Поиск
Шырав ĕçĕ:
Анчах вӑрмантан та, юханшывран та, ҫӗртен те, тӳперен те, кашни пӗлӗт татӑкӗнчен те, кашни курӑкран та эпӗ телей илесшӗн, телей кӗтетӗп, пуринчен те вӑл ҫывхарнине, вӑл чӗнсе каланине илтетӗп.
I // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Йывӑҫ вуллисем хушшинче Айртон фургона питӗ ӑста илсе пырать, вӑл юханшывран ҫур мильре пуҫланакан вӑрман хӗррине аванах илсе ҫитерчӗ, кунта тӑпра ӑшне фургон тӗнелӗсем таран путса ларчӗ.
Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Мак-Набс ҫавӑрӑнса пӑхрӗ те, пӗчӗк юханшывран пӗр аллӑ утӑмри сӑрт патӗнче пӗр питӗ пысӑк ҫын тӑнине курах карӗ; вӑл хӑйӗн вӑрӑм кӗпҫеллӗ пӑшалӗ ҫине таяннӑ та нимӗн хускалмасӑр статуя пек тӑрать.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Кондор тытнӑ япалана вӗҫертсе ямарӗ, пӗчӗк юханшывран пӗр вунӑ утӑмра вӑл ҫӗр ҫине питӗ ҫемҫен ӳкрӗ.Кондор не выпустил своей добычи и мягко упал на землю в десяти шагах от берега ручья.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Юханшывран пӗр чалӑшра вӑл сулмаклӑн ыткӑнса пыракан хӑла лашана хуса ҫитрӗ, унпа танлашсан, кӑшкӑрса каларӗ:Саженях в ста от речки Григорий догнал машисто уходившего серого коня, поравнявшись, крикнул:
XVII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Урайӗ цементран, пӗр самантрах чӗркуҫҫи таран спирт тулса ларчӗ, ун тӑрӑх казаксем аттисемпе шӑмпӑлтаттарса утаҫҫӗ, пӗшкӗнеҫҫӗ те, лашасем юханшывран ӗҫнӗ пек, урисем айӗнченех ӗҫеҫҫӗ, унтах йӑванса каяҫҫӗ…
XXVIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Нимӗҫсем юханшывран каялла, хӑйсен енчи ҫыран ҫине сирпӗнсе тухнӑ та, йӗри-тавра хӑравҫӑллӑн пӑхкаласа тата хурсем пек ҫуйхашса, сапаланса выртнӑ.Немцы выскочили из реки обратно на свой берег и, суетливо оглядываясь и гогоча, как гуси, залегли.
Иккӗмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.
Пысӑк Зеленчук сӗвек айлӑма тухса, икӗ юханшыва юпленсе каякан вырӑнта пысӑк мар утрав ларать, ӑна юханшывран виҫ-тӑватӑ километрта ларакан Чурсун хутор ятне панӑ.
XV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Юханшывран инҫе мар ҫул юппинче эпир паллакан тачанка ҫемҫе рессорсем ҫинче ярӑнса пырать, ун ҫинче катмар ҫын ларса пыни курӑнать.
XIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Нимӗҫсем ялтан пӑрӑнса аякран, аслӑ ҫулсемпе иртсе кайнине Ерофей Кузьмич пӗлнӗ, ҫавӑнпа вӑл тӳрех ӑнланса илчӗ: юханшывран инҫетрех те мар ҫапӑҫу пуҫланчӗ-мӗн.
I // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Ҫак юханшывран тинӗсе ишсе тухсан, эпир кайран та, ӗҫме юрӑхлӑ шыв тупас тесе, темиҫе хутчен; ҫыран хӗррине чарӑнтӑмӑр.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Ҫапла, ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчи пысӑк юханшывран пуҫласа кӑнтӑралла ҫав ҫурутравӑн ҫурри пӗтӗмпех ем-ешӗл курӑкпа, чечекпе витӗннӗ, ҫурҫӗрти пекех, ҫав ҫӗр талккӑшӗ ҫине пӗтӗмпех пысӑк ҫуртсем лартса тултарнӑ; вӗсем, пӗр-пӗринчен виҫ-тӑват ҫухрӑмра лараканскерсем, ҫав тери пысӑк шахмат хӑми ҫине лартса тухнӑ шахматсем пек туйӑнаҫҫӗ».
9 // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
— «Ҫапла, ӗлӗк пушхир пулнӑ вырӑнӑн вӑтаҫӗрӗнче эпир; халӗ акӑ, хӑвах куратӑн, ҫак пӗтӗм ҫӗр талккӑшне, ҫурҫӗртен, ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫӗнчи пысӑк юханшывран пуҫласа, пӗтӗмпех ҫав тери паха, тухӑҫлӑ ҫӗр лаптӑкӗ туса хунӑ; халӗ ҫак ҫӗр талккӑшӗ ӗлӗк-авал: «кунта сӗтпе пыл вӗресе тӑрать», тенӗ ҫурҫӗр енчи тинӗс хӗррипе тӑсӑлса выртакан ҫӗр пек пулса тӑнӑ.
9 // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Юханшывран инҫех мар сарӑлса выртакан ана ҫинчен хӗвел хӑйӗн ылтӑн пайӑркисене майӗпен пуҫтарать.Солнце понемногу собирало свои золотые нити с полей, раскинувшихся у реки.
Хускану // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 54–66 стр.
Юханшывран ӑшӑрах, юханшывсем кунта пӑр пекех сивӗ…
Этем ҫурални // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 156–165 стр.
Юханшывран, ҫине вӗрекен шыв сапнӑ пек, шурӑ пӑс хӑпарса тӑрать.
20-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Акӑ эпӗ юханшывран уйрӑлатӑп, тундра, вӗҫӗ-хӗррисӗр шурӑ юрпа витӗннӗ тундра пуҫланса каять, кунта вара пӗр хура пӑнчӑ та кураймастӑн, куҫпа нимӗнле япала тӗлне те пулаймастӑн…
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Пӗчӗк юханшывран Атӑл пулать.
Нимрен нимӗр турӑмӑр... // Элиза ВАЛАНС. Тантӑш, 2015.07.23, 30 (4444)№
10. Ҫавӑн чухне Ефремӗн ҫар ураписене, Иерусалимра утсене пӗтерсе тӑкӑп, вӑрҫӑ уххине аркатӑп; Вӑл вара халӑхсене канӑҫлӑх ҫитни ҫинчен пӗлтерӗ, Унӑн патшалӑхӗ тинӗсрен пуҫласа тинӗсе ҫитиех, юханшывран пуҫласа ҫӗрӗн вӗҫӗ-хӗррине ҫитиех пулӗ.
Зах 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Аслӑ Авраам — нумай-нумай халӑхӑн тӗп ашшӗ, ун пек мухтавлӑ ҫын урӑх пулман та; 20. вӑл Ҫӳлти Туррӑн саккунне тытса тӑнӑ, Унпала халал хывнӑ, 21. халала хӑйӗн ӳчӗ ҫинче ҫирӗплетнӗ, хӑйне сӑнанӑ чухне тӳрре тухнӑ; 22. ҫавӑнпа Ҫӳлхуҫа ӑна тупа туса сӑмах панӑ: санӑн вӑрлӑху урлӑ халӑхсем те пиллӗх илӗҫ, тенӗ; 23. ӑна ҫӗрти хӑйӑр пӗрчи чухлӗ ӗрчетме, унӑн вӑрлӑхне ҫӑлтӑр йышӗ таран ӳстерме пулнӑ, тинӗсрен пуҫласа тинӗсе ҫити, юханшывран пуҫласа тӗнче хӗррине ҫити ҫӗр пама пулнӑ.
Сир 44 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.