Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ҫапӑнчӗ (тĕпĕ: ҫапӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл чӗркуҫленсе ларчӗ, тутисемпе кӗнеке енне туртӑнчӗ, лайӑххӑн куҫаймарӗ пулас-и, вӑйлӑрах тайӑлӑнчӗ те тытӑнкине ҫухатрӗ, вара ҫамкипе ҫӳлӗк ҫумне пырса ҫапӑнчӗ.

Он сел на колени и потянулся губами к книге, не рассчитав расстояния, сильно наклонившись, Сергей потерял равновесие и ткнулся лбом в полку.

2 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.

Ҫав кун вӑкӑрсене пула пӗрре ҫеҫ мар нуша тӳссе пӑхнӑ Прохор аяккалла ывтӑнса кайрӗ, пуҫӗпе урапа кӳпчекне ҫапӑнчӗ те мӗнле ӳкнӗ ҫаплах ҫывӑрса кайрӗ.

Прохор, бывший в этот день не первой жертвой бычиной ярости, отлетел в сторону, ударился головой о ступку колеса, тотчас же уснул.

LX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Икӗ юхӑм пӗр-пӗрне пырса ҫапӑнчӗ те, казаксем сапаланса кайрӗҫ, пурнӑҫ асар-писеррӗн ҫавӑрӑнса пӑтранма тытӑнчӗ.

Толканулись два течения, пошли вразброд казаки, и понесла, завертела коловерть.

XXIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Хирӗҫ мӗн те пулин хуравласа калас вырӑнне Лукинична пуҫӗпе ҫӗр урайне ҫапӑнчӗ, вилнӗ упӑшкишӗн шӑппӑн ӑша кайнӑ сасӑпа хӳхлесе йӗрсе ячӗ:

Вместо ответа Лукинична стукнулась головой о земляной пол, глухо, надорванно заголосила по мертвому:

XXIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Сулӑнкара Григорий ҫуни хирӗҫ килекен лав ҫинче силленсе шыракан алла ӳречипе ҫапӑнчӗ, алӑ уҫӑмсӑррӑн таклатса илчӗ…

Наклески саней Григория на раскате ударились о торчавшую из проезжавших саней руку, и она отозвалась глухим, чугунным звоном…

XXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Лаша шуса кайрӗ те чанк! кӑна пӑр ҫине ҫапӑнчӗ, пуҫне те ҫӗклеймерӗ.

Конь посклизнулся, вдарился со всех ног и головы не приподнял.

XIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Урса кайнӑ тахӑш лаши кӗсре купарчине кӑкӑрӗпе пырса ҫапӑнчӗ те, Кошевой, ывӑтса янӑ чул пек, йӗнер ҫинчен вӑркӑнса кайрӗ.

В круп его кобылицы грудью ударилась какая-то обезумевшая лошадь, и Кошевой, как кинутый пращой, вылетел из седла.

III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Кривошлыкова каласа пӗтерме те памарӗҫ; пукан, ура айӗнчен вӗҫерӗнсе тухса, тахӑшӗ пӑрахса хӑварнӑ тимӗр кӗреҫе ҫине ҫитсе ҫапӑнчӗ.

Кривошлыкову не дали окончить речь: табурет вылетел из-под ног, стукнулся о брошенную кем-то лопату.

XXX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Тӗттӗмре Бунчук чӗркуҫҫийӗпе арча кӗтессине ҫапӑнчӗ, ыратнине туймасӑр, хыттӑн алӑка туртса уҫрӗ.

В темноте Бунчук стукнулся коленом об угол его, — не чувствуя боли, рванул дверь.

IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Вӑл водокачкӑн тӗттӗм стени ҫумне ҫурӑмӗпе хыттӑн нӑчлатса пырса ҫапӑнчӗ те ҫавӑнтах тӳрленсе тӑчӗ, ӑнланчӗ:

Глухо ударившись спиной о стену водокачки, он выпрямился, понял:

XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Варринче пыракан пӗрене чул ҫине ҫав тери хыттӑн ҫапӑнчӗ те шыв ҫине унӑн хура хупписем сиксе тухрӗҫ.

«Коренник» чесанул боком о гранит с такой силой, что на воде показались темные обломки коры.

XXV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Варринче пыракан пӗрене пуҫӗ чул ҫине пырса ҫапӑнчӗ, пӗр самант хӳрине ҫиллес пӑркаласа тӑчӗ.

А «коренник» ткнулся носом в камень, с минуту постоял, сердито поводя хвостом.

XXV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Тем пысӑкӑш тӑпра катӑкӗ ӑна пуҫӗнчен пырса ҫапӑнчӗ, куҫсене тусанпа хупласа хурса, йывӑррӑн пусарса лартрӗ.

Глыба земли жмякнула ему в голову, запорошив глаза, придавила тяжестью…

20 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ҫӳллӗ кӗлеткеллӗ нимӗҫ учӗ ӑмрипе унӑн утне аякран пырса ҫапӑнчӗ, ӑна кӗҫех ура ҫинчен йӑвантарса яратчӗ.

Рослый немецкий конь грудью ударился о бок его коня, чуть не сшиб с ног.

8 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Вӑрман хыҫӗнчен тупӑ сасси янӑрама пуҫларӗ; ку хутра вӑл салтаксен хӑлхине мӗнпур вӑйпа ҫитсе ҫапӑнчӗ, утсене сехрелентерсе пӑрахрӗ.

За лесом пухнул орудийный гул; теперь он потрясал слух всадников, заставляя настораживаться лошадей.

5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ӑна Григорий аллипе тӗртсе ячӗ те, вӑл, куллине татса, ҫурӑмӗпе витен ҫуркамлӑ стени ҫумне ҫитсе ҫапӑнчӗ.

И, обрезав смех, глухо стукнулся спиной о рубленую стену конюшни, откинутый Григорием.

2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Григорий ҫине алӑк патнелле аллипе хыпашласа пыракан урядник Попов ҫитсе ҫапӑнчӗ.

На него наткнулся ощупью пробиравшийся к дверям урядник Попов.

2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ястреб ятлӑ сӑрӑ тӗслӗ ватӑ йытӑ, пӗтӗм вӑйран пынӑ ҫӗрте кашкӑр урлӑ ыткӑнса кайса, ҫӗре персе анчӗ, малти урисене хуҫлатса, ватӑ ама йытӑ, чарӑнас тесе, купарчипе муклашкаллӑ тӑпрана шӑйӑрттарса илчӗ; чарӑнаймасӑр, кашкӑр ҫине ҫитсе ҫапӑнчӗ.

Седой кобель Ястреб с разлета перемахнул через него и упал, поджимая передние ноги; старая сука, пытаясь остановиться, чертила задом бугристую пахоту, не удержавшись, напоролась на волка.

17 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Ан я-а-арр! — килсе ҫапӑнчӗ Григорий хӑлхине ҫухӑрнӑ сасӑ.

— Тра-а-ави-и-и!.. — доплеснулся до Григория крик.

17 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ҫуна сасартӑк шыв айӗнчен тӑратса тӑракан сӑвай юпи ҫине (нумаях пулмасть кӗпере юхтарса кайнӑ иккен) ҫитсе ҫапӑнчӗ те тӗлӗнмелле ҫӑмӑллӑн тепӗр майлӑ ҫаврӑнса ӳкрӗ.

Сани резко стукнуло о торчавшую из воды сваю (след унесенного моста) и перевернуло с диковинной ловкостью.

17 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней