Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ҫава сăмах пирĕн базăра пур.
ҫава (тĕпĕ: ҫава) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑшинн! ҫамрӑк халлӑн-хатӑррӑн е чӗррӗн-чӗнкӗлтетнӗн вашкӑнать аякранах ҫава сасси.

Помоги переводом

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Уҫланкӑ хӗррине ҫитсен Ула Тимӗр, татӑклӑ кӗрешӳ умӗн мӗн пур вӑй-халне пӗр чӑмаккана пуҫтарса карӑнтарма тӗллев тытнӑ пек, каллех чарӑнса тӑчӗ, рюкзакне тӳрлетсе илчӗ, шлепкине пусарсарах лартрӗ, шӑлавар кӗсйинчен кӑларса аллине хуҫмалла ҫӗҫӗ — ҫава ҫӗҫҫи — тытрӗ (вӑрманти тискер кайӑксенчен чылайӑшӗ ҫӗрлехи вӑхӑта юратать.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Хӗлле, лармана кайсан, каҫсерен ик-виҫ йӗке арласа тултарать, пир тӗртме ларсан, пӗр ҫип те татмасть; юр ҫине пир тӑрӑхӗсем шуратма сарсан, унӑн пирӗ пек тикӗсси, шурри ҫук; утӑ ҫулма тухсан, ҫава касмасть тесе тӑмасть; тырӑ вырма тухсан, ҫурла касмасть тесе каҫалӑка куҫласа тӑмасть.

Помоги переводом

XI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Ҫавӑнпа ялта ирхи кайӑксен юррипе ҫава туптанӑ сасӑ янӑратчӗ.

Помоги переводом

Кашлатӑр Вӑрнар вӑрманӗ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 58–66 с.

Ҫава ҫине чул тенӗ пек килсе тухрӗ.

Помоги переводом

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Аслӑ улӑх варринче Ҫава витмен курӑк пур.

Помоги переводом

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Эсӗ те ҫава хӑйраттарас терӗн-и?

Помоги переводом

XVII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пуртӑ, ҫава илсе, тимӗрҫӗ лаҫҫинелле утрӗҫ.

Помоги переводом

XVII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Палаткӑсем ҫумӗнче чӗрӗ пулӑсемлӗ пӗчӗк пӗве те пур, кӑкарнӑ путеке те, сӑпкари ачана та, ҫава туптакана та, шӑхлич калакана та… курма май пулчӗ.

Помоги переводом

Акатуйӗ кӗр! кӗрлерӗ – Ҫӗр ҫыннин ятне ҫӗклерӗ // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. http://putpobedy.ru/publikatsii/10857-ak ... tne-c-kler

— Алтансем пек ан сикӗр-ха, — терӗ Аттеней ашшӗ, ваттисен ушкӑнӗнче ҫава вырӑнне кукӑр патак тытса тӑраканскер.

Помоги переводом

3. Ҫынсене мӗн вӑрҫтарать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хирӗҫ юнаса, хӗҫ-пӑшаллӑ хуралҫӑсене ҫава е сенӗк кӑтартса утта кайма тухнӑ ҫынсем ялалла таврӑнчӗҫ.

Помоги переводом

3. Ҫынсене мӗн вӑрҫтарать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Парӑр вӑл ҫӗрпӗве ҫава аврипе!

Помоги переводом

2. Сенӗк саккунран вӑйлӑрах // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вилме хатӗрленнӗ стариксем те чӑтса тӑраймаҫҫӗ улӑха анмасӑр, чунӗсемпе ҫамрӑкланса иртен пуҫласа каҫчен ҫава туптаҫҫӗ.

Помоги переводом

2. Сенӗк саккунран вӑйлӑрах // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Утӑ ҫулнӑ чух килтех ҫӑпата тума вӗренеймен арҫын ача та, халиччен ӗне суса курман хӗр ача та аллине ҫава тытать.

Помоги переводом

2. Сенӗк саккунран вӑйлӑрах // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пӗчӗк алӑ пысӑкланать вӑл, пуртӑ-кӗреҫе, ҫурлапа ҫава тытакан пулать, чул катать, тимер туптать.

Помоги переводом

9. Шухӑшӑм, ман шухӑшӑм // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӑшшӑн-вӑшшӑн, чӑн-чан! янӑрать ҫава сасси.

Помоги переводом

Алимпи // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 33–50 с.

Ӗҫ умӗн ҫава туптама е ҫурла шӑллаттарма Гаврила патне куллен ҫынсем пухӑнатчӗҫ, черет кӗтсе лаҫ патӗнчи ҫерем ҫинче уни-куни калаҫса ларатчӗҫ, халӗ унта никам та пымасть.

Помоги переводом

Кукаҫи пылӗ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Пичче лупас айӗнче ҫава аври лартать.

Помоги переводом

Кукаҫи пылӗ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ҫава сасси сывлӑмлӑ улӑх тӑрӑх ян-ян! кайрӗ.

Помоги переводом

Улӑхра // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Атте урапа ҫине виҫӗ ҫава хунӑ.

Помоги переводом

Улӑхра // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней