Поиск
Шырав ĕçĕ:
— Эсир те йӑнӑшасран, ӳлӗм урӑххине юратасран, тетӗр, эпӗ вара, тепӗр чухне, эсир мана юратма пӑрахӑр, тесе шутлатӑп.
X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Халӗ те эпӗ ним евӗрлӗ те мар, сехетсемпе минутсене шутламастӑп, хӗвел тухнипе хӗвел аннине пӗлместӗп, пӗр ҫакна ҫеҫ шутлатӑп: куртӑм-и — курман, куратӑп-и — курмастӑп, килсе кайрӗ-и — килмен, килет-и…
X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Эсир тепӗр чухне мӗнле пӑхатӑр: эпӗ вара инке те асӑрхать пулӗ, тесе шутлатӑп.— Какие вы глаза иногда делаете: я думаю, ma tante замечает.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Тепӗр тесен, тен, эпӗ кӑмӑл туртӑмӗ хыҫҫӑн кайса ҫапла шутлатӑп пулӗ: ун умӗнче эпӗ хама ҫемҫешкеленсе тыткалатӑп…Впрочем, может быть, я пристрастно сужу: у меня к ней слабость…
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ҫак чӗмсӗр темиҫе ҫеккунта эпӗ хам пурнӑҫра яланах чи телейлисем тесе шутлатӑп; нихӑҫан та, нихӑҫан та, маларах та, каярах та, ҫакнашкал таса, тулли, пӗтӗмӗшпех ҫавӑрса илнӗ хӑпартланӑва эпӗ урӑх курман.
X сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
«Мӗнпур хусканӑвӗнче, кашни сӑмахӗнчех, — шутлатӑп эпӗ, — мӗнле-тӗр чыслӑх (ҫав самай йӗрӗнчӗкле сӑмахӑн чи аван пӗлтерӗшӗпе пӑхсан, паллах), ҫутҫанталӑк панӑ темле чечен виҫелӗх палӑрать унӑн…»
IV сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Хамӑр флотшӑн, тӑван халӑхшӑн тата ҫӗршывшӑн ӗҫлессине хамшӑн пысӑк чыс тесе шутлатӑп.И всегда считал само это служение флоту, Родине и народу наивысшей честью для себя.
Вӑтӑрмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Куна эпӗ те куратӑп, ҫапах та мӗн вӑй ҫитнӗ таран кӗрешме шутлатӑп.Я это вижу, но тем не менее я решил бороться по мере своих сил.
Ҫирӗм пӗрремӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Виҫҫӗ таран шутлатӑп!
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив
— Эпӗ те Маргарита пекех шутлатӑп: вертолет патне таврӑнмалла, — тавӑрчӗ ӑна Женя.— Я тоже считаю, что нам надо вернуться в вертолет, — согласилась Женя с Маргаритой.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив
Кӑмӑллӑ пулӗҫ тесе шутлатӑп.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив
— Общество ун пеккисенчен тасалмалла тесе шутлатӑп эпӗ — ҫакна кирек мӗнле пулсан та хӑвӑртрах тумалла.— Я считаю, что общество должно освободиться от него — и как можно скорее.
Ҫиччемӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Эпӗ ӑна ӑҫта та пулин ҫӗрлехи хуралҫа кӗртме пултаратӑп пулӗ тесе шутлатӑп.Я думаю, что мне удастся в конце концов устроить его ночным сторожем.
XXXIV. Подвалра // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
— Ҫапла шутлатӑп ҫав эпӗ те.
XVIII. Ыйтусемпе ответсем // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Тинӗс тӑрӑх пароходпа ларса кайсан тата ҫав пароход ҫинче парус та пулсан эсир хӑвӑр та, юлташсем, хавасланнӑ пулӑттӑр, тесе шутлатӑп эпӗ.
VIII. «Ҫын шыва сикрӗ!» // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Эп сирӗн ҫинчен пӗрмаях шутлатӑп, пӗрмаях!
22 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Хам енчен, урӑхла каласан, хам пуҫпа ҫапла шутлатӑп: хӑтӑру пама кирлӗ мар, палӑртса хӑварсан ҫитет.
5 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Ун евӗр ӗҫе эп тивӗҫсӗр тесе шутлатӑп, ҫавӑнпа та Малинина, лайӑх кӑна хӑтӑрса, выговор пама сӗнетӗп.Я считаю поступок недостойным и предлагаю Малинину дать хороший, строгий выговор.
5 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
— Эпӗ Малинин ӗҫне киревсӗр тесе шутлатӑп.
5 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
— Ҫапла ӗнтӗ, — каларӑм эп, — походри васкавлӑ судӑн ларуне уҫӑлнӑ тесе шутлатӑп.— Итак, — сказала я, — заседание летучего походного суда считаю открытым.
5 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950