Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

юлса (тĕпĕ: юл) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Киле кулленех кая юлса, ывӑнса, анчах паттӑр кӑмӑлпа таврӑнатпӑр Куллен эпир Мускав урамӗсем тӑрӑх иртетпӗр, вӗсем халь хура вӑрман пек тӗксӗм, уҫӑмсӑр.

Возвращались домой поздно, усталые, шли домой по темным московским улицам, они казались дремучими и таинственными.

8 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Старик, вӑрӑммӑн яра-яра пусса, утравӑн тепӗр еннелле пырать, ун хыҫӗнчен, такӑна-тӑкӑна ӳксе пӗр мала тухса, пӗр кая юлса, Дёмӑпа Витя васкаҫҫӗ.

Старик, крупно шагая, шел к другому краю острова, за ним бежали, цепляясь за корни, спотыкаясь, опережая и снова отставая, Дёма и Витя.

5 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Ҫав кунхине эпӗ киле питӗ каҫа юлса таврӑнтӑм.

В этот день я поздно вернулась домой.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫав хӗл эпӗ укҫаран ҫаплах татӑк тӑркаларӑм, укҫа мана Уфаран ярса тӑратчӗҫ, Пушкӑртсен геологи управленийӗ ҫавӑнтах тӑратчӗ, укҫине текех кая юлса яратчӗҫ.

В ту зиму у меня было довольно трудно с деньгами, потому что мне присылали деньги из Уфы, где находилось Башкирское геологическое управление, и часто задерживали.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Тухса кайнӑранпа эрне те иртмен, ӑна хӑйне страхламан тесе, хӑйпе пӗрле кайнӑ ҫынсене страхламан тесе айӑплама тытӑнаҫҫӗ; поляр условийӗсенче ишмелли вӑхӑтран виҫӗ эрне кая юлса тухнӑ тесе айӑплаҫҫӗ ӑна, радиотелеграфист пырасса та кӗтсе тӑман теҫҫӗ.

Не проходит и недели после отплытия шхуны, как его обвиняют в том, что он не застраховал ни себя, ни людей; в том, что он отплыл на три недели позже, чем этого требуют условия полярного плавания; в том, что он не дождался радиотелеграфиста.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Николай Антоныч — терӗм ӑна хисеплес кӑмӑлӑмпа, — ҫакӑн пек кая юлса канӑҫӑра татнӑшӑн айӑп ан тӑвӑр-ха эсир мана.

 – Николай Антоныч, – сказал я вежливо, – извините, что я так поздно беспокою вас.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Кая юлса тухрӑмӑр.

Снялись поздно.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Унта иккен хӗрарӑмсем чи хӑрушӑ самантсенче те арҫынсенчен юлса кайман, хӑюллӑрах та пулнӑ.

Там женщины вели себя в опасных случаях не хуже мужчин и даже ещё смелее.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Савельич, пит те кая юлса, ҫине-ҫинех мана инҫетрен кӑшкӑрать:

Савельич едва мог следовать за мною издали и кричал мне поминутно:

Вунпӗрмӗш сыпӑк. Пӑлхавлӑ слобода // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Саня, Бубенчиковсем патне самантлӑха кӑна кӗнӗ ҫын, вӑраха юлса, апата ӗлкӗреймерӗ.

Замечательно, что Саня, забежав к Бубенчиковым на минутку, опоздала к обеду.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ӗнер эпӗ ӑна кая юлса ҫитнӗшӗн вӑрҫма та пултарнӑ.

Вчера я выругал бы ее за опоздание,

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Катя кая юлса ҫитрӗ, эпӗ ӗнтӗ ӑна тепӗр хут телефонпа чӗнме те шутланӑччӗ.

Катя пришла довольно поздно, и я уже чуть было не побежал звонить ей по телефону.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ман пирки вӑл шкула та ҫитнӗ иккен, чӑлханса кайнӑ ӗҫӗмсене йӗрке кӳме, халӗ ак вӗренӳре юлса пынине хӑвӑрт пӗтерме манран сӑмах илчӗ.

Он рассказал мне, что сам ездил в школу, чтобы уладить там мои запутанные дела, и взял с меня слово, что я постараюсь нагнать упущенное в классе.

15 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Юлса ан пытӑр тесе, черетлӗн пулӑшас пулать.

Чтоб она не отстала, надо по очереди помогать.

7 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Мӗскершӗн кая юлса ҫӳретӗр, утӑ та улӑм?

Вы что же это опаздываете, сено-солома?

6 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Килте ман пирки сахал мар пӑшӑрханнӑ пулас, пӳрте кӗнӗ-кӗменех анне: — Ытла кая юлса ҫӳретӗн, пике! — тесе, вӑрҫса пӑрахрӗ!

Дома, должно быть, очень беспокоились, потому что, как только я вошла, мать поругала: — Поздно гуляешь, барыня!

6 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Эпӗ, пӗччен юлса, тарӑн шухӑша кайрӑм.

Оставшись один, я погрузился в размышления.

Саккӑрмӗш сыпӑк. Чӗнмен хӑна // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Мундирсене хыврӑмӑр та, пӗр камзолсем вӗҫҫӗн ҫеҫ юлса, хӗҫсене йӗннисенчен кӑларса алла илтӗмӗр.

Мы сняли мундиры, остались в одних камзолах и обнажили шпаги.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк. Пӗрне-пӗри // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Ир ҫинче, чылаях кая юлса вӑраннӑ хыҫҫӑн, эпӗ тӳрех урамалла пӑхрӑм.

Проснувшись поутру довольно поздно, я сразу посмотрел в окно.

Иккӗмӗш сыпӑк. Вожатый // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Хӗрарӑмсем ҫав еннелле макӑра-макӑра чупаҫҫӗ, кая юлса тухнӑ казак, кинжалне васкавлӑн хӑй ҫумне чиксе, пиртен чупса иртрӗ.

Множество женщин бежало с плачем в ту же сторону; по временам опоздавший казак выскакивал на улицу, второпях пристегивая кинжал, и бегом опережал нас.

Фаталист // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней