Поиск
Шырав ĕçĕ:
2. Сирӗн валли вара, Манӑн ятӑма чӗререн хисеплесе тӑракансем, тӳрӗлӗх Хӗвелӗ ҫӗкленсе тухӗ, Унӑн ҫути сиплӗх парса тӑрӗ, эсир тухатӑр та самӑр пӑру пек сиккелесе выляма пуҫлатӑр; 3. йӗркесӗр ҫынсене таптатӑр, Эпӗ тӑвас кун вӗсем сирӗн урӑрсем айӗнчи тусан пулса тӑрӗҫ, тет Саваоф Ҫӳлхуҫа.
Мал 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Эпӗ унпа пӗрле хывнӑ халалӑм пурӑнӑҫпа канӑҫлӑх халалӗччӗ, Эпӗ ӑна вӑл хӑраса тӑтӑр тесе патӑм, вӑл Манран хӑраса тӑратчӗ, Манӑн ятӑма пӗтӗм чӗререн хисеплетчӗ.
Мал 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫапла ӗнтӗ, священниксем, ҫак ӳкӗт сирӗн валли: 2. эхер те эсир итлеместӗр пулсан, Манӑн ятӑма мухтассине чӗрӗр патне илместӗр пулсан, тет Саваоф Ҫӳлхуҫа, Эпӗ сирӗн ҫине ылхан ярӑп, сирӗн пиллӗхӗрсене ылханӑп, ылханатӑп та ӗнтӗ, мӗншӗн тесен эсир ҫакна чӗререн тӑвасшӑн мар.
Мал 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Эй священниксем, Манӑн ятӑма чыссӑра кӑларакансем, Саваоф Ҫӳлхуҫа сире ҫапла калать: ывӑлӗ ашшӗне, чура хӑйӗн патшине хисеплет; Эпӗ Атте пулсан, Мана хисеплесси ӑҫта?
Мал 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Чухӑнсен пуҫӗ ҫинче ҫӗр тусанӗ пултӑр тесе хыпса ҫунаҫҫӗ, йӑваш кӑмӑллисен ҫулне пӑсаҫҫӗ; Манӑн сӑваплӑ ятӑма чыссӑра кӑларса, ашшӗпе ывӑлӗ те пӗр хӗрарӑм патнех ҫӳреҫҫӗ.
Ам 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Вӗсем хӑйсен алкумӗсене Манӑн алкумӗ патнех, алӑкӗсен юписене Манӑн юпамсем ҫумнех лартатчӗҫ, ҫапла вара Манпа вӗсем хушшинче пӗр хӳме анчахчӗ, Манӑн сӑваплӑ ятӑма хӑйсен йӗрӗнчӗк ӗҫӗсене туса ирсӗрлетчӗҫ, ҫавӑншӑн Эпӗ вӗсене Хамӑн ҫиллӗмпе пӗтертӗм.
Иез 43 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Вӑл мана каларӗ: этем ывӑлӗ! акӑ Манӑн аслӑ пукан вырӑнӗ, Манӑн ура саккийӗн вырӑнӗ, Эпӗ кунта ӗмӗр-ӗмӗрех Израиль ывӑлӗсем хушшинче пурӑнӑп; Израиль килӗ, — вӗсем те, вӗсенӗн патшисем те, — суя туррисемпе аташса, патшисен виллисене сӑрчӗсем ҫине пытарса Манӑн ятӑма урӑх ирсӗрлемӗҫ, терӗ.
Иез 43 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Хамӑн сӑваплӑ ятӑма Хамӑн халӑхӑм, Израиль, хушшинче кӑтартӑп, малашне Хамӑн сӑваплӑ ятӑма чыссӑрлатма памӑп, вара халӑхсем Эпӗ Ҫӳлхуҫа, Эпӗ Израилӗн Святойӗ пулнине пӗлӗҫ.
Иез 39 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Хамӑн аслӑ ятӑма, Эсир халӑхсем хушшинче чыссӑрлатнӑ, ҫав халӑхсем чыссӑрлатакан ятӑма, тасатӑп.23. И освящу великое имя Мое, бесславимое у народов, среди которых вы обесславили его,
Иез 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Эпӗ вара Хамӑн сӑваплӑ ятӑма, Израиль килӗ халӑхсем патне ҫитсе чыссӑрлатнӑ ятӑма, хӗрхентӗм.21. И пожалел Я святое имя Мое, которое обесславил дом Израилев у народов, куда пришел.
Иез 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Вӗсем каяс ҫӗре, халӑхсем патне, ҫитрӗҫ те Манӑн сӑваплӑ ятӑма чыссӑрлатрӗҫ, мӗншӗн тесен вӗсем ҫинчен: «вӗсем — Турӑ халӑхӗ, вӗсем Унӑн ҫӗрӗнчен тухнӑ» теҫҫӗ.
Иез 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
39. Эсир вара, Израиль килӗ, тет Ҫӳлхуҫа Турӑ, Мана итлеместӗр пулсан, кашнийӗ хӑйӗн йӗрӗхӗсем патне кайтӑр, ҫавсене пуҫҫаптӑр, анчах хӑвӑрӑн парнӗрсемпе, хӑвӑрӑн йӗрӗхӗрсемпе Манӑн таса ятӑма урӑх ан ирсӗрлетӗр.
Иез 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Эй Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр, пире Моисей урлӑ каланӑ пек, Эсӗ пирӗн тӗлӗшрен питех те ырӑ кӑмӑллӑ пултӑн, пире питех те хӗрхентӗн, 28. Хӑвӑн Моисей чуруна Израиль ывӑлӗсем валли Хӑвӑн саккунна ҫырма хушнӑ кун Эсӗ ун урлӑ ҫапла каланӑ: 29. «Манӑн сӑмахӑма итлемесессӗн, Эпӗ вӗсене халӑхсем хушшине салатса ярӑп та, ҫак аслӑ та нумай йышлӑ халӑх вара вӗсем хушшинче кӗҫӗне юлӗ. 30. Эпӗ вӗсем Мана итлемессе пӗлетӗп, мӗншӗн тесессӗн вӗсем — чурӑс халӑх; анчах хӑйсене куҫарса кайнӑ ҫӗр ҫинче вӗсем хӑйсен чӗрине тӑнлама пуҫлӗҫ, 31. вара Эпӗ вӗсен Ҫӳлхуҫа Турри пулнине пӗлӗҫ. Эпӗ вӗсене чӗре парӑп та — ӑнланӗҫ, хӑлха парӑп та — илтӗҫ. 32. Вара хӑйсене куҫарса кайнӑ ҫӗр ҫинче Мана аслӑлама тытӑнӗҫ, Манӑн ятӑма асӑнма пуҫлӗҫ, 33. хӑйсен чурӑслӑхне, усал ӗҫӗсене пӑрахӗҫ: Ҫӳлхуҫа умӗнче ҫылӑха кӗнӗ ашшӗсенӗн ҫулне аса илӗҫ. 34. Вара Эпӗ вӗсенӗн ашшӗсене Авраама, Исаака, Иакова тупа туса хӑйсене пама пулнӑ ҫӗр ҫине тавӑрӑп та, вӗсем ӑна тытса тӑма тытӑнӗҫ; вӗсене йышлӑлантарӑп — ӗнтӗ сахалланмӗҫ. 35. Эпӗ вӗсенӗн Турри пулӑп, вӗсем вара Манӑн халӑхӑм пулӗҫ тесе вӗсемпе ӗмӗрлӗхе халал хывӑп, Хамӑн Израиль халӑхне хӑйсене панӑ ҫӗршывран хӑваласа ямӑп» тенӗ.
Вар 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Эй Египет ҫӗрӗнче пурӑнакан иудейсем, пурте Ҫӳлхуҫа сӑмахне тимлесе итлӗр: Эпӗ Хамӑн аслӑ ятӑмпа тупа турӑм, тет Ҫӳлхуҫа, ӗнтӗ пӗтӗм Египет ҫӗрӗнче те Ман ятӑма асӑнакан пӗр иудей те пулмӗ, вӗсенчен нихӑшӗ те: «Ҫӳлхуҫа Турӑ чӗрӗ!» тесе калаймӗ.
Иер 44 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Вӗсен ашшӗсем Ваала пула Ман ятӑма манса кайнӑ пек, хӑйсен тӗлӗкӗсене пӗр-пӗрне каласа парса Хамӑн халӑхӑм Ман ятӑма манса кайтӑр теҫҫӗ-ши вӗсем?
Иер 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Ҫавӑнпах ӗнтӗ Манӑн халӑхӑм Манӑн ятӑма пӗлӗ; ҫавӑ кунхине вӑл Эпӗ унчченхи пекех пулнине, Эпӗ: «Эпӗ кунтах!» тесе каланӑ чухнехи пекех пулнине пӗлӗ.
Ис 52 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Халӗ вара Манӑн кунта мӗн пулчӗ-ха? тет Ҫӳлхуҫа; Манӑн халӑхӑма тӳлевсӗрех илнӗ, вӗсен патшисем урсах кайнӑ, тет Ҫӳлхуҫа, Манӑн ятӑма пӗр вӗҫӗмсӗр, кашни кун хурлаҫҫӗ.
Ис 52 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Хамшӑн, пӗр Хамшӑн, тӑватӑп ҫакна — унсӑрӑн Манӑн ятӑма еплерех хурланӑ пулӗччӗҫ!11. Ради Себя, ради Себя Самого делаю это, - ибо какое было бы нарекание на имя Мое!
Ис 48 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Унӑн ачисем Манӑн ӗҫӗме, хӑйсем хушшинче тӑвас ӗҫӗме, курсассӑн Манӑн ятӑма чун-чӗререн хисеплеме пуҫлӗҫ, Иаков Святойне чун-чӗререн хисеплӗҫ, Израиль Туррине пуҫҫапӗҫ.
Ис 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. «Хама юратнӑшӑн хӑтарӑп ӑна; Манӑн ятӑма пӗлнӗшӗн хӳтӗлӗп ӑна. 15. Хама тархасласанах илтӗп ӑна; хурлӑхӗнче унпа пӗрле пулӑп; ӑна хӑтарӑп, ӑна асла кӑларӑп, 16. тӑранса ҫитиччен пурӑнтарӑп, ӑна Хам ҫӑлнине кӑтартӑп».
Пс 90 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.