Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ыратнине (тĕпĕ: ырат) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ӑшӗ ыратнине пӑхмасӑрах Карлай юмӑҫ панӑ япаласене пуҫтарчӗ те Валтиел хирне тухса утрӗ.

Помоги переводом

Эпрахиль юпи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫавӑн пек хӑйӗн чунӗ ыратнине калаҫса-калаҫа памалли тус-тантӑшне шырать-ши вӑл?

Помоги переводом

Хӗве хупсан // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Ых-х! — ыратнине чӑтаймасӑр Шӑхаль каялла туртӑнчӗ.

Помоги переводом

Хӗве хупсан // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Чун-чӗри пӑчӑртанса ыратнине чӑтайман Испухан, килӗнчен чупса тухса, чиркӗвелле ыткӑннӑ…

Помоги переводом

Пӗве ҫитнӗ хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Халӗ хамӑн сулахай алӑ ыратнине те сисмерӗм: пӗтӗм ӳт-пӳ пурнӑҫшӑн кӗрешет.

Помоги переводом

Хӑвӑл йӑмра // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 74–85 с.

Улатимӗр ҫумне, сулахай урине тӳш шӑмми ыратнине пула сӗтӗркелесе, сӑмсапа нӑшт-нӑшт туртса, самаях ӑшӑрханӑ Якур пырса ларчӗ.

Помоги переводом

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Тинех яриех ыйхӑран уҫӑлса кайрӗ те, чӑн тӗнчене таврӑнса, ӑшчикки йӗкленнине, пуҫӗ хӗссех ыратнине ӑша ҫӑткаласа ҫӗленсе ларнӑ куҫне чарӑлтарса ячӗ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Чылайччен выртрӑм эпӗ пуҫ, шӑмшак чӑтма ҫук ыратнине пула йынӑшкаласа, вара хальхи эпӗ — чун — ӳт-тире хӑвартӑм…

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Нушана лекни хальхинче, чӑнах, сулахай ури пулчӗ, ҫак ура шӑмми чуна кассах ыратнине месерле выртсах чӑтса ирттерме тиврӗ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Кӗҫех, те шыҫӑ ыратнине тӳсеймесӗр, те хӑй ҫаратнӑ пыл шӑршипе киленсе-хӗпӗртесе, вӑкӑр пек мӗкӗрсе ячӗ те, вӗллене ҫӗклесе, каллех чӑтлӑхалла тапса сикрӗ.

Помоги переводом

Пӑшалсӑр эпӗ пӗр кунта виҫӗ упа тытрӑм // Георгий Орлов. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 76-80 с.

Пуҫ ыратнине, шӑм-шак сурнине туйсанах тухтӑр патне кайӑр.

И если есть первые звоночки в виде головной боли или ломоты в суставах – поспешите к врачу.

3-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Пурӑна киле Матви хӑй пилӗкӗ хытӑран хытӑрах ыратнине сисе пуҫларӗ, ҫапах малтанлӑха чӗнмесӗр, йынӑшмасӑр тӳсрӗ.

Помоги переводом

XI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Борис аманнӑ ури ыратнине хытах туйрӗ пулас, каллех сӗтел умне пырса ларчӗ те кӑштах сӑра сыпса илчӗ.

Помоги переводом

II // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Каччӑ куҫӗнчен вут-хӗм сирпӗнчӗ, ҫапах хӑй ыратнине туйман пек пулчӗ.

Помоги переводом

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Така кӗпепе айкашнӑ хушӑра хам, пӗҫӗсем ыратнине пӑхмасӑрах, пӳрте кӗрсе тартӑм.

Помоги переводом

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Ыратнине тӳҫеймесӗр йынӑшса янӑ пек, хӑй тӗллӗнех калаҫса илчӗ вал.

Помоги переводом

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫӑмӑлланнӑ хыҫҫӑн Лукарье ним ыратнине те туймарӗ, ывӑнни те иртсе кайрӗ.

Помоги переводом

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫуна тупанӗ айӗнчи юр ыратнине тӳсеймесӗр йынӑшать.

Помоги переводом

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӑл, чӗри ыратнине пытарасшӑн, йӗке хыҫҫӑн пӗшкӗнчӗ.

Помоги переводом

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Микула чӑмӑрӗпе тивертнӗ тӗлте халӗ те ыратнине юплемесӗр ура ҫине тӑрса силленчӗ те: — Хисеплӗн йышӑннӑшӑн тавтапуҫ! — терӗ.

Помоги переводом

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней