Поиск
Шырав ĕçĕ:
Анчах Воропаев Цимбал ҫинчен нумай илтрӗ: вӑл партизан пулса епле ҫапӑҫни ҫинчен те, ун Ксенийӗ, ашшӗшӗн тавӑрса, епле паттӑр вилӗмпе вилни ҫинчен те илтрӗ вӑл.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Украинӑри иккӗмӗш тата виҫҫӗмӗш фронтсен войскисем Дунайшӑн ҫапӑҫни Воропаев шухӑшӗпе чи кӑткӑс маневрлӑ та юнлӑ ҫапӑҫусенчен пӗрин шутне кӗнӗ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Анчах та пӗлетӗр-и, тусӑмсем, масар ҫинче ҫапӑҫни, тепӗр тесен — лайӑх япала!А знаете, друзья, драка на кладбище — хорошая вещь в конце концов!
XIX // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Софья халӑх хӑйӗн пурнӑҫ тивӗҫӗшӗн пӗтӗм тӗнчипех ҫапӑҫни ҫинчен, тахҫан авал Германири хресченсем кӗрешни ҫинчен, ирландецсен хурлӑхӗ ҫинчен, Францири рабочисем час-часах ирӗклӗхшӗн ҫапӑҫнӑ чух тунӑ чапла ӗҫсем ҫинчен каласа пачӗ…
VI // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
«Греци партизанӗсене хирӗҫ ҫапӑҫни».
2. Хӑвӑртлӑх // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Ачисене хытӑ вӑрҫаҫҫӗ, хӗнессе те хытӑ хӗнеҫҫӗ, анчах ҫамрӑксем ӗҫсе супни те пӗр-пӗринпе ҫапӑҫни ватӑсене тӗлӗнтермест, ҫакна вӗсем хӑй йӗркипех пыракан ӗҫ вырӑнне хураҫҫӗ, — мӗншӗн тесен ашшӗсем хӑйсем те ҫамрӑк чух вӗсем пекех ӗҫнӗ, ҫавӑн пекех ҫапӑҫнӑ, вӗсене те ашшӗ-амӑшӗ хӗненӗ.
I // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Вӗсем хӗрсе кайсах тавлашнӑ: пӗрисем митинга ахалех салатса янӑшӑн вӑрҫнӑ, теприсем тата: пачах урӑхла, пурте лайӑх пулчӗ, полиципе тӗл пулса ҫапӑҫни Гомперсӑн «ытла та ачаш» сӑмаххисенчен витӗмлӗрех ӗнтӗ, тенӗ.
XXVI // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.
Матвей полиципе мӗнлерех ҫапӑҫни ҫак савӑнӑҫлӑ ҫамрӑка питӗ килӗшнӗ пулас.Веселому малому, кажется, очень понравилась манера обращения Матвея с полицией.
XXVI // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.
Вӑл Санина хӑй ҫумне лартрӗ те темиҫе кунтан хӑй кайма хатӗрленекен Париж ҫинчен, нимӗҫсем ӑна йӑлӑхтарса ҫитерни ҫинчен, вӗсем ӑслӑ пуласшӑн тӑрӑшнӑ чухне ухмах, ухмахла калаҫнӑ чухне вара кӗтмен ҫӗртенех ӑслӑ пулни ҫинчен калама пуҫларӗ; унтан сасартӑк: халӗ кунта ларнӑ офицерпа эсир нумай пулмасть пӗр хӗрарӑмшӑн ҫапӑҫни тӗрӗс-и? — тесе ыйтрӗ.
XXXVIII // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
Хӑйӗн тусӗнчен Эмиль Россия ҫинчен, унта дуэльре епле ҫапӑҫни ҫинчен ыйтса пӗлчӗ, чипер-и унта хӗрарӑмсем, вырӑсла час вӗренме пулать-и, офицер хӑвӑр ҫине тӗлленӗ чухне мӗн туйрӑр эсир? тесе ыйтрӗ.
XXVI // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
Судья хӑй умӗнче тӗксӗмӗн тӑракан хресченсене — вӗсем ҫапӑҫни ҫав тери тискер ӗҫ иккенне, апла хӑтланма юраманнине большевикла чӑтӑмлӑхпа ӑнлантарса пама тӑрӑшрӗ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
— Ҫапӑҫни вӑл сиенлӗ мар, анчах камшӑн ҫапӑҫмаллине тата мӗншӗн ҫапӑҫмаллине пӗлес пулать, — терӗ.— Драться вообще не вредно, только надо знать, кого бить и за что бить.
Иккӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Эпир ҫапӑҫни вӗсемшӗн цирк вырӑнне пулчӗ-шим?
Иккӗмӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ
Хӑюллӑ казаксем турккӑсемпе, тутарсемпе тата ляхсемпе ҫапӑҫни ҫинчен вуланӑ чухне кашниех курнӑ паллӑ картинӑна аса илчӗҫ.
Тимурпа унӑн команди // Матвей Сакмаров. Гайдар, Аркадий Петрович. Тимурпа унӑн команди: повесть; вырӑсларан М.А.Сакмаров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 102 с.
Хӑйсем партизансемпе ҫапӑҫни ҫинчен штаба суйса ҫырнӑ вӑрттӑн рапорт янӑ хыҫҫӑн вӑл йӑлтах ҫак гестаповец аллине кӗрсе ӳкнипе унпа пачах хирӗҫесшӗн пулман.
Пӗрремӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Вӑрҫӑра сӑнавлӑ ӗҫсем мар, ҫапӑҫни кирлӗ, мыскараҫӑсем мар, ҫапӑҫакансем пулмалла, — терӗ вӑл.На войне нужны действия, а не эксперименты, солдаты, а не фокусники!
Пӗрремӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Залесскинче тупӑпа пени илтӗнмен, ҫавӑнпа та Михеич партизансем нимӗҫсене хирӗҫ ҫапӑҫни ҫинчен кӗпер юсанӑ ҫӗртен таврӑннӑ ял ҫыннисенчен кӑна илтнӗ.
Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Вӑл ҫамкине пӗркелентерсе Федьӑн мӗнпур пурнӑҫне аса илесшӗн тӑрӑшрӗ: ачасен ҫурчӗ, белофинсемпе ҫапӑҫни, Катьӑпа тӗл пулни, Головлево МТС-ӗ, хирти хӗрӳ ӗҫ вӑхӑчӗ, — ҫаксем пурте куҫ умӗнче пӗр ҫыхӑнусӑр, таткаланса пӗтнӗ кино ленти евӗр шуса иртрӗҫ.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Ҫарти пурнӑҫ та, белофинсемпе ҫапӑҫни те, госпиталь те — пурте таҫта кайса кӗчӗ.Армейская жизнь, бои с белофиннами, госпиталь — все это отступило куда-то в глубокую даль.
Улттӑмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Путенесем ҫунаттисемпе шавлӑн ҫатӑлтатса ҫапӑҫни те, тӑрисем ҫывӑрас килтермелле юрлани те, Дон леш енчи ҫӗр каҫипе сивӗнмен хӑйӑр ярӑмӗсем патӗнчен юхса килекен ӑшӑ ҫил те, — пурте ҫаксем ӗнтӗркеттерсе ыйха яраҫҫӗ.
XVII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.