Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ҫивӗтне (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хамӑн пӳртӗм, хамӑн вӑрманӑм, хамӑн юратӑвӑм вырӑнне ҫав гостинӑйсене, ҫав аялтан ют ҫын ҫивӗтне чиксе янӑ, ҫӳҫне помада сӗрсе тултарнӑ хӗрарӑмсене, ҫав килӗшӳсӗр пӑркаланакан тутасене, ҫав пытарса хунӑ тата пӑсса пӗтернӗ вӑйсӑр ӳт пайӗсене, ҫав гостинӑйсенчи калаҫу текен, анчах ҫапла теме нимӗнле тивӗҫлӗх те ҫук сӳпӗлтетӳсене куҫ умне тӑратсанах эпӗ чӑтма ҫук йӗрӗнетӗп.

Как только представятся мне вместо моей хаты, моего леса и моей любви эти гостиные, эти женщины с припомаженными волосами над подсунутыми чужими буклями, эти неестественно шевелящиеся губки, эти спрятанные и изуродованные слабые члены и этот лепет гостиных, обязанный быть разговором и не имеющий никаких прав на это, — мне становится невыносимо гадко.

XXXIII // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.

Паян Чжао Ци-е лавкки умӗпе иртсе пыраттӑм та вӑл яланхиллех леш кӗнекине вуласа ларнине курах кайрӑм, ҫивӗтне каллех пуҫ тӳпине ҫавӑрса хунӑ хӑй, кӑвак халатне те хывса пӑрахнӑ.

Иду это я сегодня мимо кабачка, смотрю, господин Чжао опять со своей книгой сидит, только он уже не в голубом халате, да и косу свернул на макушке.

Хускану // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 54–66 стр.

Сӗтӗрӗнсе ҫӳрерӗн те, унта санне ҫивӗтне татса ячӗҫ!

Вот и доездился — там ему косу и остригли!

Хускану // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 54–66 стр.

Революци хыҫҫӑн ҫивӗтне даосск манахӗсем пек пуҫ тӳпине пӗтӗрсе хунӑ та вӑл: Чжао Цзы-лун пурӑннӑ пулсан, Поднебеснӑйра хальхи пек йӗркесӗрлӗх пулмӗччӗ те, тенӗ ҫине-ҫинех ассӑн сывласа.

После революции он закрутил свою косу на макушке, точно даосский монах, и часто со вздохом твердил: будь жив сейчас Чжао Цзы-лун, в Поднебесной не поднялась бы такая смута.

Хускану // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 54–66 стр.

Нумаях та вӑхӑт иртмерӗ, тахӑшӗ шӑпах ҫав надзирателӗн ҫивӗтне касса янӑ та хӑй таҫта пытаннӑ.

— А помнишь, вскоре у самого надзирателя срезали косу, и ему пришлось скрыться.

Ҫӳҫ ҫинчен // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 46–53 стр.

Ахӑртнех, Катя ҫивӗтне лайӑх пуҫтарайман курӑнать.

наверно, она плохо заколола косы…

Ҫирӗм виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Катька ларчӗ те эпир калаҫма тӑнӑ хушӑра тек хӑй ҫивӗтне кышлакаларӗ.

Она уселась и нетерпеливо грызла косу все время, пока мы разговаривали.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑл чупса кайрӗ те калпакне тӑхӑнса килчӗ, урӑхланма та ӗлкӗрнӗ ӗнтӗ вӑл, ҫивӗтне хӑюсем янӑ.

Она убежала и через несколько минут пришла в шапочке, уже другая, важная, с ленточками в косах.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫанталӑк сивӗ тӑратчӗ, пуҫне вӑл нимӗн те тӑхӑнманччӗ, хура ҫӳҫне икӗ пая уйӑрса туранӑ, пӗр ҫивӗтне ҫӑварне хыпнӑ.

На дворе был мороз, она без шапки, темные волосы на прямой пробор, одна коса засунута в рот.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Эсӗ куртӑм, тетӗн, — терӗ вӑл, — эсӗ кайса калатӑн! — унтан пӗтӗм вӑйран тӗртсе, мана кимӗ ҫинчен шывалла усӑнтарчӗ, иксӗмӗр те кимӗ ҫинчен пилӗк таран шывалла усӑнса тӑтӑмӑр, унӑн ҫӳҫӗ шывах перӗнет; ҫакӑ вара чи хӑрушӑ самант пулчӗ: эпӗ чӗркуҫҫипе кимӗ тӗпӗнчен хирӗнтӗм те хӑрах аллӑмпа унӑн ҫивӗтне ярса тытрӑм, тепринпе мӑйӗнчен ярса илтӗм те, тинех вӑл тумтирӗмрен аллисене вӗҫертрӗ, вара пӗр самантрах ӑна эпӗ хум ҫинелле ывӑтса ятӑм.

«Ты видел, — отвечала она, — ты донесешь!» — и сверхъестественным усилием повалила меня на борт; мы оба по пояс свесились из лодки, ее волосы касались воды: минута была решительная, я уперся коленкою в дно, схватил ее одной рукой за косу, другой за горло, она выпустила мою одежду, и я мгновенно сбросил ее в волны.

Тамань // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Пуҫа ҫӗклесе пӑхатӑп: эпӗ пурӑнакан пӳрт тӑрринче ҫивӗтне салатса янӑ хӗр ача тӑра парать, хӑй ярӑм-ярӑм тӑрӑхла кӗпе тӑхӑннӑ арҫури пекех ӗнтӗ!

Я поднял глаза: на крыше хаты моей стояла девушка в полосатом платье с распущенными косами, настоящая русалка.

Тамань // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней