Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ҫапӑҫнине (тĕпĕ: ҫапӑҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл капитан Енакиевӑн икӗ туппи тата Ахунбаев батальонӗн юлашкийӗсем, пур патронсене те персе пӗтерсе, хӑйсене пур енчен те хупӑрласа илнӗ нимӗҫсене хирӗҫ хӗрӗх минута хушши ручной гранатӑсемпе ҫапӑҫнине, гранатӑсем пӗтсен вӗсем штыксемпе, кӗреҫесемпе, алла мӗн лекнӗ — ҫавӑнпа ҫапӑҫнине пӗлмен.

Он не знал, что две пушки капитана Енакиева и остатки батальона Ахунбаева, расстреляв все патроны, в течение сорока минут отбивались от окружавших их немцев ручными гранатами, а когда не стало гранат, то они дрались штыками, лопатами, чем попало.

26 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948

Ваня капитан Енакиева епле те пулин хӑй ҫине ҫавӑрӑнтарса пӑхтарсан, вӑл пӑхсан вара ӑна дистанци уҫҫине кӑтартса: «Сывлӑх сунатӑп, капитан юлташ», — тесе каласан, пӗр сӑмахпа, вӑл та хӑйсен орудийӗпе кунта пулнине, вӑл та, ытти салтаксем пекех, ҫапӑҫнине систерсен питӗ аван пуласси ҫинчен шухӑшласа ҫитерме те ӗлкӗреймерӗ — ҫав самантрах малта вӑйсӑр пӑшал сасси шаплатрӗ те, хӗрле ракета ҫӳлелле вӗҫсе хӑпарчӗ.

Не успел Ваня подумать, что было бы очень хорошо как-нибудь обратить на себя внимание капитана Енакиева, улыбнуться ему, показать дистанционный ключ, сказать: «Здравия желаю, товарищ капитан», – словом, дать ему понять, что он тоже здесь вместе со своим орудием и что он так же, как и все солдаты, воюет, – как впереди хлопнул слабый выстрел и взлетела красная ракета.

25 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948

Мария Ухсай Октябрьти революци чӑваш ялӗсене ырлӑхпа ирӗк кӳнине, суха ҫыннисем патшалӑх тытма вӗреннине, халӑх хӑй телейӗшӗн паттӑррӑн ҫапӑҫнине кӑтартас пархатарлӑ тӗллев лартнӑ.

Помоги переводом

1962 ҫулхи чӑваш литератури. Прозӑ // Г. Я. Хлебников. «Вопросы чувашского языкознания и литературоведения». Ученые записки, выпуск XXVI, Чебоксары — 1963. 206–226 стр.

13. Вӑл тавҫӑрусӑр ҫын пулман, мӗншӗн ӑнӑҫсӑр ҫапӑҫнине хӑй тӗллӗн тишкерсе хакланӑ та ҫакна ӑнланса илнӗ: еврейсене ҫӗнтерме ҫук, мӗншӗн тесессӗн вӗсене Пурне те Пултаракан Турӑ пулӑшса пырать; ҫавӑнпа вӗсем патне ҫын янӑ, 14. вӑл саккунлӑ ыйтусене йӑлтах тивӗҫтерсе тӑма пулнӑ, патшана та вӗсенӗн тусӗ пулма ӳкӗте кӗртессе шантарнӑ.

13. Будучи же небессмыслен и обсуждая сам с собою случившееся с ним поражение, он понял, что Евреи непобедимы, потому что всемогущий Бог споборствует им; посему, послав к ним, 14. уверял, что он соглашается на все законные требования и убедит царя быть другом им.

2 Мак 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

35. Хӑйӗн ҫарӗ тарнине тата Иудӑн ҫар ҫыннийӗсен харсӑрлӑхне, вӗсем пурӑнӑҫне хӗрхенмесӗр паттӑррӑн ҫапӑҫнине курса, Лисий Антиохие кайнӑ, унта ют ҫӗр ҫыннисене темӗн чухлӗ пуҫтарса пысӑк ҫар пухнӑ та каллех Иудейӑна кайма шут тытнӑ.

35. Лисий, увидев бегство войска своего и храбрость воинов Иуды, и что они готовы или жить или умереть отважно, отправился в Антиохию, набрал чужеземцев и, увеличив бывшее войско, думал снова идти в Иудею.

1 Мак 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

6. Хӑйне пур енчен те тӑшман хӗснӗ чухне вӑл Ҫӳлти Турра тархасланӑ та — аслӑ Ҫӳлхуҫа илтнӗ ӑна: 7-8. суя тӗнлисем унӑн пӗтӗм кӑралне пӗлччӗр тесе, вӑл Ҫӳлхуҫа умӗнче ҫапӑҫнине, вӑл Пурне те Пултаракан ирӗкне тунине пӗлччӗр тесе, Вӑл тӑшманла халӑх ҫине хӑватлӑ вӑйӗпе чул евӗрлӗ пӑр ҫутарнӑ, хирӗҫ тӑракансене ту тайлӑмӗнче пӗтерсе пӑрахнӑ.

6. Он воззвал ко Всевышнему Владыке, когда со всех сторон стеснили его враги, и великий Господь услышал его: 7. камнями града с могущественною силою бросил Он на враждебный народ и погубил противников на склоне горы, 8. дабы язычники познали всеоружие его, что война его была пред Господом, а он только следовал за Всемогущим.

Сир 46 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

[Давид псаломӗ, Голиафпа ҫапӑҫнине аса илсе.]

[Псалом Давида на единоборство с Голиафом.]

Пс 151 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

28. Иеровоамӑн ытти ӗҫӗсене, вӑл мӗн-мӗн тунине пурне те, тата унӑн паттӑрла ӗҫӗсене, вӑл епле ҫапӑҫнине, Иуда аллинче пулнӑ Дамаскпа Емафа Израиле тавӑрса панине Израиль патшисенӗн ҫулсеренхи кӗнекинче ҫырса кӑтартнӑ.

28. Прочее об Иеровоаме и обо всем, что он сделал, и о мужественных подвигах его, как он воевал и как возвратил Израилю Дамаск и Емаф, принадлежавших Иуде, написано в летописи царей Израильских.

4 Пат 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

15. Иоасӑн ытти ӗҫӗсене, вӑл мӗн-мӗн тунине пурне те, тата унӑн паттӑрла ӗҫӗсене, вӑл Иудея патшипе Амасияпа епле ҫапӑҫнине Израиль патшисенӗн ҫулсеренхи кӗнекинче ҫырса кӑтартнӑ.

15. Прочее об Иоасе, что он сделал, и о мужественных подвигах его, и как он воевал с Амасиею, царем Иудейским, написано в летописи царей Израильских.

4 Пат 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

12. Иоасӑн ытти ӗҫӗсене, вӑл мӗн-мӗн тунине пурне те, унӑн паттӑрла ӗҫӗсене, вӑл Иудея патшипе Амасияпа епле ҫапӑҫнине Израиль патшисенӗн ҫулсеренхи кӗнекинче ҫырса кӑтартнӑ.

12. Прочее об Иоасе и обо всем, что он сделал, и о мужественных подвигах его, как он воевал с Амасиею, царем Иудейским, написано в летописи царей Израильских.

4 Пат 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

45. Иосафатӑн ытти ӗҫӗсене, унӑн паттӑрла ӗҫӗсене, вӑл мӗнле ҫапӑҫнине Иудея патшисенӗн ҫулсеренхи кӗнекинче ҫырса кӑтартнӑ.

45. Прочие дела Иосафата и подвиги его, какие он совершил, и как он воевал, описаны в летописи царей Иудейских.

3 Пат 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

19. Иеровоамӑн ытти ӗҫӗсене — вӑл мӗнле ҫапӑҫнине, патшара мӗнле ларнине — Израиль патшисенӗн ҫулсеренхи кӗнекинче ҫырса кӑтартнӑ.

19. Прочие дела Иеровоама, как он воевал и как царствовал, описаны в летописи царей Израильских.

3 Пат 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Эпӗ санӑн мӑнкӑмӑллӑхна, путсӗр чӗрӳне пӗлетӗп, эсӗ кунта ҫапӑҫнине курма килнӗ, тенӗ.

Я знаю высокомерие твое и дурное сердце твое, ты пришел посмотреть на сражение.

1 Пат 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней