Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ҫурт таврашӗ илме ӗлкӗрнисем выльӑх-чӗрлӗхне ҫитернӗ, тасатнӑ, килкартисене йӗркене кӗртнӗ; илме ӗлкӗрейменнисем, утӑм юлми тенӗ пек, председатель хыҫҫӑн ҫӳренӗ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Анчах вӗсен суднине хӑваласа ҫитнӗ те Двинана путарнӑ, пӗр ҫын юлми путса вилнӗ.
1 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Тата, чӑннипех каласан, хурсене мӑйӗсенчен пӑра-пӑра пӑрахнӑ пекех пире пӗр ҫын юлми пӗтерсе хума пултараҫҫӗ, хамӑр никама та ҫӑлас ҫук, хамӑр пуҫа та сывӑ хӑварас ҫук, а эпӗ — командир, манӑн пуриншӗн те ответ тытмалла.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.
Ҫав каҫах Глафирӑн ҫӗнӗ ҫурчӗ нимӗн юлми ҫунса кайрӗ.
Суд килет!.. // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.
Ҫав япала вара, ҫичӗ килограмм ҫурӑ таяканскер, утмӑл тӑватӑ тӑваткал километр ҫинче ним юлми шӑлса тухмалла иккен, ҫӳлелле вунтӑватӑ километр ҫӳллӗш сирпӗнмелле-мӗн, чи хӑрушши тата, ҫынна вӑл, кӑшт лексен те, асаплантарса вӗлерет имӗш, е, чӗрӗлес пулсан та, кайран пурпӗр леш тӗнчене ӑсатать…
1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Ҫекӗл ним юлми хӑвӑлланнӑ хырӑмлӑхне ҫитичченех кӗрсе ларнӑ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Ҫӗрлеччен сире ак ҫакӑнта хупса хуратпӑр, — чавсанай еннелле кӑтартрӗ вӑл, — каҫхине вара ҫирӗм тӑваттӑмӗш номерлӗ ҫурт хуҫин садне ним юлми тасатса тухатпӑр.
Тимурпа унӑн команди // Матвей Сакмаров. Гайдар, Аркадий Петрович. Тимурпа унӑн команди: повесть; вырӑсларан М.А.Сакмаров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 102 с.
Киле ҫитме тепӗр сакӑр ҫухрӑм юлчӗ; ҫивӗч юртӑллӑ кӗсрем тусанлӑ ҫулпа ҫӑмӑллӑн чупать, хутран-ситрен хартлатса, хӑлхисене вылятса илет; ывӑннӑ йытӑ, урапаран кӑкарнӑ пекех, пӗр утӑм юлми пырать.
Бирюк // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 156–163 с.
— Степка Стребулаев телефонпа «хӑйне уйрӑм отряд» урӑх ҫукки ҫинчен, ӑна Зимин партизанӗсем хупӑрласа илсе пӗр ҫын юлми пӗтерсе тӑкни ҫинчен, хӑй анчах аран тарса ӳкме пултарни ҫинчен пӗлтерчӗ…
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Касри ачасене те никам юлми ертсе килнӗ пуль-ха: Сашукӗ, Толикӗ, Ҫерушӗ…Может, и ребят с нашей улицы привела вместе с собой: Сашку, Толика с Серёгой…
Сӑвап // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 105–116 с.
Хула ачи темерӗн, пиртен шит юлми ӗлкӗрсе пырать.
Асамлӑ кӗсье // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 68–72 с.
— Кирлех пулсан пирӗн шкула пӗр кирпӗч юлми турттарса пӗтерме пултараҫҫӗ, эпир нимӗн те таваймӑпӑр.— Захотят — у нас всю школу по кирпичику растащат, а мы и пикнуть не посмеем.
VII сыпӑк // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 155–238 с.
Ярман вӑрҫи чух мӗнлерехчӗ унта: тытӑнатчӗ нимӗҫ тупӑсемпе ҫунтарма та, полка пӗр ҫын юлми шӑлса каятчӗ.В германскую, бывало, немец как сыпанет из орудий — полки выкашивал под корень.
X // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Тепӗр сехетрен ӗҫ пуҫтарӑнать: отряда ним юлми аркатса тӑкаҫҫӗ, салтаксене ик ҫӗр ҫынна ытла вӗлерсе пӗтереҫҫӗ, пилӗк ҫӗре яхӑн тыткӑна илеҫҫӗ.
XXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Ҫав шӑршӑ-маршӑна ҫӗр ҫинчен ним юлми тасатас пулать!
VII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Июньти ҫапӑҫусем вӑхӑтӗнче тупӑсенчен кисретсе ним юлми аркатса пӗтернӗ местечка ишӗлчӗкӗсенчен пӗр ҫухрӑмра, вӑрман ҫывӑхӗнче, окопсен кукӑр-макӑр речӗсем авкаланса тӑсӑлаҫҫӗ.
XV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Куратӑр пулӗ, ҫӗршыври йӗркелӗхшӗн хӑюллӑн та ҫирӗппӗн кӗрешес вырӑнне, правительство ҫурма ӗҫсем тунипе тата: «июль кунӗсенчи пек халӑх влаҫӗ ҫине алӑ ҫӗклеме хӑякансене тӗкӗ-ҫӑмӗ юлми аркатса тӑкӑпӑр» тенӗ пек шултра сӑмахсем ҫухӑрнипе ҫеҫ лӑпланса пурӑнать.
XIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Пӗр те пӗр большевиксем восстани пуҫласа ярсан, ҫӗршыва сутакансене ним юлми аркатса тӑкмалла пултӑр.И если большевики выступят, то расправиться с предателями родины как следует.
XIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Анчах Атарщиков, нумай-нумай ҫынсем хӑйсен чӑн-чӑн сӑн-сӑпатне ыттисенчен пытарнӑ пекех, вӑрттӑн шухӑшӗсен витӗр курӑнман чаршавне пӗр уҫӑ вырӑн юлми карса хунӑ.
XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Пӗрремӗшпе Тӑваттӑмӗш полксенчи казаксене, — халӗ мӗнле казаксем пулччӑр-ха вӗсем? — ҫитес вӑхӑтра кашни икӗ ҫынран пӗрне ҫакса вӗлерме е пурне те пӗр ҫын юлми кӑнчлаттарса тухма тивет…
XI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.