Поиск
Шырав ĕçĕ:
Серёжа вӗсем тавра ҫаврӑнкаласа ҫӳрет, унӑн шухӑшӗсем те пӗр япала ҫинче кӑна, ӑшчикӗнче темле канӑҫсӑрлӑх хускалнӑ, ҫавӑнпа вӑл шавламасть, амӑшӗпе Коростелев хӑҫан калаҫса ывӑнассине кӑна кӗтет.
Велосипед туянаҫҫӗ // Василий Игнатьев. Панова В. Ф. Серёжа: повесть; Василий Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.
Фашистсем бомбисене пӑрахса пӗтерессе кӗтсе, лётчик ҫаврӑнкаласа вӗҫсе ҫӳреме пуҫланӑ.
Пӑтӑрмах // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Поляр лётчикӗ: калавсем; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 248 с.
Ҫӗрле эпӗ хам самолёт ҫунса кайнӑ вырӑнта чылайччен ҫаврӑнкаласа ҫӳрерӗм.
Кӗтмен япала // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Поляр лётчикӗ: калавсем; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 248 с.
Унӑн пӗтӗм ӳт-пӗвӗ ыратать, ҫавӑнпа та вӑл турткаланса енчен енне ҫаврӑнкаласа выртрӗ.Все его члены онемели, и он, наслаждаясь, вытягивал их, поворачивался с боку на бок.
VI // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.
Пӑвана каялла камерӑна илсе кайрӗҫ; вӑл, ҫав тери хытӑ кулянса, койка ҫине ӳкрӗ те, — хытӑ ҫилленсе кӑшкӑрашнӑ хыҫҫӑн вӑл яланах ҫавӑн пек пулнӑ, — ним хускалмасӑр, ним шухӑшламасӑр каҫченех ҫаврӑнкаласа выртрӗ.
IV // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.
Чкалов малтанах, ҫаврӑнкаласа, ҫӳлелле хӑпарнӑ, унтан вара Николаевск хули еннелле тытнӑ.Чкалов сначала набирал высоту кругами, а потом пошел на Николаевск.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Валерий Чкалов: повесть; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 214 с.
«Лимонран туни. Жорж Бормон», тесе ҫырнӑ конфет хучӗ крыльца ҫинчен вӗҫсе анчӗ, сывлӑшра ҫаврӑнкаласа, тӗм ҫине ларчӗ.
Шапа хуранӗсенчен тунӑ мӑй ҫыххи // Михаил Рубцов. Чумаченко А.А. Уйӑх ҫынни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.
Ун айӗнче йӗнер пӑрани ҫине тӑрса, нимӗҫ вахмистрӗ ерипен кӑна ҫаврӑнкаласа ҫӳрет.Под ней, привстав на стременах, медленно поворачивался немецкий вахмистр.
ХХIII сыпӑк // Андрей Краснов. Катаев В.П. Эпӗ — ӗҫхалӑх ывӑлӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 112 с.
Ременюксем патне авӑ Одессӑран пӗр матрос килнӗ — вӑл халӗ те Любка тавра ҫаврӑнкаласа ҫӳрет — «Алмаз» ятлӑ пӑрахутран хӗрсем валли пӗр пӑт та пулӗ сарӑ каштан илсе килнӗ.
XIII сыпӑк // Андрей Краснов. Катаев В.П. Эпӗ — ӗҫхалӑх ывӑлӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 112 с.
Нимӗн ӑнланман Саида картлашка ҫинче чарӑнса тӑчӗ, ирӗксӗртенех ҫаврӑнкаласа пӑхрӗ.Саида в недоумении остановилась на ступеньках, невольно огляделась.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.
Хӗвел ҫутинче куҫӗсене хӗссе ҫак ҫын чӑтӑмсӑррӑн тӳпенелле пӑхать, самолет пур енчен те курӑнма пултарнӑ пекех, вӑл пӗр енчен тепӗр еннелле ҫаврӑнкаласа кӑна тӑрать.
Иккӗмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.
Вӗсем енчен енне ҫаврӑнкаласа хӑпарчӗҫ те, шывра шап-шуррӑн курӑнса, вырӑнтан тапранаймасӑр чӳхенсе тӑчӗҫ.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.
Маҫак пӗр вырӑнта темиҫе хутчен ҫаврӑнкаласа илчӗ, хӳрине пӑлтӑртаттарчӗ: эпӗ сире ӑнлантӑм, утӑр ман хыҫҫӑн, терӗ пулас та чупа пачӗ.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.
Шкултан таврӑннӑ чухне Алёнка каялла ҫаврӑнкаласа пӑхатчӗ, анчах шурӑ ҫӳҫлӗ, сарӑ портфеллӗ ача ҫукчӗ ӗнтӗ…
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.
Сухаллӑ инженер малтан утса пырать, вӗсем ҫине ҫаврӑнкаласа пӑхать: вӗсене пулӑшасшӑн, анчах унӑн хӑйӗн ӗҫӗ пур — ҫул кӑтартса пырасси, хумсене ҫапса сиресси, касатка пулӑсене хӑваласа ярасси…
Вуннӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Шывӑн васкавлӑ хумӗсем пӑр куписем ҫийӗн ҫаврӑнкаласа юхни кӗвӗ евӗр илтӗнсе тӑрать.Музыкально звенели, перетекая и крутясь воронками, быстрые водяные струи.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Вӑл яланах каялла ҫаврӑнкаласа пӑхрӗ, асра тытма тӑрӑшрӗ, шухӑшласа пӑхрӗ…
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Паян тата мӗн те пулин тума пулмӗ-ши тесе, вӑл ҫаврӑнкаласа пӑхрӗ.Он огляделся, прикидывая, нельзя ли сделать сегодня еще что-нибудь.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Батманов тӗлӗннипе таврана ҫаврӑнкаласа пӑхрӗ:
Иккӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Ун хыҫҫӑн, юра хытарса, вӗрен ҫинче цистерна ҫаврӑнкаласа кӗмсӗртеттерсе пычӗ.За ней, вращаясь на длинном тросе, тянулась цистерна, с лязгом и хрустом уминая снег.
Пӗрремӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.