Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Ҫуртсем (тĕпĕ: ҫурт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Воротынский стремяннойӗ ӑна пӗрле утнӑ май чаплӑ ҫуртсем ҫинчен ӑнлантарса пачӗ — кунта Шигалей пурӑнать, кунта Шереметев воевода вырнаҫнӑ, ку акӑ — хӑна ҫурчӗ, унпа юнашарри — тутар княҫӗсен пӳрчӗ.

Помоги переводом

12. Икӗ хула // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пурӑнма, ӗҫкӗ ӗҫме ҫуртсем лайӑх кунта — ӗлӗк Девлизер князь тутарнӑ йышлӑ хуралтӑсене йӑлтах вырӑссемпе Шигалей ҫыннисем ярса илнӗ.

Помоги переводом

10. Ылтӑн пичетлӗ хут // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Кунсӑр пуҫне унта темиҫе чиркӳ, воеводӑсем валли чаплӑ ҫуртсем, аслӑ княҫа йышӑнма уйрӑм пӳлем пулмалла, ҫӗр айӗнчен ҫӳреме пӗр ҫыранран тепӗр ҫырана вӑрттӑн ҫулсем чавмалла.

Помоги переводом

9. Ашшӗпе ывӑлӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫуртсем лайӑх, вӗсене урай сарсах тунӑ.

Помоги переводом

9. Ашшӗпе ывӑлӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Воинсем вӑл ҫуртсем ҫине ӑмсанса пӑхаҫҫӗ: каҫсерен ӑшӑ ӗнтӗ вӗсенче, ҫӗлен-калтаран та хӑрамалли ҫук.

Помоги переводом

9. Ашшӗпе ывӑлӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Чӑнах, Вязовой йӗри-тавра йывӑҫ ҫуртсем кӑмпа пек шӑта-шӑта лараҫҫӗ.

Помоги переводом

9. Ашшӗпе ывӑлӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вязовой сӑрчӗ патӗнче ҫынсем, хӑйсен ирӗкӗпе килнисем те, вӑйпа хӑваласа пынисем те, йышлансах пычӗҫ, ҫавӑнпа унта ҫуртсем те йӑвӑраххӑн курӑнчӗҫ.

Помоги переводом

9. Ашшӗпе ывӑлӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тимӗрҫӗсем ӳркенмерӗҫ, лаҫран тухма та пӗлмерӗҫ темелле, анчах темиҫе эрне ҫумӑр айӗнче терт курнӑскерсем, килти ӗҫе те манмарӗҫ — мӗн тӗттӗм пуличчен хӑйсем валли ҫӗр пӳртсем чаврӗҫ, хӑма ҫапса е пура пураса ҫуртсем турӗҫ.

Помоги переводом

9. Ашшӗпе ывӑлӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Эп каласа хунӑ, ҫӗнӗ хулара пирӗн енне каҫнӑ княҫсемпе мӑрсасем валли ятнех ҫуртсем пулаҫҫӗ.

Помоги переводом

8. Новоград Свияжский // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хӗвел ҫӳллӗрен ҫӳллӗрехе улӑхса пынӑ май юр ирӗлсе малтан ҫуртсем, унтан уй-хирсем те улаланчӗҫ, ҫырмасенче шыв шӑнкӑртатса юхма пуҫларӗ.

Помоги переводом

Тусне тупрӗ-ши? // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 31–32 с.

«Спичкӑ шӑрпӑкӗ тума кӑна ҫавӑн чухлӗ йывӑҫ кирлӗ. Ытти япаласем, ҫуртсем тума мӗн чухлӗ кирлӗ!» — шухӑшпа виҫме ҫук шут хисепӗ тухса тӑчӗ ман ума.

Помоги переводом

Хаклӑ туссем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 11–13 с.

Тинӗссенче, океансенче ҫӳреме йывӑҫран карапсем, пурӑнма ҫуртсем, хуласем, крепоҫсем тунӑ.

Помоги переводом

Хаклӑ туссем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 11–13 с.

Хӑй пурнӑҫӗнче вӑл пӗрремӗш хут вӑрӑ пек ҫуртсем ҫуммипе йӑпшӑнчӗ, пӳрт чӳречи умне пырса тӑрса итле пуҫларӗ.

Помоги переводом

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 137–154 с.

Ҫуртсем патне ура йӗрри те пыман.

Помоги переводом

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 73–85 с.

Кунта метро та, вӑтӑр икӗ хутлӑ ҫуртсем те, театрсем те, выставкӑсем те.

Помоги переводом

Портсигар // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 35–41 с.

Урамӑн икӗ айккипе ларса тухнӑ саман е чул ҫуртсем электричество ҫутипе ялкӑшаҫҫӗ.

Помоги переводом

IX // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 15–35 с.

Кунта пӗр цехри условнӑй «взрыв» пирки тавралӑхшӑн, предприятишӗн пысӑк хӑрушлӑх «тухнӑ», ҫуртсем «арканнӑ».

Помоги переводом

Хӑрушлӑха сирме хатӗр пулмалла // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11658-kh ... r-pulmalla

Хӗвелӗн ҫӳлти хӗрри часах курӑна пуҫларӗ те, йывӑҫ тӑррисемпе ҫуртсем ҫине ӑшӑ ҫутӑ ӳкрӗ.

Вскоре верхний край солнца стал виден, и теплый свет упал на верхушки деревьев и домов.

Пӗр-пӗрне ӑнлансан // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 3–23 с.

Ҫӗршыв влаҫӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, никам та вилмен, Дюзджере ҫуртсем ишӗлнине шута илнӗ.

Как сообщают власти страны, по предварительным данным, жертв нет, в Дюздже зафиксированы разрушения зданий.

Турцире те ҫӗр чӗтреннӗ: вилнисем ҫук, ҫуртсем кӑна ишӗлнӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/33530.html

Сет хыҫҫӑн ыттисем те ку вӑрмана килсе ҫӑл ҫывӑхне ҫуртсем тунӑ, кайран пӗтӗм ял куҫса ларнӑ.

Помоги переводом

Шулли Иванӗ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней