги переводом

Вутпа вут, хутпа хут // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хӗр пӑхма кайсассӑн ялан чи малтан мӗнле ҫинине курасшӑн ҫунатчӗ.

Помоги переводом

Ҫул ҫинче // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӑл хӑй ҫисе-тутанса курман та, ҫапах ялти пуп ҫинине чӳрече витӗр курнӑ.

Помоги переводом

Тӗнче тӑрӑх хавха ҫӳрет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хӑпарту сӑмсине уйӑрса хунӑ ҫӗрех Ҫтаппан кӑлпасси касса хучӗ те: — Пӳлӗхҫӗм ҫырлахтӑр, Татьяна. Эпир мӗн ҫинине эсӗ те ҫи. Эпир мӗн ӗҫнине эсӗ те ӗҫ. Эпир тутӑ, эсӗ те тутӑ пул. Йывӑр тӑпру ҫӑмӑл пултӑр. Чуну сӗтлӗ кӳлӗре ҫӳретӗр, — тесе пӑшӑлтатрӗ.

Помоги переводом

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Унӑн йӑли ҫакнашкал: аякри ҫултан таврӑнсан ҫеҫ мар, кӳршӗрен таврӑнсан та лаши мӗнле тӑнине пӑхмасӑр е апатне кӑмӑртаттарса ҫинине итлемесӗр пӳрте кӗмен вӑл.

Помоги переводом

XI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Лаши мӑйӑр пек тулли тӗшӗллӗ сӗлле кӑмӑртаттарса ҫинине пӗр самант ӑшпиллӗн пӑхса тӑрсан: — Ҫи, ҫи, Машук. Сана сӗлӗ ҫитерме тивӗҫ. Эсӗ мана ялйышран малтан тырӑ акса пӗтерме пулӑшрӑн, — тесе, лашине ҫамкинчен савса илчӗ.

Помоги переводом

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хӑшӗ мӗнле ҫинине сӑнать, хӑй валли чипертерех савнӑ мӑшӑр суйлать вӑл тейӗн.

Помоги переводом

Улӑхра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Манман ӑна Иливан, хӑйӗн пек тарҫӑра пурӑнакан хӗр ачана та, уншӑн патак ҫинине те манман.

Помоги переводом

8. Кӑрмӑш ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Янтул малтанах кайса лартнӑ кункӑрана сӑсӑлне силлерӗ те пӗр хушӑ сыснисем мӗнле ҫинине пӑхса тӑчӗ.

Яндул засыпал в колоду приготовленные отруби и некоторое время наблюдал за чавкающими свиньями.

Кӗркунне // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней