Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ӑна салтаксем енчен ятран кӑшкӑрса чӗнчӗҫ те, вӑл вара, пуҫне пӑрса, пехота речӗсем ҫине сӑнаса пӑхса илчӗ.Его окрикнули со стороны солдат, и он повернул голову, заскользил глазами по пехотным рядам.
III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Ку вара телейлӗ вӗҫленекен савӑнӑҫлӑ повесть пулса тухӗччӗ, автор ӗнтӗ Федор Лукич харсӑрлансах ҫак ӗҫе тытӑннине, станица совечӗсенчи ятран ҫырнӑ списоксенче Катеринӑна шыранине, шырасан-шырасан, пӗтӗм ҫӗр савӑнмалӑх, герой юратӑвне туртса кӑларнине ҫырма перо та тытнӑччӗ…
VI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Тепӗр ҫырӑвӗнче Петро хӑй патне «тӑван Дон хӗрринчи садсенче ӳснӗ» типӗтнӗ чие ҫырли ярса пама тата тӑтӑшрах ҫырса тӑма ыйтнӑ; ҫав ҫырурах вӑл Григорие вӑрҫса ҫырнӑ: казаксем каланӑ тӑрӑх, Гриша утне япӑх пӑхать, имӗш, ӑна, Петрона, ку япала питӗ пӑшӑрхантарать, мӗншӗн тесен Гришка аллинчи учӗ унӑн, Петрон, ятран илнӗ учӗ; кун пирки Петро ашшӗне Григорий патне хӑй ячӗпе ҫыру ҫырса яма ыйтнӑ.
17 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Эпӗ тыткӑнрисенчен пӗрне, шлюпка ҫине пиратсем хӑварнӑ матроса (халӗ вӑл пирӗнпе пӗрле тӑшмана хирӗҫ кӗрешет) чӗнсе илтӗм те, ӑна хӑйӗн юлташӗсем пулнӑ матроссене ятран чӗнме хушрӑм.
Ҫирӗм ҫиччӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Вӗсем темиҫе хутчен хӑйсен юлташӗсене кӑшкӑрса пӑхрӗҫ, ятран каласа чӗнчӗҫ, анчах кӑшкӑрнине хирӗҫ никам та сасӑ памарӗ.
Ҫирӗм ҫиччӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Унтан эпӗ ӑна хама ятран чӗнме вӗрентрӗм, ҫав вӑхӑтрах тата «ҫапла», «ҫук» текен сӑмахсем калама вӗрентрӗм, вӗсен пӗлтерӗшне ӑнлантарса патӑм.
Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Эпӗ ӑна ятран чӗнтӗм те аллӑма ун еннелле тӑсрӑм.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Темиҫе урок ирттернӗ хыҫҫӑн вӑл хӑйне ятран каланине пӗлекен пулчӗ, унтан вара, часах мар пулин те, хӑйӗн ятне уҫҫӑнах калама вӗренчӗ.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Ҫав попугая калаҫма вӗрентрӗм, вӑл мана ятран чӗнекен пулчӗ.Впоследствии мне удалось добиться того, что он стал называть меня по имени.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Ку… — Маша кашнинех ятран каласа тухрӗ, кашниех мӗнпе чапа тухнине те пӗлтерчӗ, ачасем вара Федя патнелле пыра-пыра унӑн аллине чӑмӑртарӗҫ.
7-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Кил хуҫи арӑмӗн пысӑк шкап пур, унта пурҫӑн платьйӑсем, мантильйӑсем, салопсем; чепецсене Нева леш енче, Литейнӑй патӗнчепе пӗрех ятран ҫӗлетеҫҫӗ, пушмаксене Апраксин ретӗнче мар, Гостинӑй ретре туянаҫҫӗ, шлепкине вара — астӑвӑр-ха, Морская урамӗнчи магазинтан!
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Машинӑсем хӑйсене ятран чӗннине, ачашланине юратаҫҫӗ.— Машины любят, когда с ними ласково обращаются, имена им дают.
Улттӑмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив
Сасартӑк арҫын ӑна ятран чӗнчӗ:
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив
— Эсӗ калаттӑнччӗ вӗт, леш, сыскран пынӑ мӑйӑхлӑ шуйттан, ӑна ятран чӗннине.— Ты ж еще рассказывал, что его на пароходе как-то там называл тот усатый черт из сыскного.
XXIV. Юрату // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Катя темиҫе хутчен те юриех мана ятран чӗнмен пек туйӑнчӗ, пӗррехинче ҫеҫ сассине хулӑнлатарах та майӗпен ятӑмран чӗнчӗ, вӑл кампа калаҫнине килӗнчисем ан пӗлччӗр тенӗнех туйӑнчӗ мана.
Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ҫав вӑхӑтрах ватӑ есаул алӑк патне пычӗ те ӑна ятран чӗнчӗ, лешӗ сасӑ пачӗ.В это время старый есаул подошел к двери и назвал его по имени; тот откликнулся.
Фаталист // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Чӑваш Республикин республика бюджечӗн пӗрлештернӗ бюджет ҫырӑвӗн кӑтартӑвӗсене асӑннӑ бюжет укҫи-тенкине ятран (объектшарӑн) пайласа парас пайра улшӑнусем кӗртессине Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн йышӑнӑвӗсемпе килӗшӳллӗн пурнӑҫлаҫҫӗ.»;
Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикин 2018 ҫулхи тата планпа пӑхнӑ 2019 тата 2020 ҫулсенчи тапхӑрти республика бюджечӗ ҫинчен" саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон №1 от 08 февраля 2018 г.
«8. Ҫапла палӑртас: инвестици проекчӗсен уйрӑлми пайӗ шутланакан инженери тата транспорт инфратытӑмӗн капиталлӑ строительство объекчӗсене тума (юсаса ҫӗнетме) пӑхса хӑварнӑ бюджет укҫи-тенкине Чӑваш Республикин Экономика аталанӑвӗн, промышленность тата суту-илӳ министерствин Чӑваш Республикин «Чӑваш Республикинче Промышленноҫа тата инвестици ӗҫ-хӗлне аталантармалли фонд» автономлӑ учрежденийӗ валли палӑртса хунӑ укҫа-тенкӗ шутӗнчен ятран (объектшарӑн) пайласа парассине промышленность производствин тата агропромышленность комплексӗн сферинче пурнӑҫлама палӑртакан инвестици проекчӗн уйрӑлми пайӗ шутланакан инженери тата транспорт инфратытӑмӗн капиталлӑ строительство объекчӗсене тӑвас (юсаса ҫӗнетес) тӗллевпе инвестици проекчӗсене Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн 2017 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 12-мӗшӗнчи 267 №-лӗ йышӑнӑвӗпе ҫирӗплетнӗ Инженери тата транспорт инфратытӑмӗн капиталлӑ строительство объекчӗсене тӑвасси (юсаса ҫӗнетесси) вӗсен уйрӑлми пайӗ шутланакан инвестици проекчӗсене суйласа илмелли йӗркепе туса ирттерекен конкурс урлӑ суйласа илсе пурнӑҫлаҫҫӗ.
Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикин 2018 ҫулхи тата планпа пӑхнӑ 2019 тата 2020 ҫулсенчи тапхӑрти республика бюджечӗ ҫинчен" саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон №1 от 08 февраля 2018 г.
Ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Вероника Николаева ҫак урамсенчи сумлӑ ӗҫченсене ятран асӑннӑ май, хӑш-пӗр ҫемьесене Тав ҫырӑвӗсемпе палӑртрӗ.
Урам уявне ҫулленех ирттересчӗ // Ял ӗҫченӗ. «Ял ӗҫченӗ», 2019.07.19
Ял Совет секретарӗ тенкел ҫине хӑпарса тӑнӑ та, кашнине ятран кала-кала асӑнать: — Гребцов Николай Митрофанович.Сельсоветский стоял на табуретке со списком, зачитывал:– Гребцов Николай Митрофанович.
Намӑссӑрсем // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 36–46 стр.