Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ҫапӑнчӗ (тĕпĕ: ҫапӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хирӗҫ килекен лав айне пулас мар тесе пӑрӑнчӗ те укӑлча юпине ҫамкипе пырса ҫапӑнчӗ.

Помоги переводом

Анне // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 88-89 с.

Пӗчӗк Доруца сулӑнса кайса ҫӗре ӳкрӗ, пичӗпе алӑк сулли ҫумне ҫапӑнчӗ.

Потеряв равновесие, маленький Доруца упал, ударившись лицом о косяк двери.

Пӗрремӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Вара ун пуҫӗ ҫӗре ҫӗклене-ҫӗклене ҫапӑнчӗ.

Помоги переводом

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Унтан плафон ҫине ҫапӑнчӗ те, пирус кӗлӗ ӳкнӗ пек, йӗр хӑварчӗ.

Помоги переводом

Каҫхи лӗпӗш // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 110 с.

Лешӗ стена ҫумне кайса ҫапӑнчӗ.

Помоги переводом

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Усламҫӑ, ҫӑмха пек сирпӗнсе, ҫывӑхри сӗтеле ҫапӑнчӗ, сӗтелӗ-мӗнӗпе кӗмсертетсе ӳкрӗ.

Помоги переводом

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӗрие тӳсеймен пирки, аллине витрери шыв ҫине чиксе кӑларса, тепре ҫапӑнчӗ.

Помоги переводом

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кӗҫех хулӑн пӑр катрамӗ пӳрт умӗнчи тачка вулӑллӑ йӑмрана пырса ҫапӑнчӗ те, йӑмра чӗтренсе илчӗ.

Помоги переводом

Ҫӑлӑнӑҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Унта пырса тӗкӗнчӗ, кунта пырса ҫапӑнчӗ — пур ҫӗрте те ҫыхса пӑрахнӑ пӑлхавҫӑсем.

Помоги переводом

10. Тахҫанхи туссем патӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Кӑкшан енчен ҫил варкӑше килсе ҫапӑнчӗ, кӑкӑра уҫӑлтарса ячӗ.

Помоги переводом

14. Ӗмӗтсем, ӗмӗтсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫывӑхрах хӳмене вырӑссем хыҫалтан кӑларса янӑ чул етре пырса ҫапӑнчӗ.

Помоги переводом

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тин касса килнӗ милӗкпе чун килениччен ҫапӑнчӗ думнӑй дворянин, мунча хыҫҫӑн вара уҫӑлмалла хула курма тухрӗ.

Помоги переводом

12. Икӗ хула // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ытти вара йӑлтах кутӑн-пуҫӑн пулса тухрӗ: управлени хаҫачӗ ҫине фельетон ҫапӑнчӗ.

Помоги переводом

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.

Пӗр эрне хушши вӑл, таппа ҫакланнӑ кайӑк пек, хӑйне хупласа илнӗ паллӑмарлӑхран ҫӑлӑнасшӑн унта та кунта ҫапӑнчӗ.

Помоги переводом

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 87–108 с.

Акӑ вӑл, пире хӑваласа пынӑ май, вӗҫерӗнсе кайса, кӑмака айккине ҫапӑнчӗ.

Помоги переводом

Типӗ мунча // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Тепре силлесен, тепӗр татӑкӗ кӑмака айккине ҫапӑнчӗ.

Помоги переводом

Инкексем // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Малти, мана тӗллесе, штыкне ҫӗкленӗччӗ, ун умне, кушак пек, Парамон пырса ҫапӑнчӗ.

Ну вот, первый-то в меня штыком только нацелился, а тут Парамон кошкой прыгнул и закрыл меня собой.

V // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Янтул выртма кайма хатӗрленсе пуп лашисене хапха умне ҫавӑтса тухнӑччӗ кӑна, ун ҫумне, пӑван пек, Савтепи пырса ҫапӑнчӗ.

Яндул уже вывел поповских лошадей за ворота, чтобы отправиться в ночное, как к нему подкралась Савдеби и ну рассказывать-жужжать, будто слепень:

Киремете пуҫ ҫапни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Христин упӑшки шӑн ҫӗр ҫумне кайса ҫапӑнчӗ.

Да так, что помощник дьяка не удержался на ногах и шлепнулся на мерзлую землю.

Аптранӑ кӑвакал // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Вӑл сакӑ та таҫта кайса ҫапӑнчӗ пулас, темӗн ӳкни, темскер ванса кайни илтӗнчӗ.

Послышался грохот, звон разбитого стекла — стул угодил, по всей вероятности, в буфетную стойку.

Хупахри тытӑҫу // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней