Поиск
Шырав ĕçĕ:
Анчах кунта ӑна ӗҫлеттерме юраманни ҫинчен пӗлтереҫҫӗ.И тут снова жестокий удар: Чернышевский лишен возможности работать.
Пысӑк виҫе // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.
Теплерен кӑна вӑл мӗншӗн хӑйне тантӑшӗсемпе пӗрле урамра выляма юраманни ҫинчен ыйтма пикеннӗ.
Ылтӑн пуҫ мимиллӗ ҫын // Александр Артемьев. Тӑван Атӑл. 1960, 3№ — 71–72 с.
Калаҫу ӑслӑлӑх ыйтӑвӗсем ҫинчен пычӗ; анчах Лиденброк профессор сыхлавкаласа ҫеҫ калаҫать, хамӑр плансем ҫинчен нимӗн те калама юраманни ҫинчен кашни минутрах мана куҫӗпе астутарать.
X сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Ҫырӑвӗсенче пӗлтерме юраманни нимӗн те ҫукчӗ.
7 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
«Андрюшка ҫут хӗвелӗм чунӑм, — тесе ҫырнӑ Люба точкӑсене те, запятойсене те пӑхӑнмасӑр, — питӗ пысӑк салам сана мӗнле пурӑнатӑн сывлӑху мӗнле турӑ пулӑшнипе эпӗ кунта ҫитрӗм анчах идолсем кансӗрлеҫҫӗ сана час-часах аса илетӗп эпӗ тӑван ҫӗршывшӑн тухрӑм ан ҫиллен Козелков хӗрарӑмсене илмест илме юраманни ҫинчен Онегӑра приказ пур тет тепӗр каласан мӗн илмелле марри пур-ха унта пире пӗр татӑк ҫӑкӑр та винтовка ҫеҫ кирлӗ.
3 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Унта, ҫапӑҫу вӑхӑтӗнче вӑл Микешин штурвальнӑя ҫапни ҫинчен каласа парса, ҫынсемпе ун пек хӑтланма юраманни ҫинчен шала кӗрсе каякан выводсем тунӑ.
6 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Ытах юраманни пулсан, ответлемӗп вара.
XXVIII // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.
«Ӗнер мӗскӗн Гопкинс дикаре хулари бассейнра ачасене шыва кӗртме юраманни ҫинчен ӑнлантарса панӑ. Дикарьсем час ҫиленни тата тавӑрма юратни паллӑ ӗнтӗ. Кам пӗлет, тен, Бродвейра хӑйӗн ӗҫне юратса пурӑнакан Гопкинсӑн ҫавӑншӑнах айӑпсӑр пӗтмелле пулчӗ пулӗ».
XXIV // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.
Вӑл хӑй ҫав тери пырасшӑнччӗ Инсаров патне; анчах Берсенев апла тума юраманни ҫинчен тархасласа каларӗ: Инсаров сайра хутра кӑна пӗччен юлнӑ-ҫке-ха.Она сама всё порывалась к Инсарову, но Берсенев умолял ее этого не делать: Инсаров редко бывал один.
XXVI // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
«Ман шутпа, ачасем, ҫапах та айванла ҫавӑн пек йӗксӗксене пеме юраманни», — мӑкӑртатать Володя.«А по-моему, глупо, ребятки, не стрелять в такую сволочь», — шепчет Володя.
1944-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Темиҫе хут та мана патрульсем тыта-тыта чарчӗҫ, икӗ хут — ахаль тумлӑ дежурнӑйсем, пурте хӑйсем тревога чухне урамра ҫӳреме юраманни ҫинчен тӑнлантараҫҫӗ.
1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Вӑйлах та ҫапасшӑн марччӗ, такӑнтарма юраманни асӗнче юлтӑр тесе ҫеҫ… —
Пӗрремӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ
Амӑшӗ ӑна шкула илсе кайма юраманни пирки асӑрхаттарчӗ-ха.Мама, конечно, предупредила её, что в школу нельзя брать куклу.
Настя — шкул ачи // Ара Мишши. Ара Мишши. Пӗрремӗш утӑмсем: калавсем/ Ара Мишши. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 38 с. — 2,4,6,8 с.
Эпӗ Феньӑна йӗме чарӑнма хушрӑм, ҫӗрти канфета илме юраманни ҫинчен хыттӑн асӑрхаттартӑм.Я сказал Фене, чтобы она не орала, и строго-настрого запретил ей поднимать с земли конфету.
Вӑрманти тӗтӗм // Михаил Рубцов. Гайдар, Аркадий Петрович. Ман юлташсем: калавсем; вырӑсларан М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 158 с. — 77–104 с.
— Ют пахчана кӗме юраманни ҫинчен каласан пӗрех ӑнланмӗ, май пулсанах каллех кӗрӗ.
Каскӑн качака // Ара Мишши. Ара Мишши. Пиллӗкмӗш чӗрӗк: калавсем/ Ара Мишши. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 64 с. — 31,33,35 с.
Мӗнле-ха вӑл, ҫиччӗмӗш класс ачи, ют япалана тытма юраманни ҫинчен манса кайма пултарнӑ?Он подумал о том, как же он, семиклассник, забыл, что чужого брать нельзя!
Ҫӑмарта ӑшалани // Ара Мишши. Ара Мишши. Пиллӗкмӗш чӗрӗк: калавсем/ Ара Мишши. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 64 с. — 25,27,29 с.
Ридлер тутине ҫыртса илчӗ, пичӗ ҫинче палӑра пуҫланӑ хаваслӑхӗ курӑнми пулчӗ: вак-тӗвек ӗҫпе хӑйне чӑрмантарма юраманни ҫинчен хыттӑнах асӑрхаттарнӑччӗ-ҫке.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Дуняшка Григорий халех таврӑнасса кӗтме юраманни ҫинчен амӑшне темле те ӑнлантарса пӑхрӗ, анчах Ильиничнӑна ӗнентерме ҫӑмӑл пулмарӗ.
II // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Кудинов патронсене персе пӗтерме юраманни ҫинчен питӗ хытарса каланӑ приказпа повстанецсем патне юланутлӑ хыпарҫӑсем ярать.Кудинов с коннонарочными разослал приказ, строжайше запрещавший отстреливаться.
LXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Кошевой чӗлӗм туртма юраманни ҫинчен тарӑхса аса илчӗ те хуллен пӑшӑлтатса калаҫма тытӑнчӗ:Кошевой, с досадой вспоминая, что курить нельзя, тихо шелестел:
XXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.