Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

юратаҫҫӗ (тĕпĕ: юрат) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӗр ачасем вӗсем пылак питӗ юратаҫҫӗ.

Девочки они знаешь, как сладкое любят.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

Ҫитӗннӗ арҫынсен йӑлине пацансем питӗ юратаҫҫӗ, ал панӑ чух хӑйсене те пысӑк тесе шутлаҫҫӗ пулас.

Они ужасно этим гордятся, потому что думают, что благодаря этому они уже почти взрослые мужики.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

Одессӑра мастерсем праҫниксенче ҫавӑн пек туяпа ҫӳреме юратаҫҫӗ.

С такой палочкой обыкновенно гуляли одесские мастеровые в праздник.

XXIV. Юрату // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Паҫӑр каланӑччӗ-ха эпӗ, ҫамрӑксем уйрӑмӑнах клуба ҫӳреме юратаҫҫӗ тесе.

Выше я упомянул, что в особенности молодёжь увлекалась клубом.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ахаль пулсан, нимӗҫ вырӑс ҫине килес те ҫук, вӗсем пире чӑтма ҫук юратаҫҫӗ пулать!

А немец русских людей обожает так, что прямо сил нет!

11 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

«Кам пӗлет, пионерсем чӑнах та ҫавнашкал шавлӑ, энергиллӗ, кӑшкӑрашсах тӑракан вожатӑйсене юратаҫҫӗ пуль?» тенӗ.

«Кто знает, — думала я, — может быть, пионеры любят именно таких — шумных, энергичных, покрикивающих».

7 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Ҫирӗм ҫула ҫитиччен вӑл тундрӑра кӗтӳ кӗтсе сӳренӗ, ненецсем ахальтен мар ӗнтӗ унпа мухтанаҫҫӗ, ырӑ ятпа асӑнаҫҫӗ ӑна, юратаҫҫӗ.

До двадцати трёх лет он был пастухом в тундре, и ненцы недаром всегда говорили о нём с гордостью и любовью.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Анчах та нихӑҫан та хӑвна юратаҫҫӗ, тесе ытлашши шанса тӑма юрамасть.

Но никогда нельзя быть слишком уверенным в том, что тебя любят.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Хӗрлӗ ҫӳҫлӗ ҫынсем ҫӳҫӗсене кӑларса яма юратаҫҫӗ, анчах та ку каччӑн ҫӳҫӗ географи учебникӗ ҫинчи авалхи тискер ҫыннӑнни пекех килӗшӳсӗрччӗ.

Рыжие вообще любят носить шевелюру, но у этого парня она была какая-то дикая, как в учебнике географии у первобытного человека.

Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Командирсем ӑна юратаҫҫӗ, тени илтӗнет.

Командиры, слышно, им довольны.

Пиллӗкмӗш сыпӑк. Юрату // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Ҫыракансем, паллах ӗнтӗ, хӑш чухне ҫитменлӗхӗсене кӑтартса пама ыйтанҫи пулса, хӑйсем ҫырнине вуласа пама юратаҫҫӗ.

Известно, что сочинители иногда, под видом требования советов, ищут благосклонного слушателя.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк. Пӗрне-пӗри // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Вӗлтӗркке ҫакӑ начар хӳтлӗх ҫав, ҫавӑнпа электричество хӗмӗ манӑн алӑран ун аллине куҫрӗ; юрату пурте ҫапла пуҫланать темелле, ҫавӑнпа эпир час-часах ултава та кӗретпӗр — хӗрарӑмсем пире хамӑр сывлӑхшӑн та тӳрӗ кӑмӑллӑ пулнӑшӑн юратаҫҫӗ тесе; паллах ӗнтӗ, ҫав енсем пире таса вут-хӗм йышӑнмашкӑн унӑн чӗрине ҫавӑраҫҫӗ, хатӗрлентереҫҫӗ, тейӗпӗр, ҫапах та, ӗҫӗ пӗрремӗш хут сӗртӗнни кӑна татса парать.

Кисейный рукав слабая защита, и электрическая искра пробежала из моей руки в ее руку; все почти страсти начинаются так, и мы часто себя очень обманываем, думая, что нас женщина любит за наши физические или нравственные достоинства; конечно, они приготовляют ее сердце к принятию священного огня, а все-таки первое прикосновение решает дело.

Июнӗн 3-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

— Хӗрарӑмсем хӑйсем пӗлменнисене ҫеҫ юратаҫҫӗ.

— Женщины любят только тех, которых не знают.

Майӑн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Тата калаҫман чух ытлашшине нимӗн те каласа ямастӑн; виҫҫӗмӗшӗнчен, урӑх ҫыннӑн вӑрттӑн шухӑшне пӗлме пулать; тӑваттӑмӗшӗнчен, сирӗн пек ӑслӑ ҫынсем итлекенсене калаҫакансенчен ытларах юратаҫҫӗ.

А еще, когда не говоришь, не скажешь лишнего; в-третьих, можно узнать тайные мысли другого человека; в-четвертых, такие умные люди, как вы, лучше любят слушателей, чем рассказчиков.

Майӑн 13-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Сума сӑвасах пулать ҫав хӗрарӑмсене: вӗсем ҫын ӑшӗнчи илемлӗхе туйма пӗлеҫҫӗ; ҫавӑнпа пулӗ Вернер евӗрлӗ ҫынсем хӗрарӑмсене ҫав тери хӗрӳллӗн юратаҫҫӗ те.

Надобно отдать справедливость женщинам: они имеют инстинкт красоты душевной: оттого-то, может быть, люди, подобные Вернеру, так страстно любят женщин.

Майӑн 13-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Петя каланӑ тӑрӑх, шуйттансем табак туртма, эрех ӗҫме юратаҫҫӗ, имӗш.

Он уверял, что черти любят курить и пьянствовать,

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Иртсе ҫӳрекенсенчен укҫа шӑйӑрма юратаҫҫӗ ӗнтӗ…

Любят деньги драть с проезжающих…

Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Ӑна юратаҫҫӗ вӗт-ха хӑямата, тата мӗнешкел юратаҫҫӗ!..

Ведь ее же, черта, любят, и как любят!..

3 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Ҫак элек айне путнӑ станца пуҫлӑхӗсем вӗсем лӑпкӑ ҫынсем, ҫынсене ӗҫ туса парас тӗлӗшрен ӳркенмеҫҫӗ, ҫынпа пӗрле пурӑнма юратаҫҫӗ, чапшӑн питех ҫунмаҫҫӗ, укҫа-тенке те питех хапсӑнмаҫҫӗ.

Сии столь оклеветанные смотрители вообще суть люди мирные, от природы услужливые, склонные к общежитию, скромные в притязаниях на почести и не слишком сребролюбивые.

Станца пуҫлӑхӗ // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936

Анчах вӗсенче савӑнӑҫ та пур, ҫавӑншӑн юрататӑп эп вӗсене, ҫавӑншӑн вӗсене ыттисем те юратаҫҫӗ.

Но и радость живет в них, за это я их люблю, за это мы любим друг друга.

Манӑн халал // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней