Поиск
Шырав ĕçĕ:
Тимофей Ильич куҫӗсем ҫинех усӑнса аннӑ ҫӑмламас куҫхаршийӗсене тӗлӗннӗ пек сиктерсе илчӗ, унтан, йывӑррӑн ҫӗкленсе, уксахласа, хӑйӗн кӗтесре тӑракан туйи патнелле кайрӗ.
XVIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Эсир Родниковски ҫинех пӑхса илӗр-ха — акӑ вӑл, пирӗн ӗмӗт, пӗтӗмпех сирӗн умӑрта! —— Взгляните хотя бы на Родниковскую — вот она, наша мечта, вся перед вами! —
III // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
— Хам ҫинех килсе кӗтӗрччӗ!»
XXIV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Осип Михайлович юнпа вараланса пӗтнӗ кӑвак мӑйӑхӗсене ҫӳлелле ҫӗклентерчӗ, халӑх хушшинче Макарихӑна куҫӗпе шырарӗ, вӑл халӑх хускалнӑ вырӑнта тӑнине курчӗ те аллине ҫӳлелле ҫӗклерӗ, — ҫанӑ ҫӗтӗкӗсем вара алли тӑрӑх хулпуҫҫийӗ ҫинех шуса анчӗҫ.
XXIII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Пуртти пылчӑк ҫинех выртса юлчӗ.
XX // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Пуҫне унӑнне хулпуҫҫийӗ ҫинех лартса янӑ, тейӗн, мӑйсӑр пек курӑнать вӑл, тӑнлавӗсем ҫаралса кайнӑ.На его голове, посаженной низко, на самые плечи, сильно облысели виски.
IX // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Урапасем ҫине вӗсем михӗсем, ула пирпе ҫыхнӑ тӗркесем ывӑтаҫҫӗ, ҫав тӗркесем ҫинех ҫухӑракан ачасене хӑпарта-хӑпарта лартаҫҫӗ, пур ҫӗре те такана, ухват, турчӑка таврашне чике-чике хураҫҫӗ.Они кидали на телеги мешки и узлы из пестрого рядна, усаживали на них ревущих ребят.
II // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Пӑшалӗсене командира пачӗҫ те ачасем, куртка тӳмисене ярса, ӳт ҫинех ҫыхнӑ пионер галстукӗсене салтрӗҫ.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Володя та хунар ҫинех пӑхать.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Малта ларакансем учитель ҫине пӑхайми пулчӗҫ, е аяккалла пӑхаҫҫӗ, е пуҫсене парта ҫинех усса лараҫҫӗ.
Улттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Кашнин ҫинех Владимир Владимирович тивӗҫлӗ хурав пачӗ».
Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн В.В.Путинӑн журналистсемпе ирттернӗ пресс-конференцийӗн хаклавӗ // Хӗрлӗ ялав. http://gazeta1931.ru/urmary/3670-ra-ej-f ... -n-khaklav
Вӑхӑтлӑха чухӑнсен хӳтлӗхсӗр масарӗ ҫинех леҫме лекмӗ-ши ӑна…
Пӗртӑвансем // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 115–130 стр.
— Лао-сань каланӑ тӑрӑх, Лао-ун облигаци илсе пӗтернӗ укҫине пӗтӗмӗшле шута кӗртме ҫук, ҫавӑнпа та унӑн ҫав укҫана хӑй ҫинех илме лекет.
Пӗртӑвансем // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 115–130 стр.
Пурҫӑн халатне сак ҫинех пӑрахнӑ.
XXIV // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Сӗтел ҫинех юнланса пӗтнӗ сӑхман, ҫупа пӗҫернӗ пашалу татӑкӗ, хурчкана ҫитерме тесе ҫӑлнӑ, ҫурса таткаланӑ чавка вилли пӑрахнӑ.
XVI // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Веткин ӗнтӗ сӗтел ҫинех хӑпарса тӑнӑ та туйӑмлӑ ҫинҫе сассипе ҫӳллӗн илтерет:Веткин стоял уже на столе и пел высоким чувствительным тенором:
XIX // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Куҫҫуль пӗрчисем куҫ ҫинех тухса ларчӗҫ, анчах Ромашов вӗсене шӑлмарӗ.
XVI // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Куҫӗсем Бек-Агамаловӑн ҫамки ҫинех тухса ларнӑ, хӑрушшӑн ялкӑшаҫҫӗ, шатӑр ҫыртнӑ шурӑ шӑлӗсем тискер кайӑкла хаяррӑн ейӗлнӗ.Его глаза выкатились и дико сверкали, крепко сжатые белые зубы были хищно оскалены.
XIV // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Ячӗ унӑн академири ылттӑн хӑма ҫинех ҫырӑннӑ.
II // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Лешӗ шӗлепкесӗрччӗ, ҫавӑнпа Ромашов унӑн ҫинҫерех кӑна тӗп-тӗрӗс сӑмсине, пӗчӗк те кӑп-кӑпӑш тулли тутине, пуҫӗ варрипе тӳп-тӳррӗн уйрӑлса ӳкнӗ, танлавне, куҫ харши вӗҫӗсемпе хӑлхисене хупласа, питҫӑмартисем ҫинех аннӑ хумлӑ-хумлӑ та йӑлтӑркка хура ҫӳҫне васкавлӑн, анчах уҫӑмлӑн курса юлма ӗлкӗрчӗ.
II // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.