Поиск
Шырав ĕçĕ:
Темӗнле майсӑр самантра та, кирек мӗн сиксе тухсан та ман ҫинчен калама, манӑн ятӑма асӑнма юрамасть.
III. Шурӑмпуҫ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.
Анчах эпӗ ӑна хирӗҫлемерӗм, хирӗҫленӗ пулсан, эпӗ хамӑрӑн ырӑ ятӑма вараланӑ пулӑттӑм, мӗншӗн тесен манӑн ӑна тавлашуллӑ ыйтӑва ҫапла татса пани хамӑр ҫӗршыври суд ӗҫӗсенчен нумай тӗрӗсрех пулни ҫинчен каласа памалла пулатчӗ.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Ман ӗҫсене ҫав империн летопиҫӗсем ҫине ҫыртарса хурса ятӑма ӗмӗрлӗхе историе кӗртсе хӑвараттӑм.
Пӗрремӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Эсӗ мар пулсан, санӑн аҫу мана ятланӑ, тӗнче умӗнче ятӑма ҫӗртнӗ.Если ты сам и не ругал меня, значит это отец твой меня бранил и поносил.
Кашкӑрпа путек ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.
Ячӗ вӗт ятӑма нимсӗрех!..
9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
— И-и-и, чутласан — турпас, калаҫсан — сӑмах, теҫҫӗ те — мӗн ӗнтӗ, Дина, каларӑм-ҫке: ҫук, ҫӳреместӗпех ун хыҫҫӑн хӑваласа, ятӑма ямастӑпах урӑх.
8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Эп, хыҫҫӑн хӑваласа, ятӑма ямастӑпах урӑх.
8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Хамӑн тӑвансене тытса париччен, хамӑн ятӑма ӗмӗрлӗхех ҫӗртиччен — эпӗ сана тав тумасӑрах вилӗп, манӑн хамӑн хӗрӗме те хӗрхенмен пек пулма тивет.
Юлашкинчен калани // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Эпӗ хамӑн ятӑма ҫӑлтӑм пулсан, вилӗм маншӑн нимӗн те мар.
XX сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Эпӗ ятӑма та, тумтирӗме те улӑштарнӑ пулӑттӑм, Спартак мана шанма пуҫлӗччӗ, эпӗ унӑн планӗсемпе ӗҫӗсене пӗлӗттӗм те консулсене вӑрттӑн пӗлтерсе тӑнӑ пулӑттӑм.
XVII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
«Ҫавӑнпа ҫак дворянина, Довгочхун ывӑлне, Иван Никифорова, ҫын ҫуртне вут тӗртме хӗрӗннӗшӗн, манӑн чина, ятпа хушаматӑма намӑс кӑтартнӑшӑн, ҫын пурлӑхне вӑрӑ-хурахла туртса илме куҫ хывнӑшӑн, пуринчен ытла тата ятӑма ярасшӑн непсӗленсе, ман хушамат ҫумне хур аҫи тенӗ ята хушса хунӑшӑн штраф шыраса илме ыйтатӑп.
IV сыпӑк // Ярукка Сантри. Гоголь Н.В. Иван Иванович Иван Никифоровичпа мӗнле хирӗҫсе кайни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с.
Анчах ҫак ирсӗр дворянин, ҫавсене пурне те пӗлет пулин те, нимшӗн те мар, ман чина, ман ятӑма вилес пек кӳрентересшӗн пулса, мана ҫавӑн пек путсӗр ят парса мӑшкӑл кӑтартрӗ.
IV сыпӑк // Ярукка Сантри. Гоголь Н.В. Иван Иванович Иван Никифоровичпа мӗнле хирӗҫсе кайни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с.
Ун ҫине пӑхма та пултараймастӑп эпӗ: вӑл мана чӑтса тӑрайми мӑшкӑл кӑтартрӗ, пӗтӗм ятӑма ячӗ».Я не могу смотреть на него; он нанес мне смертную обиду, оскорбил честь мою.
IV сыпӑк // Ярукка Сантри. Гоголь Н.В. Иван Иванович Иван Никифоровичпа мӗнле хирӗҫсе кайни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с.
Эпӗ Рим ҫыннисен шутӗнчен тухатӑп, хам ятӑма, хамӑн ӑрӑва пӑрахатӑп… мана никамран та, нимӗн те кирлӗ мар… эпӗ пӗр-пӗр улах виллӑна кайса пурӑнатӑп, эпӗ пӗр-пӗр провинцие каятӑп е, Спартакпа пӗрле, Фракине, Родоп тӑвӗсем ҫине каятӑп, эсир, манӑн мӗн пур тӑвансем, манран ӗнтӗ урӑх пӗр сӑмах та илтмӗр.
VIII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Ячӗ, ҫӗртрӗ ҫӗртмеллипех ыр ятӑма ял ҫинче!
7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Эпӗ сана хамӑн ятӑма та калама пултаратӑп: Мигель Сервантес.
Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Сергей Мерчен. Выгодская Э.И. Алжир тыткӑнӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 112 с.
Тавтапуҫ ҫапӑҫусенчи хамӑн ватӑ туссене: вӗсем манӑн ятӑма ӳкме памарӗҫ, мухтарӗҫ, вара манӑн ятшӑн сухала ӳстерсе яма тивмерӗ.Спасибо моим старым боевым друзьям: они поддерживали мой авторитет, хвалили.
Улттӑмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
«Эпӗ хамӑн ырӑ ятӑма ҫухатам, — тесе шухӑшланӑ креолка, — аттене, туссене, пурне те, пурне те ҫухатам, — анчах ӑна ҫухатас марччӗ.«Пусть я потеряю свое доброе имя, — подумала креолка, — потеряю отца, друзей, все — только не его!
LXI сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Ман пек таса… ҫынна… элеке хывса… ятӑма ярасшӑн… хӑйсем ав мӗнле, у-у!.. — лӗрр йӗрсе ячӗ Кукуҫ.
XVI. Ял ҫывӑрмасть // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Ырӑ ятӑма ярса ҫӳрет-ҫке.
XI. Йывӑҫҫипе улми // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.