Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ҫавӑрма (тĕпĕ: ҫавӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Анчах, яланхи пекех, ваттисене хисеплес йӑларан тухмасӑр: — Юрӗ… Хушмастӑн пулсан, хальчченхи пекех чӗнӗп. Анчах уссӑрах харкашатӑн. Халь ӗнтӗ пирӗн пурнӑҫа тепӗр май ҫавӑрма ҫук, — терӗ.

Помоги переводом

XVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Е ӑна ҫавӑрма пӗлмерӗм-и?

Помоги переводом

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫтаппан Макҫӑм кӑмӑлне ҫавӑрма тӑрӑшрӗ:

Помоги переводом

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Сире ҫавӑрма нумаях кирлӗ мар.

Помоги переводом

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Микула ыхлаҫлӑ каланине питех ӗненмерӗ пулсан та, Лукарье хавасланчӗ: «Хӗрӗ ҫук каччӑна ҫавӑрма ҫӑмӑлрах!»

Помоги переводом

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫавине Аркадие тыттарса, хӑйрине ҫавӑрма тытӑнчӗ.

Помоги переводом

XVII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫтаппан Огуречниковӑн кӑмӑлне ҫавӑрма васкарӗ:

Помоги переводом

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анчах вӑл, кумӑшӗ сӗннине йышӑнас вырӑнне, ҫине тӑрсах ӑна тепӗр майлӑ ҫавӑрма тӑрӑшрӗ.

Помоги переводом

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Акӑ вӗсем турткалашма, пӗр-пӗрне ҫавӑрма пуҫларӗҫ.

Помоги переводом

Акатуй // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Сан пек шар курнӑ ҫынсене патшалӑх ҫурт-йӗр ҫавӑрма укҫасӑрах вӑрман памалла.

Помоги переводом

Ҫывӑрмалӑх ӗҫленӗ паян // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫак куна суйласа илнӗ ҫӗнӗ ҫемье ҫавӑрма ҫамрӑксем.

Помоги переводом

55 ҫул - юратӑва упраса // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. http://putpobedy.ru/publikatsii/11112-55 ... -va-uprasa

Эсир халӗ тӑва та тепӗр май ҫавӑрма пултаратӑр.

Сейчас вы способны перевернуть горы.

50-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ара, чавкана йӑва ҫавӑрма ҫемҫе ҫӑм кирлӗ мар-и?

Помоги переводом

11. Тата тепӗр тупа // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ял йӗри-тавра ҫӗр чав-тарма, йывӑҫ турттарса хӳтлӗх тутарма ӗлкӗрчӗ вӑл, кирпӗчрен е чултан хӳме ҫавӑрма вӑй ҫитереймерӗ.

Помоги переводом

20. Юхӑма хирӗҫ ишме йывӑр // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӑрман каснӑ, йывӑҫ турттарнӑ, чул-кирпӗч пушатнӑ хушӑра тахӑш вӑхӑтра ӗлкӗреҫҫӗ ӑстасем хӑйсем валли йӑва ҫавӑрма.

Помоги переводом

9. Ашшӗпе ывӑлӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Аҫуна Утямӑш майлӑ ҫавӑрма хушса ячӗҫ-и?

Помоги переводом

7. Туканаш // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Князь хӑй мӑрсасене илӗртме, вӗсен кӑмӑлне ҫавӑрма пӗлетчӗ вара.

Помоги переводом

7. Туканаш // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тин килсе кӗнӗ Мухамедьяр сывлӑш ҫавӑрма ӗлкӗрейменччӗ-ха, сӑвӑ вулама пӗрре те хатӗр марччӗ вӑл, ҫапах хӑйне часрах алла илчӗ те хавхаланнӑ пек пулса пӗр хӗрӳлӗхсӗр вулама пикенчӗ:

Помоги переводом

7. Поэтпа хан // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Мӗн те пулин шутласа тупать унта, ҫын кӑмӑлне ҫавӑрма нумай кирлӗ-и?

Помоги переводом

4. Вӑрҫӑ йӗрӗпе // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Нумай кирлӗ-и ҫамрӑк хӗре ҫавӑрма?

Помоги переводом

VII // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 15–35 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней