Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

шутпа (тĕпĕ: шут) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Унта Гаев Давыд пырать, раскулачить тунӑ хыҫҫӑн «Христос ячӗпе таса чунлӑ урмӑш ҫын» пулса тӑнӑ чи пуҫтах ултавҫӑ Лапшинов ҫӳрет, ӗҫсем мӗнле пынине шӑршласа пӗлес шутпа, сайра хутран, Яков Лукич Островнов та пыркалать.

Приходил Гаев Давыд и жженый плут Лапшинов, ставший после раскулачивания «Христа ради юродивым», изредка являлся Яков Лукич Островнов нащупывать почву.

12-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ҫак самантран пуҫласа вӑл лаши ҫинче ним шарламасӑр ларса пычӗ, кӗсрине юриех хуллентерех уттарса, Макара ҫур лаша пӳлӗх те пулин маларах ирттерсе яма хӑтланчӗ, анчах лешӗ те, сыхланас шутпа, кӑштах каярах юлса пырать.

С этого момента он ехал молча, нарочно придерживал кобылу, норовя пропустить Макара хоть на поллошади вперед, но тот из опаски тоже приотставал.

6-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Кун хыҫҫӑн Ахиор, ӑнланас шутпа, хӑйӗн тусӗ Захария патне каять; анчах лешӗ чула, килсе ҫитнӗ-ҫитменех, хушнӑ ҫӗре леҫсе панӑ тесе шантарать, ҫитменнине тата, арӑмӗ пекех, тупа туса.

Тогда Ахиор отправился за разъяснением к своему другу Захарии; но тот уверял, и тоже с клятвою, что он тотчас же по приезде передал камень по назначению.

V сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

Пухусене те вӑл Андрей хыҫҫӑн сӑнас шутпа кӑна ҫӳреме пуҫларӗ: Андрей унта ҫамрӑк хӗрарӑмсемпе вылямасть-и?

Она стала ходить на собрания только для того, чтобы там наблюдать за Андреем — не играет ли Андрей с молодыми бабами?

5-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Вӑл хӑйне хӑвалакан хӗрлӗармеецсене виҫҫӗшне сиккипе тарнӑ хушӑрах персе ӳкернӗ, хӑй вара, джигитовка тӗлӗшпе полкра чи ӑста салтак пулнӑскер, персе тивертесрен хӑтӑлас шутпа, вольтижировка тума тытӑннӑ.

Троих преследовавших его красноармейцев он в упор убил, отстреливаясь на скаку, а сам, будучи лучшим в полку по джигитовке, начал вольтижировать, спасаясь от выстрелов.

5-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Тепӗр виҫӗ уйӑхран, Кривая Музга ҫывӑхӗнче граната ванчӑкӗпе ҫӑмӑл суранланнӑ Андрей сурансене ҫыхса яракан пунктра ӑнсӑртран тӗл пулнӑ станичникрен ҫакна пӗлчӗ: Подтелков отрядне ҫӗмӗрсе тӑкнӑ хыҫҫӑн Гремячий Лог хуторӗнче шурӑ казаксемпе ҫав хуторти ҫынсем Андрей хӗрлисем патне тухса кайнишӗн тавӑрас шутпа, унӑн арӑмне ҫав тери тискеррӗн иртӗнсе мӑшкӑл тунӑ, ҫакна хуторта пурте пӗлнӗ, вара Евдокия, ирсӗр мӑшкӑла тӳсеймесӗр, хӑй ҫине хӑех алӑ хунӑ.

А через три месяца под Кривой Музгой Андрей, легко раненный осколком гранаты, на перевязочном пункте от случайно повстречавшегося станичника узнал, что после разгрома отряда Подтелкова в Гремячем Логу белые казаки, хуторяне Андрея, мстя ему за уход в красные, люто баловались с его женой, что все это стало известно хутору и что Евдокия не снесла черного позора, наложила на себя руки.

5-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ӑна кӗскен ҫеҫ сотеннӑй командир пулнӑ ҫын мӗн шутпа килни ҫинчен каласа пачӗ.

Коротко рассказал ей о целях приезда бывшего сотенного командира.

3-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Апла, сан шутпа батраксемпе чухӑнсем тата вӑтам хресченсем раскулачить тӑвассине хирӗҫ тӑраҫҫӗ пулать?

— Так что же, по-твоему, батрачество, беднота и середняк против раскулачивания?

2-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Сталин, эппин, сан шутпа… йӑнӑшнӑ пулать э?

— Сталин, как видно… ошибся, по-твоему, а?

2-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Сан шутпа, ҫын тӗнчен чӑн-чӑн чапӗ… чӗрчунсен патши иккенни ҫине сурсан та пырать…

Значит, тебе плевать на то, что человек есть венец мироздания… царь животных?

Йытӑпа ҫын калаҫни // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 126–129 стр.

Ачи лайӑх ҫывӑрать, анчах, ман шутпа, вӑл ытти ачасенчен пӗртте лайӑхрах ҫывӑрмасть; уйрӑмлӑхӗ пулсан та, ӑҫта ҫывӑрнинче кӑна: вӑл Орёл кӗпӗрнинче ӳсмен йышши йывӑҫ тӗмӗ айӗнче, кӗрхи сарӑхнӑ ҫулҫӑ купи ҫинче выртать.

Спал он хорошо, но, на мой взгляд, ничем не лучше других детей, а если и была разница, так она падала на обстановку: он лежал на куче ярких осенних листьев, под кустом, — какие не растут в Орловской губернии.

Этем ҫурални // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 156–165 стр.

— Ҫапла, эсӗ Польшӑна тухса кайрӑн пулать… — малалла итлес шутпа асилтертӗм эпӗ ӑна.

— Ну, отправилась ты в Польшу… — подсказал я ей.

II сыпӑк // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 50–69 стр.

— Сан шутпа поезд крушенийӗсем мӗн пирки пулаҫҫӗ?

— А отчего, по-твоему, происходят крушения поездов?

Усал шухӑшлӑ ҫын // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 63–70 стр.

Вӑл вара ырханккаран пӑрӑннӑ та сывпуллашас шутпа алӑ панӑ.

Он отвернулся от тонкого и подал ему на прощанье руку.

Мӑнтӑрккапа ырханкка // Митта Петӗрӗ. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 11–14 стр.

Сан шутпа бригадира кама тумалла?

Кого же, по-твоему, в бригадиры поставить?

38-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вара вӑл Санькӑн шухӑшӗсене аяккалла пӑрса ярас шутпа ӗнер пӳскелле вылянӑ чухне Алеша Семушкин ушкӑнне кӑшт кӑна ҫӗнтерейменни ҫинчен кала-кала парать.

И, желая отвлечь мысли Саньки в другую сторону, рассказывал, как они вчера чуть-чуть не обыграли в лапту партию Алеши Семушкина.

13-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Кайран, «ӑслӑ арӑмпа» мухтанас шутпа, Штольц Ольгӑна ытлашши ӑслӑ япаласем ҫинчен вӗрентмен.

Он не навязывал ей ученой техники, чтоб потом, с глупейшею из хвастливостей, гордиться «ученой женой».

VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Вал мӗншӗн ахах, кӗмӗл саклата хунине те кӑштах ӑнланчӗ, анчах ӑна е чӗререн пулӑшас шутпа хунине, е кайран ыр курас шутпа хунине пӗлеймерӗ.

В закладе жемчуга, серебра он вполовину, смутно прочел тайну жертв и только не мог решить, приносились ли они чистою преданностью или в надежде каких-нибудь будущих благ.

VI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

— Мана мӗнле йывӑррине пӗлесчӗ сирӗн! — хушса хучӗ вӑл кайран, лӑпланас шутпа пӑхкаласа ҫаврӑнса.

— Как трудно, если б вы знали! — прибавила потом, отворачиваясь в сторону, стараясь одолеть борьбу.

IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Унта вулакана паллӑ ҫынсем тӗл пулаҫҫӗ, Штольц вӗсем ҫинчен мӗн пӗлнине Обломова, темӗнле шутпа, йӑлтах пӗлтермерӗ, тен, Обломов та, темӗнле шутпа, вӗсем ҫинчен ыйтса пӗлменрен каламарӗ пулӗ.

Там встретятся знакомые читателю лица, о которых Штольц не все сообщил Обломову, что знал, по каким-нибудь особенным соображениям или, может быть, потому, что Обломов не все о них расспрашивал, тоже, вероятно, по особенным соображениям.

IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней