Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

шыратӑп (тĕпĕ: шыра) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Филька, — терӗ вӑл ӳпкевлӗн, — анне мана пристаньре кӗтсе тӑрать, эпӗ пур, иртенпех сана шыратӑп.

— Филька, — сказала она с укоризной, — мать меня ждет на пристани, а я ищу тебя с самого утра.

XXII // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.

Кравать айне кӗрсе шӑвӑнас тенӗччӗ, шыратӑп, вӑл пачах эпӗ шутланӑ тӗлте мар иккен; ун вырӑнне ман алла Мери Джейн кӗписене витсе тӑракан карӑ сӗртӗнчӗ; эпӗ хӑвӑртрах ун айне йӑпшӑнтӑм, кӗпесем хушшине пытантӑм та сывламасӑр тӑратӑп.

Только я хотел залезть под кровать — сунулся, а она вовсе не там стоит, где я думал; зато мне под руку попалась занавеска, под которой висели платья Мэри-Джейн; я скорей нырнул под нее, зарылся в платья и стою, не дышу.

Ҫирӗм улттӑмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Эпӗ сулахай енче шыратӑп, эсӗ сылтӑм енче.

Я обыщу левый борт, а ты правый.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

— Итле-ха, сана эп кунӗпех шыратӑп паян, — савӑнчӗ Вадя Цейтлин, эпир хамӑр пата таврӑнсан.

— Слушай, я весь день тебя ищу, — обрадовался Вадя Цейтлин, когда мы вернулись к своим.

1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

— Эп сана шыратӑп, ӑҫта кӑна ҫитмерӗм пуль!

— А я тебя ищу всюду!

1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Каларӑм-ҫке сире, эпӗ ҫӗре мар шыратӑп терӗм.

Ведь я же сказал вам, что ищу не землю.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Эпӗ кашни каҫах ҫакӑнта тухса ларатӑп, санӑн ҫӑлтӑрна шыратӑп.

Каждый вечер я прихожу сюда, ищу твою звезду.

Вуннӑмӗш курӑну // Арсений Тарасов. Килти архив

Эпӗ кӳрентернӗ-ха ӑна, ҫавӑнпа шыратӑп та.

Я его обидела, потому и ищу.

Ҫиччӗмӗш курӑну // Арсений Тарасов. Килти архив

«Вунтӑватӑ ҫулхи арҫын ачана шыратӑп, Сергей Шербачов ятлӑ.

«Разыскивается мальчик четырнадцати лет, Сергей Щербачов.

Параппанҫӑ кун-ҫулӗ // Леонид Агаков. Гайдар, Аркадий Петрович. Параппанҫӑ кун-ҫулӗ: повесть; вырӑсларан Л.Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1957. — 132 с.

Ҫав хушӑрах эпӗ вӗсене капӑрлатма, илемлетме тӑрӑшатӑп, эпӗ сӑнарсемпе танлаштарусем шыратӑп; эпӗ хамӑн чӗлхеме якататӑп, сӑмахсен килӗшӳллӗ янравӗпе киленетӗп.

И между тем я стараюсь придать им блеск и красивость, я ищу образов и сравнений; я округляю мою речь, тешусь звоном и созвучием слов.

Курка // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 170 с.

Эпӗ партизансене шыратӑп.

Я партизан ищу.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Пӗр-пӗр партизана хирӗҫ пулсан, вӑл: отряда кӗме шыратӑп вӗсене, мӗншӗн тесен нимӗҫсемпе пурӑнма урӑх вӑй ҫук, тет анчах.

Нарвется — скажет, партизан ищет, чтобы в отряд вступить, потому что с немцами невмоготу стало жить, — вот и все.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

— Партизансене шыратӑп.

— Партизан ищу.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Чӑн-чӑн овчаркӑна тахҫантанпах шыратӑп эпӗ.

Я, понимаешь, уже давно ищу настоящую овчарку.

III сыпӑк // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 155–238 с.

Эпӗ сан тырра хам валли мар вӗт, халӑх валли шыратӑп, эсӗ ӑна халӑхран пытарса хунӑ…

Я ведь твой хлеб не для себя ищу, а для народа, от которого ты его запрятал…

4 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Хам ҫула шыратӑп.

Сам ищу выхода.

XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Статья шыратӑп, — терӗ вӑл, хаҫат ҫинелле кӑтартса.

— Ищу статью, — сказал он, кивнув на газету.

V // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

— Эпӗ сана кунӗпе шыратӑп, «Москвиче» тинкерен кӑлартӑм.

— Я тебя весь день разыскиваю, «Москвича» загонял…

I // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

— Шӑп ҫавӑн пеккисене шыратӑп та.

— Я как раз ищу таких людей.

XVIII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Эп каллех шыратӑп.

Я опять куликать буду.

Пӗрремӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней