Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ятран (тĕпĕ: ят) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫак ятран хаклӑ ят ҫук пек туйӑнчӗ ӑна.

Помоги переводом

Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.

Шӑллӗне тепре сӑмах хушса илес тесе ӑна ятран чӗнчӗ — лешӗ сас памарӗ.

Она окликнула брата по имени, чтобы еще раз перекинуться с ним парой слов, — тот не отозвался.

Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.

«Лапӑрчӑк» урамра, хамӑрӑн ҫӗр пӳртрен инҫетрех те мар, мана тахӑшӗ хулен кӑна ятран чӗнсе илчӗ.

На грязной улице, невдалеке от нашей землянки, меня кто-то тихо окликнул по имени.

4 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Кӗҫех вӑл вӗсене ятран асӑнма пуҫларӗ.

И принялась их перечислять.

Шӑматкун, декабрӗн 18-мӗшӗнче Эмиль пӗтӗм Ленниберга ялне тӗлӗнтерчӗ, ҫакӑншӑн унӑн мӗнпур ҫылӑхӗсене каҫарчӗҫ. Тӗрӗсрех каласан, вӗсем ҫинчен манса кайрӗҫ // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Ҫав сӑмахран е ятран ҫӗнӗ ял ячӗ тухнӑ.

Помоги переводом

Малти Питтикасси несӗлӗсем ӑҫта пурӑннӑ? // Александр Стеклов. http://kanashen.ru/2021/10/22/%d0%bc%d0% ... bd%d0%bda/

Майор хушаматне Шилкин хӑй те пӗлмен, ятран ӑна Виктор Николаевич тесе чӗннӗ.

Фамилии майора Шилкин не знал, а звали его Виктором Николаевичем.

XXI сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.

— Ирӗк парӑрччӗ, ырӑ ҫыннӑм, ыйтса пӗлме, анчах эпӗ сире ятран мӗнле чӗнмеллине пӗлместӗп-ха.

— А разреши к тебе обратиться, милый человек, не знаю, как величать тебя.

XVIII сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.

Чылайӑшне халӗ ӗнтӗ вӑл ятран пӗлет; хӑйне те ӑна ыттисем Голик тесе чӗнеҫҫӗ.

Многих знал по имени; его же и здесь стали звать Голик.

XVII сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.

Авалхи йӑла тӑрӑх, вӗсем пӗр-пӗрне ятран тата «эсӗ» тесе чӗнеҫҫӗ.

По старой памяти называли друг друга на «ты», по имени.

XV сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.

Ҫывӑрса кайнӑ та, хӑйне такам ятран чӗннине илтет.

Вот задремал и слышит вдруг, кто-то его зовет.

Бежин ҫаранӗ // Ярукка Сантри. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 71–91 с.

Тарас тарӑн шухӑша кайрӗ, хӑйӗн полкӗ умӗн утса пынӑ чухне вӑл такшин хӑйне чылайранпа ятран чӗннине те илтмерӗ.

Задумался крепко Тарас и шел перед полком, не слыша, что его давно называл кто-то по имени.

VII // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.

Ҫынсем вӗсем ҫинчен хӑйсене-хӑйсем суйлама хатӗр теҫҫӗ тесе ан шутлаччӑр тесе, ятран асӑннӑ кандидатсем ҫавӑнтах халӑх хушшинчен тухнӑ.

Все кандидаты, услышавши произнесенными свои имена, тотчас же вышли из толпы, чтобы не подать никакого повода думать, будто бы они помогали личным участьем своим в избрании.

III // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.

Анчах вӗсем пире кашнине ятран чӗнеҫҫӗ, хӑйсене хӗрхенсе пӗчченлӗхре вилессинчен хӑтарма йӑлӑнаҫҫӗ.

Но они называли нас по именам, умоляли сжалиться над нами и не дать им умереть в одиночестве.

XXXIV сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.

Апла пулсан, ӑна, Сяо Сяна, хӑй ирӗкӗпех ҫынна ҫав чи хаклӑ, чи сумлӑ ятран хӑтарма ирӗк паман.

И ему, Сяо Сяну, не дано права, повинуясь чувству, лишать человека этой святыни.

III // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Анчах ҫавӑнтах хӑйне такам ятран чӗннине илтсе, тӑпах чарӑнать:

Но слышит, его по имени окликают:

«Усачсемпе» тӗлпулни // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Унӑн тепӗр ячӗ Квирин пулнӑ, ҫав ятран квиритсем сӑмах пуҫланса кайнӑ.

Помоги переводом

Авалхи Римри тата Авалхи Грецири ятсемпе сӑмахсене ӑнлантарса пани // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 315–330 с.

Вӑл паллӑ киноактерсене пурне те, спорт мастерӗсене пурне те тенӗ пек ятран, нумайӑшне — сӑнтан пӗлнӗ; Киеври «Динамо» обществин футболисчӗсене вӑл, уттине пӑхса, хыҫалтан палланӑ; сулахай енӗ мӗншӗн япӑх вылянине тата капитан «тӑшмана» епле улталанине унран лайӑх никам та пӗлмен; автомашинсен маркисене — совет ҫӗршывӗнче кӑларнисене те, ют ҫӗршывсенчен илсе килнисене те — пӑхмасӑрах калама пӗлнӗ; хӑех аквариум тунӑччӗ, унти пулӑсем вилсе пӗтрӗҫ пулсан, уншӑн Костя мар — водопроводран илнӗ хлорланӑ шыв айӑплӑ; вӑл маркӑсем пуҫтарнӑ чух унӑн тем тӗрлисем те пурччӗ — тӑххӑрмӗш класран та ачасем ун патне улӑштарма ҫӳретчӗҫ.

Он знал всех знаменитых киноактеров, знал поименно почти всех мастеров спорта, а многих — и в лицо; футболистов киевского «Динамо» он узнавал по походке, со спины; никто лучше его не мог разобраться, почему левый край «промазал» и как капитан команды обводит противника; он наизусть знал все марки автомашин — советские и иностранные; сделал сам аквариум, а если рыбки в нем подохли, то виновата хлорированная водопроводная вода, а не он; а когда он собирал марки, так у него были такие, что даже из девятого класса приходили с ним меняться.

Кам пулма туртӑм пур санӑн? // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Ҫак ятран — каярахпа — пӗтӗм ҫӗр-шывшӑн пӗр ят тухать: «Атлантида»; ҫав таранччен вара ку ҫӗр-шыва Хӗвел сӑнлавӗсен тӗрлӗ-тӗрлӗ ячӗпе пайӑрлатнӑ.

От этого имени, впоследствии, появилось общее название для всей страны — Атлантида, тогда как до этого времени она называлась различными именами воплощений солнца.

Аэлитӑн иккӗмӗш калавӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Аэлита кашни кӳлепене ятран калать.

Аэлита называла каждую фигурку именем.

Тӗтреллӗ шарик // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Официантка ӑна ятран чӗнет — апла-тӑк, вӑл кунти, Яворти ҫынах.

Официантка называет его по имени — значит, он местный, яворянин.

8 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней