Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

яраҫҫӗ (тĕпĕ: яр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ӑна Ньютон таблицисем кӑсӑклантарса яраҫҫӗ.

Его заинтересовали таблицы Ньютона.

Ҫирӗм тӑххӑрмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

Канцелярири ҫыру ӗҫӗсем халтан яраҫҫӗ.

Мучила бесконечная канцелярская переписка.

Ҫирӗм улттӑмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

Тӑхтаса тӑмасӑрах броненосеца ҫӗклес ӗҫе пуҫарса яраҫҫӗ.

Спешно начались работы по подъему броненосца.

Ҫирӗм иккӗмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

«Манӑн халӗ Инҫет Хӗвелтухӑҫӗнче пулмаллаччӗ ӗнтӗ, — тесе Макаров юлташӗсем умӗнче пӗрре мар каланӑ. — Унти лару-тӑру ҫав тери йывӑрланса ҫитсен кӑна яраҫҫӗ пуль ӗнтӗ», — тенӗ вӑл.

Среди друзей Макаров не раз говорил о том, что ему надлежало бы сейчас находиться на Дальнем Востоке. — Но, — добавлял он, — меня пошлют туда, когда дела наши станут совсем плохи.

Ҫирӗм пӗрремӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

Ҫакӑн пек яваплӑ ӗҫе пурнӑҫлама «Ермака» яраҫҫӗ.

На это ответственное дело был послан «Ермак».

Вунсаккӑрмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

Гогланд утравне материк ҫинчен васкавлӑн телеграмма яраҫҫӗ.

Сейчас же по радио была передана на Гогланд телеграмма.

Вунсаккӑрмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

Флот приказӗпе Крылов мичмана Тӗп гидрографи управленине ӗҫлеме яраҫҫӗ.

Приказом по флоту мичман Крылов был зачислен в Главное гидрографическое управление.

Вуннӑмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

Кваса кӗмӗл кубоксем ҫине тултараҫҫӗ те алран алла яраҫҫӗ.

Большие серебряные кубки, наполненные квасом, передавались от воспитанника к воспитаннику.

Виҫҫӗмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

Вӗсем ӑшӑ шыва кӗсменӗсене хавассӑн антарса яраҫҫӗ.

Они с наслаждением опускали весла в воду, теплую даже на вид.

XLIV. Маёвка // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

— Тӗлӗнмелле япала — ача патне темӗнле авалхи ҫар япалисем яраҫҫӗ, — терӗ сиввӗн ашшӗ, хулпуҫҫийӗсене хӗссе.

— Странная фантазия — посылать ребенку какие-то военные реликвии, — сухо заметил отец, пожав плечами.

XL. Офицер мундирӗ // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Ӑна сайра-хутра ҫеҫ, ятарласа заказ панӑ тӑрӑх ҫеҫ яраҫҫӗ.

Его пускали по особому заказу.

XVII. Тир хуҫи // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Вӑл сывӑ мар ҫынна чей ӗҫтересшӗн, анчах чей мар ӗнтӗ ку, чей вырӑнне вӗсем аслашшӗ кӗркунне таврари сӑртсем ҫинче пуҫтарнӑ тутлӑ шӑршлӑ курӑка яраҫҫӗ.

То есть не чаем, а, вернее сказать, той душистой травкой, которую дедушка собирал в мае на окрестных холмах, сушил и употреблял вместо чая.

XV. Кимӗ тинӗсре // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Йывӑҫа мӗнле тӗпрен яраҫҫӗ, сыплаҫҫӗ, кӑлараҫҫӗ, тиеҫҫӗ, купалаҫҫӗ, виҫеҫҫӗ — пурин ҫинчен те калӑп.

Расскажу, что такое валка, трелевка, распиловка, отгрузка, выкладка и отмер.

22 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Мана унтан-кунтан тӗрткелеҫҫӗ, чыша-чыша яраҫҫӗ.

Меня толкали в потемках, я оказалась в толпе.

20 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Пире, ытти ачасемпе пӗрле, укрепленисем тума яраҫҫӗ.

Нас с ребятами посылают на укрепления.

13 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Пӗтӗм тӗнчене янрав яраҫҫӗ, барабан ҫапаҫҫӗ, йытӑсем, рейхсштаб хваттерӗнчен вӗреҫҫӗ, хамлатаҫҫӗ, пирӗннисем чакаҫҫӗ, теҫҫӗ.

Фанфарят на весь мир, барабанят и гавкают на весь свет из своей рейхсштабквартиры, собаки, что наши отступают.

6 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Ӑна никам та асӑрхамасть, уямасть, тӗрте-тӗрте яраҫҫӗ, чышкалаҫҫӗ.

Его никто не замечает, его пинают, оттирают в сторону.

11 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Наробразра кӗпе-йӗмсене улӑштараҫҫӗ, киввисене ҫунтарса яраҫҫӗ, вӗсен вырӑнне ҫӗннисене параҫҫӗ.

В Наробразе меняли одежду — старую жгли, а взамен выдавали штаны и рубашку.

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫӗрле, распределительте, урамринчен те сивӗрех чухне, ҫав пӳртсен хуҫисем примус чӗртсе яраҫҫӗ те пӗрне икӗ пирусла, тепӗрне пӗр татӑк ҫӑкӑрла хӑйсен пӳртне ӑшӑнма кӗртеҫҫӗ…

По ночам, когда в распределителе становилось холодней, чем на улице, эти домохозяева зажигали примус и пускали желающих в свой дом — кого за пару папирос, кого за кусок хлеба…

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫитменнине тата каҫ пулсан сӑнчӑрти йытӑсене те вӗҫертсе яраҫҫӗ.

собаки по всему берегу на ночь спускались с цепей.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней