Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

шухӑшлӑ сăмах пирĕн базăра пур.
шухӑшлӑ (тĕпĕ: шухӑшлӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Израилӗн ытти ҫыннисем те Давида патшана лартас тӗлӗшпе пӗр шухӑшлӑ пулнӑ.

Да и все прочие Израильтяне были единодушны, чтобы воцарить Давида.

1 Ҫулс 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

23. Ҫӳлхуҫа хушнипе Саул патшалӑхне Давида парас тесе Хеврона пынӑ ҫарпуҫсем ҫаксем: 24. Иуда ывӑлӗсем — хулканпа та сӑнӑпа авӑрланнӑскерсем, вӑрҫа кӗме хатӗр тӑракансем — ултӑ пин те сакӑрҫӗр ҫын пулнӑ; 25. Симеон ывӑлӗсем — хӑюллӑ ҫынсем, вӑрҫа кӗме хатӗр тӑракансем — ҫичӗ пин те ҫӗр ҫын пулнӑ; 26. Левий ывӑлӗсем — тӑватӑ пин те ултҫӗр ҫын; 27. Аарон ӑрӑвӗнчи Иоддай ҫулпуҫ тата унпа пӗрле виҫӗ пин те ҫичҫӗр ҫын; 28. хӑюллӑ яш ача Садок тата унӑн йӑхӗнчи ҫирӗм икӗ пуҫлӑх; 29. Вениамин ывӑлӗсем, Саул тӑванӗсем — виҫӗ пин ҫын, анчах вӗсенчен чылайӑшӗ Саул килӗ майлӑ пулнӑ-ха; 30. Ефрем ывӑлӗсем — ҫирӗм пин те сакӑрҫӗр ҫын, хӑюллӑскерсем, хӑйсен йӑхӗнче паллӑ ҫынсем; 31. Манассиян ҫур йӑхӗнчен — вунсакӑр пин ҫын, вӗсене Давида патшана лартма ятран чӗнсе илнӗ пулнӑ; 32. Иссахар ывӑлӗсенчен лару-тӑрӑва ӑнланакан ҫынсем, Израилӗн хӑҫан мӗн тумаллине пӗлекенскерсем, икҫӗр аслӑ ҫын килнӗ, вӗсене итлесе тӑракан мӗнпур тӑванӗ те вӗсемпе пӗрле пулнӑ; 33. Завулон йӑхӗнчен аллӑ пин ҫын килнӗ, вӗсем вӑрҫа кӗме хатӗр, ҫар кӑралӗпе авӑрланнӑ, пӗр шухӑшлӑ ҫынсем пулнӑ; 34. Неффалим йӑхӗнчен — пин пуҫлӑх, вӗсемпе пӗрле — хулканпа та сӑнӑпа авӑрланнӑ вӑтӑр ҫичӗ пин ҫын; 35. Дан йӑхӗнчен — вӑрҫа кӗме хатӗр ҫирӗм сакӑр пин те ултҫӗр ҫын; 36. Асир йӑхӗнчен — ҫапӑҫӑва кӗме хатӗр хӗрӗх пин ҫар ҫынни; 37. Иордан леш енчи Рувимпа Гад йӑхӗсенчен тата Манассиян ҫур йӑхӗнчен тӗрлӗ кӑралпа авӑрланнӑ ҫӗр ҫирӗм пин ҫын килнӗ.

23. Вот число главных в войске, которые пришли к Давиду в Хеврон, чтобы передать ему царство Саулово, по слову Господню: 24. сыновей Иудиных, носящих щит и копье, было шесть тысяч восемьсот готовых к войне; 25. из сыновей Симеоновых, людей храбрых, в войске было семь тысяч и сто; 26. из сыновей Левииных четыре тысячи шестьсот; 27. и Иоддай, князь от племени Аарона, и с ним три тысячи семьсот; 28. и Садок, мужественный юноша, и род его, двадцать два начальника; 29. из сыновей Вениаминовых, братьев Сауловых, три тысячи, - но еще многие из них держались дома Саулова; 30. из сыновей Ефремовых двадцать тысяч восемьсот людей мужественных, людей именитых в родах своих; 31. из полуколена Манассиина восемнадцать тысяч, которые вызваны были поименно, чтобы пойти воцарить Давида; 32. из сынов Иссахаровых пришли люди разумные, которые знали, что когда надлежало делать Израилю, - их было двести главных, и все братья их следовали слову их; 33. из колена Завулонова готовых к сражению, вооруженных всякими военными оружиями, пятьдесят тысяч, в строю, единодушных; 34. из колена Неффалимова тысяча вождей и с ними тридцать семь тысяч с щитами и копьями; 35. из колена Данова готовых к войне двадцать восемь тысяч шестьсот; 36. от Асира воинов, готовых к сражению, сорок тысяч; 37. из-за Иордана, от колена Рувимова, Гадова и полуколена Манассиина, сто двадцать тысяч, со всяким воинским оружием.

1 Ҫулс 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

17. Давид вӗсене хирӗҫ тухнӑ та ҫапла каланӑ: эсир ман патӑма ырӑ кӑмӑлпа, мана пулӑшас тесе килтӗр пулсассӑн, манӑн сирӗнпе пӗр чӗре пултӑр; эхер те эсир мана аллӑм айӑплӑ мар ҫӗртенех ултавлӑ майпа тӑшмансене сутас шухӑшлӑ пулсассӑн, ҫакна аттемӗрсен Турри курса татса патӑр, тенӗ.

17. Давид вышел навстречу им и сказал им: если с миром пришли вы ко мне, чтобы помогать мне, то да будет у меня с вами одно сердце; а если для того, чтобы коварно предать меня врагам моим, тогда как нет порока на руках моих, то да видит Бог отцов наших и рассудит.

1 Ҫулс 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

7. Израиль патши ӗнтӗ мӗнпур аслӑ ҫыннине чӗнсе пухнӑ та каланӑ: курӑр-ха эсир, асӑрхӑр, вӑл усал тӑвас шухӑшлӑ; вӑл ман арӑмсене, ман ывӑлӑмсене, ман ылтӑн-кӗмӗле ыйтса ярсассӑн, эпӗ хирӗҫ пулмарӑм, тенӗ.

7. И созвал царь Израильский всех старейшин земли и сказал: замечайте и смотрите, он замышляет зло; когда он присылал ко мне за женами моими, и сыновьями моими, и серебром моим, и золотом моим, я ему не отказал.

3 Пат 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

11. Пӗтӗм Израиль, пӗр шухӑшлӑ пулса, пӗр ҫын пек, ҫав хулана хирӗҫ пуҫтарӑннӑ.

11. И собрались все Израильтяне против города единодушно, как один человек.

Тӳре 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Журналистсен лайӑх ӗҫне, тарӑн шухӑшлӑ информацие уйӑрса илме, пулса иртекен пулӑмсем ҫинчен тӗрӗс те илӗртӳллӗн каласа пама пӗлнине пула эфира тӑван чӗлхепе тухакан ҫӗнӗ хыпарсемпе, тӗрлӗ кӑларӑмпа тата программӑпа ҫӗр-шывӑн кирек хӑш кӗтесӗнче те паллашма майсем пур.

Благодаря эффективной работе журналистов, их умению выделить содержательную информацию, точно и ярко рассказать о событиях, новости, передачи и программы на родном языке стали доступны в любом уголке страны.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Раҫҫей тата Чӑваш пичечӗн кунӗ ячӗпе саламлани (2012) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=712&l ... id=1326202

«Пурнӑҫ ҫулӗ вӑрӑм, ача та ҫуратӑпӑр», — пӗр шухӑшлӑ пулнӑ мӑшӑр.

Помоги переводом

Пӗрре курсах ӑнланнӑ: унӑн хӗрӗ // Ирина КОШКИНА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

«Ҫак хайлав «Вӑтам Энӗш» тулли мар яваплӑ общество ӗҫлеме тытӑннӑранпа 25 ҫул ҫитнине палӑртса тата унӑн руководителӗпе Петр Николаевич Крыловпа туслӑ, пӗр шухӑшлӑ, тӑван халӑх культурине аталантарассишӗн пӗрле ӗҫленӗ май ҫуралчӗ.

Помоги переводом

Кӗрекене лариччен хура ҫӗре тарпа ҫумалла // Т.НИМАКОВА. «Хӗрлӗ ялав», 2016.03.15

Фламенко - вӗри те тарӑн шухӑшлӑ ташӑ.

Фламенко — горячий и глубокий танец.

Юрату та, курайманлӑх та - ташӑра // Татьяна НАУМОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№

Хӑйсем тарӑн шухӑшлӑ тата пӗлтерӗшлӗ кинофильмсем курни ҫинчен аса илчӗҫ.

Помоги переводом

Ĕçчен çын яланах хисепре // А.ЕФРЕМОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 4

Чылай енӗпе вӗсемпе пӗр шухӑшлӑ мар, ҫавӑнпах вӑл «Справедливая Россия» парти йышне те кӗмен-мӗн.

Помоги переводом

«Эсерсем» «ЕдРона» куçаççĕ // Николай Коновалов. «Хыпар», 2016, нарӑс, 26; 26№

Мана - «халӑх тарҫине», ӑнланса, пӗр шухӑшлӑ пулса тус-юлташла ӗҫлени - пӗтӗмпех халӑх пуласлӑхӗшӗн тунӑ пӗрлехи ырӑ ӗҫ.

Помоги переводом

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945

Ун патне тӑванӗсемпе тусӗсем, хуҫипе пӗр шухӑшлӑ ҫынсем хӑнана пычӗҫ.

Были приглашены родственники, друзья и единомышленники хозяина.

VIII. Юрдан чорбаджи патӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Салхулӑхӑн йӗрӗ те юлман; шухӑшлӑ сӑн вырӑнне — савӑк сӑн.

Грусти — никаких следов; задумчивость заменилась восторгом.

XII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

— Ҫук, атте, эп шухӑшлӑ ҫӳренине эсир ахалех ытлашши пысӑклатса калатӑр: эпӗ хам уҫӑ кӑмӑллӑ ҫын маррине пӗлетӗр вӗт эсир, мана кичем.

— Нет, папа, вы напрасно объясняете мою задумчивость таким высоким мотивом: вы знаете, у меня просто невеселый характер, и я скучаю.

XI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Лӑпкӑ, йӑваш, ачаш, чипертен те чипер — Астартӑран та, Афродитӑран та чипер вӑл, анчах ялан шухӑшлӑ, салхуллӑ, хурлӑхлӑ.

Скромная, кроткая, нежная, прекрасная, — прекраснее Астарты, прекраснее самой Афродиты, но задумчивая, грустная, скорбящая.

3 // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Атаманчуковӑн чӗркуҫленсе лармалла пулмарӗ: Половцев хушнипе, пухура Атаманчукова хӳтӗлесе Яков Лукич та, унпа пӗр шухӑшлӑ ҫынсем ыттисем те питӗ вирлӗ калаҫрӗҫ, пуху вара бригада решенине ҫирӗплетмерӗ.

На колени Атаманчукову не пришлось становиться: подстегнутые приказом Половцева, на собрании в защиту Атаманчукова дружно выступили и Яков Лукич, и все его единомышленники, и собрание не утвердило решения бригады.

VII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Аржанов, шухӑшлӑ куҫӗсемпе таҫта инҫете тинкерсе, йӑл кулса илчӗ:

Аржанов улыбнулся, задумчиво глядя куда-то вдаль:

V сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней