Поиск
Шырав ĕçĕ:
— Шӑна сӑхса илчӗ, ҫавӑн пек тутапа тинӗсе тухаймастӑн ӗнтӗ! — терӗ те вӑл, тепӗр пӑрахут кӗтме пуҫларӗ.«Муха укусила, нельзя же с этакой губой в море!» — сказал он и стал ждать другого парохода.
V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӑл ҫут тӗнчере пӗр-пӗччен пекех ӗнтӗ; вӑл, чӗрне вӗҫҫӗн пусса, нянинчен тарать, кам ӑҫта ҫывӑрнине пурне те пӑхса тухать; чарӑнса тӑрса, кам вӑраннине, ҫӗре сурнине е ыйхӑ тӗлӗшпе мӑкӑртатнине тинкерсе пӑхать; унтан, сывлама хӑраса, галерея ҫине хӑпарса каять, чӗриклетсе тӑракан хӑмасем тӑрӑх чупса ҫаврӑнать, кӑвакарчӑн йӑвине улӑхса анать, сад пахчине кӗрет, нӑрӑ сӗрленине итлет, таҫта ҫитиех вӗҫсе кайнине сӑнать, курӑк ӑшӗнче темӗн чӑрклатнине итлет, ҫак шӑплӑха сирекенсене шыраса тупать; шӑрчӑк тытать, унӑн ҫуначӗсене татса пӑрахать те малалла мӗн пулнине пӑхать, е ӑна улӑм пӗрчипе витӗрех тирсе, вӑл ҫак ытлашши япалапа мӗнле вӗҫсе кайнине сӑнать; эрешмен шӑна тытса ун юнне ӗмнине киленсе кайсах, сывлӑш ҫавӑрмасӑр пӑхса тӑрать.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Этажерка ҫинче, чӑнах та, хаҫат, ик-виҫ кӗнеке уҫӑлса выртать, ҫыру сӗтелӗ ҫинче чернил кӗленчи, хур тӗкӗсем пур; анчах уҫса хунӑ кӗнекесен страницисем тусанланса, сарӑхса кайнӑ; вӗсене тахҫанах пӑрахнӑ пулас; хаҫачӗ пӗлтӗрхискер, чернильницӑран, чернил пуҫас пулсан, хӑраса ӳкнӗ шӑна ҫеҫ сӗрлесе вӗҫсе тухнӑ пулӗччӗ-и тен.
I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ҫак ыйтусене паянах татса памалла, — тенӗ Крылов шӑна вӗҫни илтӗнмелле шӑп зала янратса.Вот те вопросы, которые надо решить сегодня же, — говорил Крылов в напряженно притихшем зале.
Ҫирӗм пӗрремӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Таврӑнмашкӑн та вӑхӑт ҫитнӗччӗ, Катя шӑна пуҫларӗ, йывӑҫ купаласа тултарнӑ ҫыран тӑрӑх иртсе эпир килелле таврӑнтӑмӑр.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ун чухне эпӗ ватӑ Мартын башни айӗнче тӑраттӑм, шӑна пуҫларӑм та асӑмра эпӗ Катьӑпа пӗрлех йӗрке хыҫҫӑн йӗрке вуланӑн туяттӑм.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ӑна шӑна та ҫыртман.
15 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Шӑна эмелӗ пек!
8 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Алӑк патӗнчех-ха курткӑна хывса кӗпе ҫийӗн пальто тӑхӑнсаттӑм, ҫавӑнпа та шӑна пуҫларӑм пулӗ.Впрочем, еще в подъезде я снял курточку и надел пальто прямо на рубашку.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Сӑмси те — шӑна ларса ҫӗр каҫнӑ пек, — теҫҫӗ.
1 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Ҫавӑ кирлӗ сана! шӑна пекех вилсе вырт эппин… —
Июнӗн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Туйи унӑн алли ҫинче, чавса тӗлӗнче ҫакӑнса пычӗ, ӑна вӑл тӗл пулакан шӑна кӑмписене ҫапма е хӗрлӗрех тӑрӑллӑ курӑксене ҫапса хуҫма ҫеҫ тыткаларӗ.
Юлашкинчен калани // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Тӗксӗм те сарӑхнӑ чӳрече кантӑкӗ ҫумӗнче пысӑк, вӑйлӑ шӑна нӑйлатнӑ, вӑл епле пулсан та ҫак пӑчӑ сывлӑшран тухса тарма тӑрӑшнӑ пек курӑннӑ.
6 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Акӑ вӑл, сӑмахран, стена ҫине шӑна ларнине курать, эсӗр кулатӑр, графиня.Бывало, к примеру, увидит он, села на стену муха: вы смеетесь, графиня?
II // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
Кӑнтӑрлахи хӗвел ӑшӑтнӑ кантӑк ҫине таҫтан пырса ларнӑ ыйхӑллӑ, тусанлӑ шӑна та — вӗсемшӗн тӗлӗнмелле япала.
2 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Пӳлӗмре шӑна вӗҫни ҫеҫ илтӗнет, тӗрӗсрех каласан, вӑрӑмтуна сасси.Слышен только звук летящей мыхи, говоря по правде, писк комара.
Пӗрремӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив
Ачасем шӑпланчӗҫ те, класра пӗр йӑлӑхтармӑш шӑна вӗҫни кӑна илтӗне пуҫларӗ.Дети замолчали, в классе был слышен только звук летающей мухи.
Математика мыскари // Александр Галкин. https://vulacv.wordpress.com/2017/10/19/ ... %B8%D0%BD/
Анчах пачӑшкӑ юлашки кӗлӗ тӗлне ҫитсенех, Томӑн алли ҫавӑнтах, хӑй тӗллӗнех малалла шӑвӑнса кайрӗ те, «аминь» тени илтӗннӗ тапхӑртах шӑна тыткӑна кӗрсе те ӳкрӗ.
5-мӗш сыпӑк. Ҫыртакан нӑрӑпа йытӑ ҫури // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Унтан шӑна кайри урисемпе хӑй ҫуначӗсене тасатса, хырса хӑтланчӗ, ҫуначӗсем ӳчӗ ҫумне таччӑнтарах ҫыпҫӑнса тӑччӑр тесе, вӑл ҫуначӑсене, фрак аркисене якатнӑ пекех, майласа якатрӗ.
5-мӗш сыпӑк. Ҫыртакан нӑрӑпа йытӑ ҫури // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Ҫав шӑна ӑна пӗтӗмпех аптӑратса ҫитерчӗ: вӑл питех канлӗн хӑйӗн урисене пӗр-пӗрин ҫумне сӑтӑркалать, урисемпе пуҫне яра-яра илсе, ӑна ҫав тери тӑрӑшса якатать, пуҫӗ вара пӗвӗнчен уйӑрӑлнӑ пекех туйӑнать, мӑйӗ ҫинҫе ҫип пек курӑнать.
5-мӗш сыпӑк. Ҫыртакан нӑрӑпа йытӑ ҫури // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.