Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ҫакӑ пурте — шывра лӳшкенекен сарлака урамсем те, йӗпе асфальтӑн тӗкӗрӗ ҫинче сӑнланса тӑракан ҫуртсем те, ҫӑкӑр шӑрши те, паллакан номерлӗ трамвайсем те, — пурте, пурте паян ӑраснах илемлӗн, ӑраснах тӑванӑн туйӑнаҫҫӗ, ҫакна пула, манӑн чӗрем татах та хыттӑн ыратса кайрӗ.
7 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Шӑлне ҫыртса чӑтса тӑчӗ мӗскӗн, сӑнарӗ ытла телейсӗр курӑнчӗ, хамӑн та чӗрем ыратса кайрӗ.
Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Тен, ҫавӑнпах та ӗнтӗ чӗре — ирӗксӗртен тенӗ пекех ыратса кайнӑ пек те пулать.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Амӑшне пытарнӑ чухне вӑл манран ҫилленсе айккинелле пӑрӑнса тӑнине аса илсен, пуҫӑм ыратса кайрӗ манӑн.У меня начинала болеть голова, когда я вспоминал, как сурово она отвернулась от меня на похоронах.
Ҫирӗм тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Хама ҫывӑх, тахҫантанпах хӑнӑхнӑ пӳлӗме кӗрсессӗн, уйрӑмӑнах тата вӗлернӗ комендантӑн дипломӗ, иртнӗ вӑхӑтӑн салхуллӑ эпитафийӗ пек, стена ҫинче ҫакӑнса тӑнине курсассӑн, манӑн чӗре ыратса кайрӗ.
Вуниккӗмӗш сыпӑк. Тӑлӑх // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Ӑна эп тӑнлатӑп, итлетӗп, ҫав вӑхӑтрах чӗрем ыратса хускалнине туятӑп.
12 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Чӗрем ыратса пӑчӑртанать.
Саккӑрмӗш сыпӑк. Чӗнмен хӑна // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Ҫав хура-сарӑ сӑн-питлӗ ҫынсене курсан манӑн чӗре ыратса кайрӗ.
Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Манӑн чӗре ыратса кайрӗ.
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Иртнӗ куляну е хаваслӑх ҫинчен асӑнтарни ман чӗрене ыраттарсах хавшатать те ҫав ыратса тухнӑ сассах янратать…
Майӑн 13-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Протезсем урайне хыттӑн ҫапӑннипе унӑн, пӗтӗм кӗлетки витӗр ток тухнӑ пек, чиксе ыратса кайрӗ.От резких ударов протеза об пол острая боль пронзила все его тело.
15 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Тӗкӗнмессерен вӗсем, электричество токӗ пӗтӗм шӑмшакка тирсе илнӗ пекех, ыратса каяҫҫӗ.Каждое прикосновение к ним вызывало боль, точно током пронзавшую все тело.
17 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Пӗр-икӗ кашӑк сыпсанах, ҫиес килнипе унӑн вар-хырӑм вӑтӑрӑнса ыратса кайрӗ, анчах та Алексей мӗн-пурӗ те вунӑ кашӑк ҫеҫ сыпрӗ тата темиҫе чӗрпӗл ҫемҫе те шурӑ аш ҫирӗ.
17 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Манӑн ӗнсе хыҫӗпе ҫурӑм шӑмми сӑрӑлтатса ыратса кайрӗ.
Ярмул пичче // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 47–51 стр.
Чӗри ҫӗҫӗпе чикнӗ пекех ыратса кайрӗ: «Нивушлӗ Алексей?»
Хурлӑхлӑ юрӑ // Николай Сунай. «Тӑван Атӑл», 2016, 9№
«Оксана, — палласа илчӗ ӑна Ираида. Чӗри хӗссе ыратса кайрӗ. — Пулайман кин»."Оксана, узнала ее Ираида. Больно сжалось сердце. - Не состоявшаяся невестка".
Хурлӑхлӑ юрӑ // Николай Сунай. «Тӑван Атӑл», 2016, 9№
Чиксе, ыратса кайрӗ амӑшӗн чӗри.
Ахӑрсамана // Валентина Тарават. http://chuvash.org/lib/haylav/3970.html
6. Анчах ҫакӑн хыҫҫӑн хӑй Саул тумтирӗн аркине касса илнишӗн Давидӑн чӗри ыратса кайнӑ.6. Но после сего больно стало сердцу Давида, что он отрезал край от одежды Саула.
1 Пат 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.